Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Ертÿçи те, ĕçлекенĕсем те маттур

02 ноября 2018 г.

Правительство çуртĕнче паян Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлекенсене чысларĕç. Вĕсемпе çывăхрах паллашас тесе Екатерина Фомина Вăрнар районне çитсе килчĕ.

Екатерина Фомина, Семен Антонов, Вадим Владимиров

Çу каçипе уй-хирте ĕçленĕ трактор-комбайна хĕле хатĕрлесе лартма вăхăт. Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра кăçал ятарласа техника валли тесе çурт тунă. Тимĕр урхамаха тирпейлĕ упрасан ун ĕмĕрĕ те вăрăмланать. Сергей Кириллов механизатор çакна никамран лайăх пĕлет. Хуçалăхра вăл 23 çул вăй хурать ĕнтĕ. Ĕçлеме килсенех çамрăк каччăна трактор рульне тыттарнă, каярах комбайн шанса панă. «Техника паркĕ куç умĕнчех çĕнелсе пырать, нумай пулмасть курăк çулакан комбайн туяннă», - тет Сергей Иванович. Хăватлă трактор-машинпа ĕç те кал-кал пырать.

Кĕлетсене хуçалăх тултарнă. Чăн та, çанталăк типĕ тăнăран тухăç пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех. Гектартан вăтамран 34 центнер ытларах пухса кĕртнĕ. Çав вăхăтрах тырă хакĕ япăхах мар, - палăртать хуçалăх ертÿçи Валерий Шумилов. Вăрлăх туса илессипе ĕçленин пайти пур.

Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессинче те хуçалăх ăнăçу çулне тупнă. 930 пуçран виççĕрĕшĕ сăвакан ĕнесем.

Ферма çурчĕсене кунта юсасах тăраççĕ. Нумай ĕçе механизациленĕ. Халĕ 60 пуç пăру валли вите тума пуçланă. Хуçалăх районта та, республикăра та ырă ятлă. Çакăнта ертÿçĕ тÿпи пысăк. Хуçалăх тилхепине Тутарстанри Çĕпрел районĕн каччи Валерий Шумилов 2002-мĕш çулта тытнă. Вăрнар районĕнче çемье çавăрнăскер, малтанах тĕп агрономра ĕçленĕ. Ертÿçĕ лавне вăл йывăр вăхăтра кÿлĕннĕ. Предприятин парăмĕсем пысăк пулнă. Халĕ хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать. 80 çын ĕçлет кунта.

Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн тĕрлĕ награда чылай. Кăçал та, акă, вăл республикăри чи лайăх предприятисен

«Агро-100» клубĕнче малтисен ретне кĕнĕ. Тĕрлĕ чыса тивĕçнисен йышĕ те ÿссех пырать. Сергей Кириллов Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ ята тивĕçрĕ. Валерий Шумилова вара Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. Пирĕн ĕçе курни, хаклани, питĕ кăмаллă, - теççĕ çĕр ĕçченĕсем.

Подробнее...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика