Пĕр хурçă ут та çураки шăпине татса пама пултарать иккен! Энерги перекетлекен К-744Р "Кировец" трактор хăй çеç 1000 гектар таран çĕре сухаласа тырă акма пултарать. 350 лаша вăйĕллĕскерĕн техника кăтартăвĕсем пур енĕпе те тивĕçтереççĕ, çав вăхăтрах урăх çĕршыврисенчен 2-3 хут йÿнĕрех. Республикăри агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсен Етĕрне районĕнче иртнĕ семинар-канашлăвĕнче Вăрмар районĕнчи Геннадий Ямуков фермер ăна хаваспах туянчĕ.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçалхи тухăçшăн мал ĕмĕтлĕ хресченсем кĕркуннех тăрăшнине, пучах хĕллех тулма тытăннине аса илтерчĕ. Кĕр мăнтăрĕпе савăнасси уй-хир ĕçченĕ çуракине паян епле хатĕрленнинчен нумай килет. Вăл кашнинчен çирĕп ыйтнине самантлăха та манма юрамасть.
— Кăçал пĕлтĕрхинчен пысăкрах лаптăкра акма тата усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă. Кĕрхи культурăсен пĕр пайĕ хĕлле шăнса пĕтнĕ. Çавăнпа ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли япала, дизтопливо палăртнинчен ытларах кирлĕ. Механизаторсен, çуракине хутшăнакан ытти ĕçченĕн вут-кăвартан сыхланмалла, аманасран асăрхануллă пулмалла. Ку ыйтупа специалистсен çак кунсенчех калаçу ирттермелле, — терĕ С.Артамонов.
Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Николай Якимов республикăра çуракине хатĕрленес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. 320,6 пин гектар çинче çурхи культурăсем акмалла. 18,1 пин га парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Улатăр, Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Елчĕк районĕсем çеç кĕрхи культурăсем акассипе плана тултарнă. 9 муниципалитетăн республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Çанталăка сăнакансен прогнозĕпе — çураки ака уйăхĕн виççĕмĕш тата çу уйăхĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕсенче иртмелле. Ун валли 1,8 млрд тенкĕ кирлĕ /материал-техника пурлăхĕ хакланнăран пĕлтĕрхинчен 25% ытларах/.
Етĕрнесем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкне 6% пысăклатса 14006 гектара çитересшĕн. 2464 тонна вăрлăх хатĕрленĕ, тата 170 тонна элита туянасшăн.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен иртекен планеркăсенче çураки ыйтăвне хускатмасăр иртмест. Министрсен Кабинечĕн пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнчи ларăвĕнче С.Артамонов отчетне итлерĕ. Министр пĕлтерĕвĕ "Хыпарăн" 39-40-мĕш номерĕсенче кĕскен пичетленчĕ. Çавăнпа семинар-канашлури тĕп доклад пирки тĕплĕн чарăнса тăмăп.
Аграрисен çуркуннехи тĕп ĕçĕ умĕнхи тĕлпулура ЧР хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техникăн ытти тĕсĕн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев ял хуçалăх техники килти хушма хуçалăхсенче çулсерен хушăнса пынине пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх организацийĕсенче — чакать. Юрăхсăра тухнă кивĕ трактор-комбайна тимĕр-тăмăра янипе çыхăннă ку. Çĕнĕрен те туянаççĕ. Вăл хăватлă пулнăран темиçе киввине улăштарать. Çавăнпа та техникăна миçе пулнипе мар, вăй-хăватне кура шута илмелле.
В.ВАЛЕНТИНОВ