Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле канашласан çул уçăлать

12 января 2016 г.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлăва хальхинче ял тăрăхĕсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсем, вĕсенчи специалистсем тата районсенчи пысăкрах производство кооперативĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи ыйтусем ытларах ял пурнăçĕпе, унти ĕç-хĕлпе çыхăннă-çке. Тĕпрен илсен, сăмах ял хуçалăх производствин аталанăвĕ, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕн çыравĕ, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, хуçасăр çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарасси, ăна инвентаризацилесси, тунă йăнăшсенчен хăтăласси, ял тăрăхĕсенче пĕчĕк бизнеса аталантарасси, халăха кÿрекен пулăшăвăн пахалăхне ÿстересси, вырăнти влаçăн муниципалитет йĕркеленĕвĕн е ял тăрăхĕн бюджетне пуянлатма пĕр вăйпа тата тĕллевлĕ ĕçлесси, кĕскен калас-тăк - паняхи пурнăçăн нумай енлĕ ыйтăвĕсене вăраха ямасăр пĕрле татса парасси çинчен сăмах пычĕ. Канашлăва Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем хутшăнни те ахальтен мар.

Канашлăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ 2015 çулхи ĕç-хĕле тĕплĕн тишкерчĕ. Хаклавра пĕтĕмлетÿ кăна мар, ÿсĕмсемпе пĕрлех туса çитерменнин тишкерĕвĕ те пулчĕ, малашне вĕсенчен хăтăлмалли çул-йĕр те уçăмланчĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явма ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Федерацин патшалăх статистика службин республикăри территори органĕн ертÿçи Эльвира Максимова, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева тухса каланисем чылайăшĕшĕн ырсунăмлă консультаци вырăннех пулчĕç. Эльвира Геннадьевнăпа Наталья Юрьевна район тата ял тăрăхĕсен ÿсĕмĕпе пĕрлех вĕсен ĕçĕнчи йăнăш-кăлтăка саккун-право тĕлĕшĕнчен тишкерни кăçалхи çул çав "кĕрепле" çинех тепĕр хут пусасран хăтарасси пирки иккĕленме памĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов вара ял хуçалăх производствинчи ÿсĕмсемшĕн /унчченхи çулхинчен чылай енĕпе ÿсĕм пур/ тав турĕ те тÿрех умри тĕллевсем çине куçрĕ. Вĕсем вара пĕчĕк мар. Хăшпĕр ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ чакмасть-ха: юхăнса выртакан çĕрсен калăпăшĕ пĕчĕкленет пулин те çакă майĕпен пурнăçланать, çĕрпе пĕлсе усă курасси, унăн пулăхлăхне лайăхлатасси, çĕре арендăна парса бюджета пуянлатасси шухăшланă пек пулса пымасть-ха. Çапах та лайăх енне улшăнас шанăç пур, тĕллевĕсем те паллă.

Юрий ПЕТРОВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика