03 ноября 2015 г.
Эрне кун тĕп хулари «Шупашкар-Арена» Пăр керменте ял хуçалăх культурисене çитĕнтерекенсем, вĕсене тирпейлесе апат-çимĕç хатĕрлекенсем, выльăх пăхакансем, хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарма тĕллев тытнă студентсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пухăнчĕç, Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç.
АПК уявне Пăр керменте пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Халиччен пĕр професси кунне те кунта йĕркелемен. Вĕсемшĕн пысăк чыс пулчĕ теессĕмех килет.
Уява Мускавран, кÿршĕ регионсенчен хăнасем, АПК ветеранĕсем, вăл шутра Социализм Ĕçĕн Геройĕсем Валентина Дмитриевăпа Николай Панкратов, патшалăхăн ытти наградине тивĕçнĕ тулли кавалерсем хутшăнчĕç.
ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов аграрисен кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе «Хыпарăн» эрне кунхи номерĕнче тĕплĕн паллаштарнăран кун пирки паянхи номерте чарăнса тăмăпăр.
Министр муниципалитет органĕсен, аграрисен умне çĕнĕ тĕллевсем лартрĕ. «Çĕнĕ техникăпа оборудовани туянса, инновацие ĕçе кĕртсе, наукăри çĕнĕлĕхсемпе усă курса ял хуçалăхĕнчи ĕç тухăçлăхне 2020 çул тĕлне икĕ хут ÿстермелле...»
«Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ сухаламан-акман çĕр пирĕн 50 пине яхăн гектар, - терĕ С.Артамонов. - Ăна пусă çаврăнăшне кĕртсен тыр-пула тата 15: хушăпăр. Йывăр урапана вырăнтан хускатма кашни районта усă курман лаптăксен электрон карттине хатĕрлемелле. Ку ĕçе тăвасси райадминистрацисенчен нумай килет».
Аграрисем республикăра пурăнакансене çĕр улмипе, сĕтпе туллин тивĕçтереççĕ. Анчах суту-илĕве аш, çăмарта, теплицăсенчен пахча çимĕç кирлĕ чухлĕ ăсатаймаççĕ. «Вĕсен производствине те ÿстерме палăртатпăр», - терĕ министр.
Ял хуçалăхĕнчи кадр кризисĕ пирки те чарăнса тăчĕ. «Çынсене çĕр ĕçне, фермăна явăçтарма пĕлмелле, - терĕ. - Ĕç укçи лайăх тÿлемесен çамрăксем ялта юлмаççĕ. Ачасен хушшинче идеологи ĕçне тĕрĕс йĕркелемелле».
Уяв ячĕпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев /малтанах вăл муниципалитет йĕркеленĕвĕсемпе организацисем хатĕрленĕ куравпа паллашрĕ/ саламларĕ. «Ял хуçалăх ĕçченĕсем кăçал аван çитĕнÿ турĕç, - терĕ. - 2016 çулта пурнăçа кĕртме тата пысăкрах тĕллевсем лартмалла, паха продукци нумайрах туса илсе, ăна сутса тупăш кăçалхинчен ытларах илмелле».
Килес çулхи бюджетра аграрисене уйăрма пăхнă укçа кăçалхинчен ытларах пулассине те пĕлтерчĕ.
ЧР Пуçлăхĕ АПК ĕçченĕсен кунне уявлас умĕн «Ял хуçалăхне аталантарасси тата Чăваш Республикинче туса илекен ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварĕн, апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесси» патшалăх программине кăçал еплерех пурнăçланине пĕтĕмлетсе хушу кăларнă. Малти вырăнсене йышăннă хăйтытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене Диплом пачĕ. Муниципалитетсем укçан преми илеççĕ.
Республикăн çурçĕр пайĕнче Çĕрпÿ районĕ - виççĕмĕш, Муркашсем - иккĕмĕш, Шупашкар районĕ пĕрремĕш вырăна йышăннă. ЧР варринчи районсенчен Элĕксем - виççĕмĕш, Красноармейски - иккĕмĕш, Вăрнар ен чи çÿлти пусма çинче. Кăнтăртисенчен Комсомольски - виççĕмĕш, Патăрьел - иккĕмĕш, Елчĕксем пĕрремĕш вырăнта.
Çурçĕрти ял хуçалăх организацийĕсенчен Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăна, варăш районсенчен Элĕк тăрăхĕнчи «Путь Ильича», кăнтăртисенчен Елчĕк енри «Комбайн» ЯХПКсене ял хуçалăх производствине тухăçлă йĕркеленĕшĕн хавхалантарчĕç.
Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçĕпе вĕсен производствине ÿстернĕшĕн Вăрмар районĕнчи Г.Ямуков фермер хуçалăхĕ, çĕр улми тухăçне ÿстернĕшĕн тата ăна пĕлтĕрхинчен нумайрах туса илнĕшĕн Комсомольски районĕнчи «Çĕр улмине мухтав» агрофирма, пахча çимĕç тухăçне ÿстернĕшĕн Куславкка районĕнчи В.Семенов фермер хуçалăхĕ мухтава тивĕçрĕç.
Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза хăмла çитĕнтерессипе, Елчĕк районĕнчи «Победа» обществăна сĕт суса илессипе, «Авангард» обществăн Çĕрпÿ районĕнчи «Çĕрпÿ беконĕ» филиалне сысна ашĕ туса илессипе чи лайăх кăтартушăн чысларĕç.
Муркаш районĕнчи Муркашри кайăк-кĕшĕк фабрики çăмарта, Шупашкар районĕнчи «Юрма» агрохолдинг кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илессипе экономикăн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн ырă сăмаха тивĕçлĕ пулчĕç.
Пăрачкав районĕнчи «Киря» кооператив пулă нумай ĕрчетсе тата сутса, Тăвай районĕнчи В.Грачев фермер хуçалăхĕ ХФХсен хушшинче чи пысăк ÿсĕм туса, Етĕрне районĕнчи А.Ивановăн кил хуçалăхĕ Чăваш Енри килти хуçалăхсен хушшинче аван ÿсĕм туса палăрнă.
Ял хуçалăх техникине хĕл каçарма лайăх хатĕрленĕшĕн АПК организацийĕсенчен Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» ЯХПК, производствăна сарассипе, çĕнĕ ассортимент кĕртессипе чи лайăх кăтартусемшĕн Шупашкарти «АККОНД» АУО çĕнтернĕ.
Çак организацисене те укçан премилеççĕ. М.Игнатьев ертÿçисене Диплом пачĕ.
РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, «Единая Россия» партин республикăри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, РФ Ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх ĕçĕн департаменчĕн директорĕ Владимир Лабинов /Йĕпреçре çуралнă/ саламларĕç. Вăл ЧР Пуçлăхĕпе тĕл пулса килес çул сĕт туса илнĕшĕн федераци хыснинчен патшалăх субсидийĕ памалли йĕркепе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнине пĕлтерчĕ, Чăваш Ен аграрийĕсене май килнĕ таран пулăшма шантарчĕ.
РФ Ял хуçалăх министерствин ертсе пырас ĕç тата йĕркелÿ департаменчĕн директорĕ Владимир Тимофеев /Шупашкарта çитĕннĕ/ ял хуçалăх министрĕн Александр Ткачевăн ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсене янă салам сăмахĕсене вуласа пачĕ.
Уява пухăннисене Мускавран ятарласа килнĕ Раççей халăх артистки Надежда Кадышева тата унăн «Золотое кольцо» ансамблĕ савăнăçлă юрăсемпе, «Шупашкар-Арена» керменте хăйсен ăсталăхне ÿстерекен спортсменсем пăр çинче илĕртÿллĕ ярăнса савăнтарчĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ
Источник: "Хыпар"