22 июля 2022 г.
Ял çынни хушма тупăш тăвас тĕллевпе вылăх-чĕрлĕх тытать, ӳсен-тăран çитĕнтерет – пĕр сăмахпа каласан, ырми-канми ĕçлет. Канаш районĕнче Карăклă ял тăрăхĕнче пурăнакансем пирĕн редакцие шăнкăравласа пулăшу ыйтрĕç. Сĕт хакĕ пĕр литршăн 22 тенкĕ таран анса ларнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта вĕсене 34 тенкĕ тӳленĕ пулнă. Эпир те çак ыйтăва уçăмлатма çула тухрăмăр. Карăклă, Юмансар, Çăлпуç ялĕсем кĕреççĕ Карăклă ял тăрăхне. Пурĕ 132 ĕне шутланать. Сăвăнакан мăйракаллă шултра выльăх – пĕр хуçалăхра 3 ытла тытаканнисем те пур. Ун пеккисем 3 ытла. Çавăн пекех 6, 8 ĕне усракан та пур. Ытти чухне ир-ирех кунта сĕт пухакан машинăна курсан çынсем шăкăл-шăкăл калаçса часрах витре йăтса чупнă пулсан, утă уйăхĕн 17-мĕшĕнчен ку ял тăрăхĕнче сĕт илсе тухакан пулман. «Ĕçĕ нумай, сĕт хакĕ çук – пирĕншĕн мăшкăл çак хакпа усламçăна сĕт пама», – теççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. ВЛАДИМИР ЧЕРНОВ: «Пĕлтĕр çак вăхăтрах сĕте 34 тенкĕпе пуçтарнă 1 литрне. Кăçал 22 тенкĕпе пуçтараççĕ. Ыйтас килет, çăкăр хакĕ мĕн чухлĕ юнелнĕ-ши пĕлтĕртенпе?» ИВАН ЕГОРОВ: «Пирĕн, бюджетниксен, зарплата сахал. Çемьене тăранатас тесе ĕне тытатпăр. Манăн виçĕ ача. Пиртен, хура халăхран, мăшкăлаççĕ – укçине вăхăтра памаççĕ, сĕт хакĕ нимĕн те тăмасть. Выльăх апачĕ хатĕрлеме тапăлтататпăр. Малалла ĕçлеме пулмасть. Кунта ял халăхĕ выльăхсене пĕтеретпĕр тесе калаçма пуçларĕ». Кăçалхи пуш уйăхĕччен икĕ усламçă ăмăртсах сĕте 34 тенкĕпе пуçтарнă, унтан тепрер уйăхран укçа илме вăхăт çитсен çынсене 24, кайран пушшех 22 тенкĕ тӳленĕ. ВАЛЕРИЙ ДОЛГОВ: «Чăнах та, Сиккасинчен, Карăклă тăрăхĕнчи халăхсем райадминистрацине çырупа тухрĕç. Вĕсем, чăнах та, сĕт хакĕпе килĕшмен пирки çакăнта райадминистрацине иккĕмĕш хут пуçтарăнатпăр. Халăхсем пуçтарăнаççĕ. Сĕт пухакансем, вĕсем 11 пирĕн Канаш районĕнче сĕт пуçтараççĕ. Анчах та вĕсем 7-шĕ килетпĕр тесе калаççĕ, анчах та пĕри те пуçтарăнмарĕç». Шел пулин те, район администрацийĕ сĕт пухакансемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă хушăра ахаль хресчен нуша курать. ЕКАТЕРИНА ФИЛИППОВА: «Эпир Карăклă ял тăрăхне çитсе çаврăнтăмăр унта сĕт пухакан хуçисемпе тĕл пулас тесе, анчах та вĕсем каллех пирĕнпе калаçма кăмăл тумарĕç. Çавăнпа юнашар районсенче сĕт хакĕ нумайрах иккенне пĕлсе унта çыхăну тăвас тесе çитсе килтĕмĕр. Вĕсемпе тĕл пултăмăр. Вĕсем халăхран 22 тенкĕпе сĕт илме хатĕррине каларĕç». Республикăри ытти районта та сĕт хакĕ чакнипе çынсем кăмăлсăр. ИННА НИКОЛАЕВА: «Çуллахи тапхăрта социаллă тетелсенчен регион ĕçне тимлекен центра 10 çăхав çитрĕ республикăра пурăнакансенчен – вĕсем пурте сĕт хакĕпе кăмăлсăр. Тăвай, Муркаш районĕнчен килнĕ çак хыпарсем. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта та çăхавсен шучĕ çавăн чухлех пулнă. Çулталăк пуçланнăранпа регион ĕçне тимлекен центр ял хуçалăх ыйтăвĕпе 70 çăхав шута илнĕ». Республикăри «Агроинноваци» пĕрлешӳ сайтне ĕненес пулсан Канаш районĕнче кашни ялтах 22 тенкĕпе сĕт пухаççĕ. Чăваш Енре чи хаклă хак – 30 тенкĕ – Патăрьел районĕнче пĕр усламçă сĕт туянать. Вăтамран вара çак кăтарту 22-24 тенкĕ. Чи йӳнĕ хак – Пăрачкав районĕнчи пĕр усламçăн – 20 тенкĕ. Вăтамран вара сĕт хакĕ унта 23 тенкĕпе танлашать