Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ютти лайăхрах-ши?

13 ноября 2015 г.

«Чăваш хăмли Чи хăватли - Чапĕ кайрĕ инçене», - темиçе çул каялла кăна-ха савăнса мăнаçлăн янăратчĕ юрă. Шел, аркатма çур кун тенĕн кĕске хушăра пахчасем пушанса юлчĕç. Укăлчара хăмла пахчи те вăрман пек каш кашламасть. Унччен республикăра 4 пин гектар йышăннă вăл, халĕ - 407 гектар, çав шутра тухăç параканни - 242. Вăрнар /республикăра хăмла туса илекен калăпăшран 18 проценчĕ/, Вăрмар /28,6/, Çĕрпÿ /12/, Етĕрне /40,6/ тăрăхĕсенче «симĕс ылтăн» упранса юлнă-ха. Ыттисенче вара çум курăк ашкăрса ларать.

90-мĕш çулсенче вырăнти чĕр тавар сутăнманни, хакĕ виçесĕр йÿнелни хăмла отрасльне хуçса хăварчĕ. Хуçалăхсем пĕр-пĕринпе тупăшмалла тенĕн хăмларан хăпрĕç. Тимĕр-бетон юпаран хатĕрленĕ пахчасенче çум курăк ашкăрса ларать. Сĕнтĕрвăрри районĕнче кăна ун пекки 94 гектар. Анчах пĕр гектарĕпе те усă курмаççĕ. Муркаш /34 гектар/, Вăрмар /55/, Çĕрпÿ /20,5/, Комсомольски /26/, Етĕрне /29/, Вăрнар /18/, Куславкка /17,5/, Шăмăршă /16/ тата ытти районта та ун пек лаптăк сахал мар.

Кăçал тухăç пысăккине пăхмасăр /гектар пуçне 20 центнер/ 176 тонна пуçтарса кĕртнĕ, пĕлтĕр - 290,2. Ĕçченсем 124,2 тонна чĕр тавар вырнаçтарнă ĕнтĕ. Хăмла туса илсе сутнăшăн вĕсене республика хыснинчен 2577,4 пин тенкĕ субсиди тÿленĕ.

Иртнĕ çул 20,6 гектар хăмла плантацийĕ хывнă. 57,9 гектар çинче çитĕнтернĕ. Пĕлтĕр çакăншăн республикăран хăмлаçăсене 293,2 пин тенкĕ уйăрнă, федераци бюджетĕнчен - 566,5 пин. Кăçал вара 36,2 гектар хăмла пахчи хушăннă, 47,3 гектар çинче çитĕнтернĕ.

Республикăра Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх тĕпчев институчĕн бази пурри хăмлаçăсене çĕнĕ сортсемпе тивĕçтерме май парать. Юлашки çулсенче ăсчахсем «флагман», «фаворит», «фараон», «феодал», «форвард» тата ытти çĕнĕ сортсем кăларнă. Кунта 200 ытла хăмла сортне упраса хăварнă. Апла паха сорт шыраса çичĕ тинĕс леш енне каймалла мар.

Шел, техника, оборудовани енĕпе лару-тăру кансĕртерех. Уйрăмах хăмла татса типĕтекен агрегат туянни çука хăварать. Çавăнпа мĕн пуррипех çырлахмалла. Чăваш Енре пурĕ хăмла татмалли 15 комбайн: Вăрмар, Вăрнар, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Муркаш, Етĕрне районĕсенче, çав шутра усă кураканни - 7. Чĕр тавара типĕтмелли оборудовани - 11, çав шутра усă кураканни - 6. Пĕтĕмĕшле илсен 30 çул каялла туяннăскерсемех вĕсем.

Чĕр таварăн 80 проценчĕ сăра вĕретме каять. Ыттине апат-çимĕçре /квас, çĕпре/, медицинăра, косметикăра, промышленноçăн ытти отраслĕнче усă кураççĕ.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Хăмла тирпейлекен предприятисем тăкака чакармалли майсем шыраççĕ, оборудование çĕнетеççĕ. Çавăнпа пĕрчĕленĕ, ырă шăршăллă чĕр тавар туянма тăрăшаççĕ. Вырăнти те аякран кÿрсе килнинчен кая мар темелле: техĕмлĕ, пĕрчĕленĕ. Шел, чăваш хăмли Раççей рынокĕнче те хăйĕн вырăнне ниепле тупаймасть-ха. Ăна ютсем хĕссе кăларнă. Сăлтавĕ паллă - Раççейре сăра хатĕрлесе кăларкан компанисем ытларах ют çĕршыврисем. Çавна май унти чĕр таварпах усă кураççĕ.

 

Хут çинче ан юлтăр

Чăваш хăмлине тепĕр хут чĕртсе тăратас шанăç пур-и паян?

Николай Якимов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ: - Хăмла тирпейлессине аталантармасăр отрасле çĕклеме йывăр. Юлашки çулсенче лару-тăру палăрмаллах улшăнчĕ. Чи малтан, паллах, хăмла тирпейлес технологи те çĕнелчĕ. Патшалăх хăмла туса илекенсене ытларах пулăшать. Çак отрасле аталантарни Чăваш Ен экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа ял хуçалăх таварне туса илекене, хăмлана тирпейлекене, çав шутра оборудование çĕнетме каякан тăкаксене те субсидилемелле. Кăçал федераци бюджетĕнчен нумай çул ÿсекен хунава лартса çитĕнтернĕшĕн 5986,9 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Республика бюджетĕнчен хăмла туса илсе сутнăшăн, нумай çул ÿсекен хунава лартса çитĕнтернĕшĕн те укçа самай уйăрма пăхнă.

Владимир Бобров, Етĕрне районĕнчи «Выльский» хуçалăх ертÿçи: - Хуçалăхăн çимĕç паракан хăмла пахчи 12 гектар. Кăçал 22 тонна чĕр тавар татса типĕтрĕмĕр. Ăна «Чувашхмельпром» пĕрлешĕве сутнă. Унпа çулленех килĕшÿ тăватпăр. Чăн та, ăна маларах тунипе хака ытлашши пысăклатаймăн. Çавăнпа хăш-пĕр чухне йÿнĕрехпе те каять. Кăçалхи хак пире тивĕçтерчĕ, «симĕс ылтăн» чăннипех тупăш кÿчĕ.

Анчах тăкак ÿсет, техника кивелет. Хăмла татса типĕтекен оборудование ют çĕршывра кăна хатĕрлесе кăларнипе туянма кансĕр, хаклă. Çакна лизинг мелĕпе илме программăна кĕртмеллех. Субсиди виçине те ÿстерессе шанас килет. Германире, акă, хăмлаçăсене 1 гектар пуçне 15-17 пин евро субсиди уйăраççĕ. Пирĕн кун пирки ĕмĕтленмелли те çук. Улмуççи, виноград... лартса хăварнăшăн патшалăхран укçа самай тивет. Пире вара нумай çул ÿсекен ÿсен-тăрана лартнăшăн тата çитĕнтернĕшĕн кăна. Хăмлаçăсен тăкакĕ вĕсемпе танлаштарсан 60 процент пысăкрах.

Геннадий Горланов, Раççей Хăмлаçисен ассоциацийĕн президенчĕ: - Чăваш Енре хăмла авалах çитĕнтернĕ. Ехрем купса ăна Европа, Англи таранах турттарнă. Вăрçă хыççăн çакă уйрăмах аталаннă. 80-мĕш çулсенче çĕршывра хăмла туса илесси пирки ятарлă программа йышăннă. 90-мĕш çулсенче Раççее вырăнти хăмлапах тивĕçтерме пултарнă. Çулталăкра 7 пин тонна «симĕс ылтăн» туса илнĕ, çав шутра Чăваш Енре - 3 пин, Украинăра 4 пин тонна. Пăтрашуллă тапхăрта хăмла отраслĕ те арканчĕ. Эпир рынокра хамăр вырăна çухатрăмăр. Республикăра унччен хăмла татмалли, типĕтмелли 158 комплекс пулнă. Хальхи укçапа шутласан 5-6 млрд тенкĕлĕх. Паян вĕсенчен 7-шĕ çеç юлнă. Çĕнни 50 млн тенке яхăн тăнине шута илсен кун пирки ĕмĕтленмелли кăна юлать. Раççейре хăмла татмалли, типĕтмелли оборудовани туса кăлармаççĕ. 2025 çул тĕлне республикăра çак культурăна 1 пин гектара çитересшĕн. Мĕнле майпа? Субсиди пĕчĕк. Халĕ уйăракан укçа тинĕсри тумлам пек. 1 гектар хăмла пахчи чĕртсе тăратма 2,5 млн тенкĕ кирлĕ. Çĕклем йывăр. Ыйтăва влаçра ларакансен, хăмлаçăсен пĕрле татса памалла. Пурте кар тăрсан çеç «пăр вырăнтан тапранĕ».

Хăмлан 70 процентне паян Германире, Китайра, Америкăра туса илеççĕ. Германире кашни гектар пуçне 13 пин евро уйăраççĕ, Америкăра - 31 пин доллар. Пирĕн укçапа шутласан самай пысăк хисеп! Паллах, кун пек пулăшупа фермерсем савăнсах ĕçлеççĕ. Чăваш хăмлин брендне тумалла. Республикăра усă курман хăмла пахчисене ĕçлекенсене памалла, лаптăка пушă вырттармалла мар. Кадрсем хатĕрлеме пуçламалла. Отрасль пысăк тупăш кÿмелле. Халĕ ăна аталантарма çул уçăлчĕ: тĕнчере чĕр тавар туса илесси чакрĕ. Пирĕн хăмла йÿнĕ, паха, тухăçлăхпа та вĕсенчен кая мар. Шел, Раççейри сăра завочĕсем хăмлана çав-çавах аякран пысăк хакпа турттараççĕ. Ютти лайăхрах теççĕ-ши? Шухăш-кăмăла улăштармаллах.

Петр Ивантаев, ЧР АПК ветеранĕсен представителĕ: - Хăмла отрасльне аталантарма çак енĕпе ĕçлекенсене кăсăклантармалла, хавхалантармалла. Тен, налук енĕпе çăмăллăх памалла? Республикăра 300 гектар хăмла пахчи пушă ларать. Вĕсене юхăнтармалла мар. Субсиди уйăрса парассине çĕнĕрен пăхмалла. Пахча йĕркеленĕшĕн укçа уйăрни аван. Анчах ĕç хут çинче çеç ан юлтăр. Укçапа тĕллевлĕ усă курнине тĕрĕслемелле.

Юлия Кисенко, «АгроРесурсы» пĕрлешĕвĕн коммерци директорĕ: - Республикăра хăмла лаптăкне 1 пин гектар çитерес, лайăх тухăç илес тесен йĕркеллĕ сорт лартмалла. Çавăнпа сортсемпе, сапан-хунав лартса ÿстерессипе ĕçлекен ятарлă институт кирлех. Пай кăна хăварни çителĕксĕр. Хăмла татмалли, типĕтмелли оборудовани, саппас пайĕ хаклă. Нивушлĕ вĕсене хамăр çĕршывра хатĕрлесе кăларассине йĕркелеме май çук?

Олег Мешков, ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи комитечĕн председателĕ: - Раççейри предприятисене 11,5 пин тонна хăмла кирлĕ. Эпир вара 250 тонна кăна туса илетпĕр. Унччен республика çĕршыва 90 процент таранах хăмлапа тивĕçтерме пултарнă. Чăваш Енре халăх йышлă пурăнать. Ĕçпе тивĕçтересси те çивĕч. Хăмла лаптăкне сарни 200-300 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать. Паян чĕр тавара ăçта сутасси пирки пăшăрханмалли çук. Раççейри сăра завочĕсен 80 проценчĕ ют çĕршывсен шутланать, хăмлине те унтанах туянаççĕ. Çапах рынокра Раççейри сăра предприятисен тÿпи те ÿссех пырать. Вĕсем вара вырăнти хăмлапа та ĕçлеççĕ. Чехсем рынокра пирĕн хăмларан шикленеççĕ: ырă шăршăллă, пĕрчĕленĕ, йÿнĕрех те. «Букет Чувашии» предприяти продукци кăларассине икĕ хут ÿстерчĕ. Çавна май 150 тонна хăмла йышăнатпăр. Пытармастăп, унччен вырăнти хăмла пахалăхĕ тивĕçтерменнипе йышăнма шикленнĕ. Халĕ иккĕленместпĕр.

Владимир Тимофеев, РФ Ял хуçалăх министерствин ертсе пырас ĕç тата йĕркелÿ департаменчĕн директорĕ: - Чăваш Республикинче хăмла туса илессине чĕртсе тăратассипе программа йышăнмалла. Регионшăн экономика тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ проекта федераци программине кĕртсен пулăшу та ытларах пулĕ. Отрасле аталантарма бизнес-план хатĕрлесе Раççей Ял хуçалăх министерствине тăратмалла. Хут çинчине ĕçпе çирĕплетмелле. Эпир вара хамăр енчен пулăшма тăрăшăпăр.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика