22 декабря 2016 г.
«Присурский» заповедникра Африка мурне тупса палăртнă хыççăн усал чир-чĕр çулне пÿлме тискер чĕрчунсене асăрхасах тăраççĕ. Çÿп-çап, апат-çимĕç каяшĕ упранакан вырăнсене те куçран вĕçертмеççĕ. Çакă вилнĕ чĕрчунсене çийĕнчех палăртма, тĕрĕслеме май парать.
Заповедникра чирлесе вилнĕ хир сыснисене çунтарнă. Кĕлне çĕре 3 метр тарăнăша чавса чикнĕ. Хăрушлăх енĕпе пĕрремĕш зонăна Улатăр районĕнчи Березовая Поляна поселока, Сурский Майдан салана, Пăрачкав тăрăхĕнчи Любимовка, Сыреси ялсене кĕртнĕ.
Нумаях пулмасть Пăрачкав районĕнчи сунар хуçалăхĕнче хир сыснине персе пăрахнă. Унтан сунарçăсем ăна Йĕпреç районне илсе кайнă. Тĕрĕсленĕ хыççăн чĕрчунăн вирус пурри палăрнă. Çакна Владимир облаçĕнчи лабораторире те çирĕплетнĕ. Республикăри Правительство комиссийĕ Пăрачкав, Йĕпреç районĕсенче Африка чумине тĕп тăвассипе канашлу ирттернĕ. Хăрушлăхпа пĕрремĕш зонăна кĕрекен территоринче ?инкеклĕ вырăнтан 5 км% сыснасем çук. Иккĕмĕш зонăна Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсемпе Улатăр, Çĕмĕрле хулисене кĕртнĕ. Ларура хăрушлăхпа иккĕмĕш зонăра хир сыснисен йышне асăрхаса тăмаллине те палăртнă.
Чир-чĕр сарăласран республикăри сысна ĕрчетекен хуçалăхсене «хупă йĕркепе» ĕçлеме сĕннĕ. Шел, анчах хăш-пĕр çĕрте çакна пăсни те палăрнă. Çавна май Шупашкар районĕнчи «АКИГ АГРО» пĕрлешĕвĕн сысна фермине хупма тивнĕ. Мĕншĕн тесен хуçалăхра хăрушлăх кăларса тăратнине пăхмасăр «хупă йĕркепе» ĕçлемен. Ку вара Африка мурне сарăлма çул уçниех. Тĕрĕслев хыççăн выльăхсене аш-какай комбинатне ăсатнă.
- Вирус хăвăрт сарăлать. Йĕркене пăхăнмасан чиртен тасалма йывăр. Акă Испанире Африка мурне хирĕç 25 çул кĕрешнĕ. Çынсен сыснисене туртса илнĕ, мур çулне пÿлнех. Вирус выльăх, çын, выльăх апачĕ урлă сарăлать-çке. 6 уйăх чăтмалла, сысна усрамалла мар. Çак тапхăрта хушма хуçалăхра чиртен тĕпĕ-йĕрĕпе хăпма май пур. Республикăра «хупă йĕркепе» ĕçлекен сысна комплексĕсем темиçе, çавăнпа какайсăр юлмăпăр, - терĕ Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Чĕмпĕр облаçĕнчи управленийĕн ертÿçин заместителĕ Александр Андреев журналистсемпе «çавра сĕтел» хушшинче ирттернĕ тĕлпулура.
Хир сыснисем чире ыттисене ертесрен вĕсене тăрантарма сĕнет. Çитменнине вĕсене ытлашши ĕрчесе каясран та асăрхаса тăма тивĕ.