Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал мĕншĕн пыл сахал?

20 ноября 2015 г.

Ку ыйту хурт-хăмăрпа ĕçлекенсене çăвĕпех канăç памарĕ. Вăл утарçăсене çеç мар, ахаль çынна та пырса тивет. Пыл хакĕ самаях ÿсрĕ. Хурт-хăмăрçă пăшăрханса çапла пĕтĕмлетет: ăнăçу пулмарĕ.

Эпĕ 50 çул вĕлле хурчĕ тытатăп пулин те кун пеккине виççĕмĕш хут çеç куртăм.

Кăçалхи çул пыл сахал пуçтарнин сăлтавĕ хуртсене пăхма пĕлменнинче мар, çутçанталăк шайлашăвĕ хуртсемшĕн кирлĕ пек пулайманнинче пулĕ тетĕп. Хуртсем аванах хĕл каçрĕç. Анчах çуркуннерен пуçласа çу вĕçленичченех çанталăк сиввине пула вĕçев кунĕсем сахал пулчĕç, сивĕ те типĕ тăнипе вăрманта та, хирте те чечексем пылланаймарĕç /нектар сахал пулчĕ/. Çуркунне сивĕ килнипе хуртсем кăчкă, çурхи чечек çине вĕçеймерĕç. Пирвайхи пыл паракан ÿсен-тăран - ама хупаххи, йăмра кăчки, улма-çырла йывăççисем çине те темиçе кун çеç вĕçме меллĕ пулчĕ.

Çулла вара уй-хирте, пахча-анкартинче сап-сарă хăлха çакки курăкĕ çеçкеленчĕ, шурă клевер та, люцерна та аванах чечекленчĕ, вăрманта çăкасем те çулçă курăнми çеçкепе витĕнчĕç, утмăл турат, ытти чечексем ытарма çук капăрланчĕç. Йăлтах йĕркеллĕ пек, анчах вĕсем çине хуртсем сахал ларчĕç. Вăйлă çемьеллĕ вĕллесенче те рамкăсем пушăпа пĕрех: хăйсен йышне çимелĕх çеç аран-аран сыпăнса пычĕ. Ытти çулсенче çу каçиччен 2-3 хутчен пыл юхтараканччĕ, кăçал вара пыл хурайманпа пĕрех. Хĕлле хăйсене çимелĕх те пыл çителĕклĕ хатĕрлеймерĕç. Хурт-хăмăрçăн ирĕксĕрех сахăр сиропĕ ытларах пама тиврĕ. Апла вĕлле хурчĕсем ăнăçуллă хĕл каçасса шанма çук. Юрать-ха, нумай вĕллеллĕ утарçăсем иртнĕ çулхи саппас пылсене парса хăварма май çитереççĕ.

Кăçал хуртсем мĕнле хĕл каçасси хĕл ăшă е сивĕ, кĕске е вăрăм пулассинчен нумай килĕ. Çавăнпа пыл хурчĕсене ытларах тимлĕх уйăрма сĕнетĕп. Халĕ çанталăк хытă сивĕтмен-ха. Çемье валли апат сахаллине туятăр-тăк рамăсем çине халех канди хурса хăварма сĕнетĕп. Вăл хуртсене лайăхрах тытăнса тăма пулăшĕ. Сахăр сиропĕ кăна пани хуртсене хавшатать.

Хĕл варринче уяр та çилсĕр çанталăкра вĕллесене итлесе пăхмаллах. Шалти сасă пĕр евĕрлĕн, тикĕссĕн илтĕнсессĕн вĕллене пăлхатма кирлех мар. Вĕллери сĕрлев канăçсăррăн илтĕнсессĕн пыл хурчĕсене пулăшма мел тупмаллах. Канăçсăрлăх тĕрлĕ сăлтавпа çыхăнма пултарать - сывлăш çитменнипе, апат сахал е пахалăхĕ япăх пулнипе, е шывсăр пăчăхаççĕ.

Кун вăрăмлансан, нарăс уйăхнелле, вĕллесене уçса тĕрĕслемелле, саппас пыл пулсан хурса памалла. Ĕçе хăвăрттăн пурнăçламалла.

Çуркунне, пуш уйăхĕнче вĕллесене татах тĕрĕслемелле, пыл е канди хурса памалла.

Анатолий АЛЕКСЕЕВ,

ĕç ветеранĕ, хурт-хăмăр ăсти.

Вăрнар районĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика