05 ноября 2019 г.
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ялти ипотека ĕçлеме пуçлать. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен планеркăра пĕлтерчĕ.
Михаил Васильевич иккĕленмест: ку ипотека ялта çурт-йĕр çавăрас кăмăллă çынсемшĕн питĕ курăмлă пулăшу пулĕ. Условисем уçăмлă ĕнтĕ. 3 миллион тенкĕ таран илме май пулĕ – 25 çуллăхах. Чи пĕлтерĕшли — кредита тавăрса памалли процент виçи пĕчĕкки, 3% шайĕнче кăна. «Кунашкал условисем нихăçан та пулман», — пусăм тусах палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Кивçене 21-65 çулсенчи çынсем, ялта ĕçлекенскерсем, илме пултарĕç.
Прогноз çапларах: ялти ипотека республикăри ялсенче вăтамран 20 пин çурт тăвассине никĕслемелле. Шел те, ялсенче уйрăм çынсем çурт тăвасси чакса пырать. Калăпăр, 2015 çулта 250 пине яхăн тăваткал метр çурт тунă, юлашки çул кăтартăвĕ вара икĕ хут пĕчĕкрех — 117 пине яхăн кăна. Çакăн çинчен каланă май Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансем темиçе çул хушшинче килти хушма хуçалăха аталантарма 28 миллиард тенкĕ кредит илнине аса илтерчĕ, ун шучĕпе, ялти ипотека тĕлĕшпе те çакăн евĕр хастарлăх пулмалла.