Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл хырăмĕ пысăк

13 ноября 2015 г.

Çунман йышши паха кирпĕчрен 1954 çулта купаланă витере тăракан выльăх "Звезда" СХПКна /Патăрьел районĕ/ паян кун та тухăçлăхпа савăнтарать. Унсăрăн мĕнле пултăр/ 400 пуç мăйракаллă шултра выльăх /ку шутра 160-ăшĕ сăвакан ĕне/ хăйне чунтан юратса пăхнине, тăрăшнине туять мар-и/ Кăçал ĕнене пăрулаттармалли тата пăру усрамалли уйрăмсен тăррине çĕнĕрен витнĕ. Маларах сăвакан ĕнесене çуллахи лагере инçете илсе кайнă, халĕ ăна вите çумĕнче йĕркеленĕрен тата унта сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнăран иккĕмĕш çул ĕнтĕ дояркăсем хавхаланса ĕçлеççĕ. Çамрăк выльăхăн çуллахи лагерĕ те çывăхрах.

Фермăна хĕле хатĕрлеме кунта çуркуннех тытăнаççĕ, выльăха витесенчен уçă сывлăша кăларсассăнах ĕç пуçланать. Зоотехникре 35 çул тăрăшакан Валентина Александровна Щукинăна /ЧР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ/ нимĕн çинчен та аса илтермелле мар. Хуçалăха пултаруллă, пĕлсе ертсе пыракан Валерий Леонидович Кузнецов патне вăл хăй сĕнÿ-канашпа кĕме пултарать. Пĕр шухăш патне çитсе фермăра тăрăшакансене тĕрлĕ енлĕн хавхалантарма, вĕсен ĕçне çăмăллатма ăнтăлаççĕ. Выльăх усраса сĕт суса илнĕрен хуçалăх малтан та, халĕ те çулталăка тупăшлă вĕçлесе пырать.

Апат хатĕрлеме çĕр лаптăкĕ те пысăк мар темелле, анчах кÿршĕсенне арендăна илсе, сĕт антарма пулăшакан сахăр кăшманĕн тата хĕвел çаврăнăш каяшне Тутарстанри Пăваран, Чĕмпĕртен турттарса лару-тăруран тухаççĕ. Комбикорма та ăçта май килнĕ, унта туянмаççĕ. Пахалăхлине Челябинскра хатĕрленине тахçанах чухласа илнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, выльăх апатне кăçал ытти çулсенчен чылай нумайрах хатĕрленине палăртать зоотехник. Çулталăкра пĕр условлă выльăх пуçне 44-45 центнер апат единици лекнĕ, хĕл каçарма – 36 центнер. Утă, силос, сенаж, фураж та çителĕклĕ. Çулсерен дояркăсем кашни ĕнерен вăтамран 5500 килограмран сахал мар сĕт сăваççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытăмĕнчи кăтартупа "Звезда" СХПК районта 2000 çултанпа малти вырăнсене йышăнса пырать.

Ĕçлеме услови туса панине, выльăх апачĕпе туллин тивĕçтернине кура дояркăсен канас та килмест. Куллен тăрăшакансем виççĕн: Антонина Петровна Крысова, Валентина Петровна Нурсова, Рената Васильевна Мясникова. Кирлĕ чухне вĕсене улăштаракан пур. Анчах фермăра ĕçлекенсем пĕр кун та юратнă выльăхран уйрăласшăн мар. Уйăхсерен 16-18 пин тенкĕ шалу тухсан, паллах, укçа çухатас килмест. Тепĕр сăлтав та пур. Çулталăкра 320 кун ĕçе юлмасăр çÿресен хуçалăх пĕрер пăру тÿлевсĕр парать. Çавăнпа кашни кунах ĕçе утаççĕ вĕсем. Кунашкал хавхалантарăва мĕнле кĕтмĕн/ Ахальтен-и фермăра хăшĕ-пĕри çемйипех ĕçлет.

Комсомольски районĕнчи фермăсенче те йĕркелĕх хуçаланать темелле. Районти ветстанци врачĕ А. Шайдуллин пĕлтернĕ тăрăх – мĕнпур выльăха юсанă, дезинфекциленĕ, шуратнă витесене куçарнă. Тĕслĕхрен, 76 объектра /101505 тăваткал метр/ дезинфекци тунă, 50 витене /74372 тăваткал метр/ шуратнă. Унсăр пуçне чире яракан, кăшлакан чĕрчунтан хÿтĕленес тĕллевпе ятарлă ĕçсем туса ирттернĕ.

Выльăха хĕл каçарма 5300 тонна утă, 3300 тонна улăм,18400 тонна сенаж, 13200 тонна силос, 5800 тонна концентрат хатĕрленĕ.

Красноармейски районĕнчи "Красное Сормово" пĕрлешÿре кăçал 200 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ ĕне вити тунă. Хуçалăх ертÿçи Святослав Иванов палăртнă тăрăх – выльăх-чĕрлĕх объекчĕ паянхи пурнăç ыйтнине пур енлĕн тивĕçтерет, ĕнесене хĕл каçарма хăтлăх туса панă. Хуçалăхра пĕтĕмпе 700 пуç ытла мăйракаллă шултра выльăх, ку шутра ĕне – 300-е яхăн. Кăçалхи тăхăр уйăхра сăвăм, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ÿснĕ.

Ку районти "Караево" пĕрлешÿре те ĕне пăрулаттармалли уйрăма тата 240 пуç вырнаçмалăх пăру витине тĕпрен юсанă. Çак ĕçе хуçалăх хăйĕн укçи-тенкипе пурнăçланă.

Элĕк районĕнчи Сергей Романов фермер 16 çул "романовски" ăратлă сурăх ĕрчетет. Мĕнпур хуралтăна вăл хăйĕн аллипе тунă. Фермер ĕçне пуçăнакансене паракан патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пĕлтĕр ГАЗ йышши йывăр тиевлĕ машина туяннă. Грантăн тепĕр пайĕпе выльăх шутне ÿстернĕ.

Ăратлă выльăха хĕл каçарасси уншăн яваплă тапхăр шутланать. Утта пĕрремĕш хут çулса илнĕ хыççăнах вăл юсава пикеннĕ: вите алăкĕсене ăшă тытмалла типтерленĕ, шалтан та, тулаш енчен те хăтлăлатнă, апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Унăн рационĕнче витаминсем те пулĕç.

Республикăпа илсен кăçал 337,2 пин условлă выльăха хĕл каçармалла.Çакă пĕлтĕрхинчен 16,6 пин пуç нумайрах. Апла апат та ытларах кирлĕ. Хальхи вăхăта утă – 102,9 пин, сенаж – 236,3, силос – 196,2 пин тонна хатĕрленĕ. Çапла майпа пĕр условлă выльăх пуçне 29,6 центнер апат единици тивет. Ку апатлантармалли виçене тивĕçтерет. Пахалăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ уттăн 67,5 проценчĕ, сенажăн – 72,1, силосăн 67,2 проценчĕ пĕрремĕш класпа танлашнă.

Тырă фуражĕ пĕтĕмпе 349 пин тонна кирлĕ, хальлĕхе ăна 260 пин тонна уйăрнă. Çитменнине Тутарстанран, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Мари Элран тата ытти регионтан турттарма палăртаççĕ.

Ирина НИКИТИНА.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика