Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăпрана пулăхлатсах тăмалла

09 ноября 2016 г.

Республикăн пĕтĕм лаптăкĕ пысăк мар. Çапах тăпра пулăхĕпе тĕсĕ тĕрлĕрен.

Хăртса кĕллентернĕ вăрманран юлнă сăрă тăпра мĕнпур территорин — 60, кĕл евĕрли, шурăраххи — 3,2, чат хури — 15,2, хăйăрпа, вĕт чулпа, гравипе, тăмпа, ыттипе хутăшши 7,8% йышăнать. Вĕсемсĕр пуçне шурлăхран кăларнă пекреххи, кĕл манерли, карбонатли, тĕксĕм симĕс-кăвак-хăмăр тĕсли, путлăх-йÿçлĕхрен кăларнă торф евĕрли, шурлăхри вĕт чулпа, гравипе, тăмпа, ытти материалпа хутăшши пĕчĕк лаптăкра çеç.

Кĕл тĕсли, хăйăрли Атăл леш енче, Сăр тăрăхĕнче. Çав тăпрара гумус, ÿсентăрана çитĕнме кирлĕ ытти элемент сахал, йÿçек шайĕ пысăк. Ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерес тесен ун пек çĕре извеçлемелле.

Кĕл пек шурăраххи çĕрĕкпе гумус çителĕксĕр­рипе, йÿçеккипе, сухаланă е культивациленĕ чухне юхса сапалланнипе палăрса тăрать. Вăрман касса кĕллентернĕ сăрă тăпрара çĕрĕк ытларах. Ÿсентăраншăн усăллă тытăмĕ тахçанах йĕркеленнĕ.

Йăм хура тăпра — республикăн кăнтăр-хĕвел­тухăç тата хĕвеланăç районĕсенче. Унта гумус, ÿсентăрана кирлĕ ытти элемент чылай нумайрах.

Вĕт чулпа, гравипе, хăйăрпа, тăмпа, ытти материалпа хутăш, çуркунне шыв айне пулакан тăпрана Атăл, Сăр, Çавал, Пăла, Пасна, ытти юханшыв тăрăхĕнче куратпăр. Шурлăх тăпри Атăл йăлăмĕпе Сăр тăрăхĕнче тĕл пулать.

Тĕпчевçĕсем кашни районта çĕр ресурсĕсемпе мĕнлерех тивĕçтернине палăртнă. Чи пысăк балл Елчĕк /0,46/, Красноармейски /0,42/, Комсомольски /0,38/ районĕсен. Елчĕк тăрăхĕнче, Комсомольскин кăнтăр енчи таврашĕнче çынсем тĕплениччен çеçен хир çеç сарăлса выртнă. Çынсем пурăнма тытăнаççĕ те хуп-хура тăпрана кураççĕ. Вăл сĕлтĕ хутăшĕсĕр, унта гумус нумай. Паллах, ун пек çĕр çинче ял хуçалăх культурисем аван çитĕнеççĕ.

Красноармейски районĕнче ытларах вăрман сăрă тăпри. Вăтам коэффициентран лайăхрах кăтартуллисем — Патăрьел /0,36/, Çĕрпÿ /0,32/, Куславкка /0,3/ районĕсем. Патăрьелсен хĕвелтухăç енчи тăпри сĕлтĕ хутăшĕсĕр, хĕвеланăç енчи кĕл тĕслĕ, хăйăрлăрах.

Куславккапа Çĕрпÿ хутлăхĕнче тĕксĕм сăрă, вăрман çĕрĕн аялти сийне аса илтерет. Вăтам балсене Канаш /0,28/, Элĕк /0,26/, Вăрмар, Муркаш тата Сĕнтĕрвăрри /0,25/, Вăрнар, Шупашкар тата Хĕрлĕ Чутай /0,22/ районĕсем тивĕçеççĕ. Вĕсенче вăрман тăпри çутă сăрă, вырăн-вырăнпа шурăрах.

Вăтам балран пĕчĕкрех шайра — Тăвайсем /0,21/, Етĕрнесем /0,2/, Пăрачкавсемпе Шăмăршăсем /0,13/. Вĕсен тĕлĕ-тĕлĕпе кĕл тĕслĕрех, вăрманти сăрă тăпрана аса илтерет, хăйăрлăрах. Чăн та, Пăрачкавпа Шăмăршă районĕсенче сĕлтĕ хутăшĕсĕр хура тăпра та пур. Вĕсенче ял хуçалăх культурисем ÿстереççĕ.

Чи пĕчĕк коэффициент — Йĕпреçсен /0,1/, Улатăрсен /0,05/, Çĕмĕрлесен /0,06/. Тăпри кĕле ытларах аса илтерет, унăн тытăмĕнче хăйăр нумай. Ку ялсем вырнаçнă çĕрте, уй-хирте темиçе ĕмĕр каялла вăрман кашланине çирĕплетет.

Çумăр тата юр шывĕ тăпрана юхтаракан лаптăк Вăрмар /83,9%/, Улатăр /81,4/, Муркаш /80,8/, Тăвай /80,5/, Красноармейски /80,3/, Сĕнтĕрвăрри /80/ районĕсенче нумай.

Чăваш Ен Раççейĕн Европа пайĕнчи шыв-шур сиенлекен районсен йышне кĕрет. Тăпрана шыв уй-хиртен юхтарасран, çырмана çурасран хÿтĕлес, тăпрана пĕвесенче тытса хăварас, ăна минерал удобренийĕсемпе пулăхлатас тĕлĕшпе кашни ял тăрăхĕнчех ĕçлемелле. Çак ĕçсене вăхăтра пурнăçламасан çĕр пуянлăхне çухататпăр, ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерейместпĕр.

Юрий МИХАЙЛОВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика