14 марта 2013 г.
Вĕрсе хăпартнă хак
Муркаш районĕнчи Юнкă ял тăрăхĕ республикăн тĕп хулинчен аяккарах вырнаçнă. Атăлпа юнашар та мар. Анчах кунта та çĕре хаклатса сутса пуйма хăтланакансем пур. Юлашки вăхăтра çак ыйту уйрăмах çивĕчленсе çитнĕ. Усламçăсем ял çыннисенчен çĕре гектаршăн 3 пин тенкĕ парса туянаççĕ те инвестора 300 пин тенкĕпе ярăнтараççĕ. Çакă хăшĕ-пĕрин кĕсйине палăрмаллах хулăнлатать. Суту-илÿре ялан тенĕ пекех пĕр ушкăн çын хуçаланать. Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх юлашки тăватă çулта пĕр çынах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 150 гектар çĕре туянни палăрнă. Халĕ вара вăл Муркаш районне куç хывнă.
Усламçă туянакан лаптăксем хуларан та, ялтан та аякра, уй-хирте вырнаçнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче çурт-йĕр те çавăраймăн. Çак çын çĕр ĕçĕпе пилĕкне авма шутламанни те каламасăрах паллă. Апла пулсан мĕнпе илĕртеççĕ ку тăрăхри çĕрсем? Ултавçă (çаплах каламалла-тăр) лаптăксене суйласа илет иккен. Ăна нефть пăрăхĕсем иртекен вырăн çеç кăсăклантарать. Халĕ кун пеккисене çине тăрсах ял çыннисенчен йÿнĕпе туянасшăн. Лару-тăру хĕрсе çитнипе вырăнти власть органĕсен ял çыннисемпе пуху та ирттерме тивнĕ.
Çак лаптăксенче хушма хуçалăх тытакансем çулла çĕр улми тата ытти пахча çимĕçĕ çитĕнтереççĕ. Чăн та, юхăнса выртаканнисем те пур-ха. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ арканнă хыççăн унăн çĕрне пайсене вакласа валеçсе панă. Пай хуçисем 1316-н, анчах çĕре харпăрлăха çурри те куçарман. Вĕсем патне самантрах хайхи спекулянт çул хывнă, çĕре харпăрлăха куçарса хăйне сутма сĕннĕ. Мĕншĕн унччен никама та кирлĕ пулман лаптăксем çинчен халĕ тин аса илнĕ? Сăлтавĕ ансат. Юнкă тăрăхĕнчи 43 гектар çĕр айĕпе «Альметьевск – Нижний Новгород» нефть пăрăхĕ иртет. Кăçал çак пăрăхсене çĕнĕрен улăштарма палăртнă. Çавна май «Средне–Волжский Транснефтепродукт» пĕрлешÿ вăхăтлăха лаптăка çынсенчен арендăна илесшĕн. Мĕншĕн тесен çуркунне ку çĕр çинче нимĕн те акса-лартса хăварма юрамасть. Паллах, çĕр харпăрçисене уншăн компенсаци тÿлеме пăхнă. Шăпах çакă канăç памасть те спекулянта. Лаптăксене хăй çине куçарса нефтяниксенчен ытларах укçа сăптăрса илме ĕмĕтленет вăл. Шел, нумайăшĕ хăйсене шăнман пăр çине лартса яма хăтланнине ăнланса илеймен-ха. Юнкă ял тăрăхĕнчи тăватă çын хайхине шантару хутне çырса панă та иккен. Усламçа çакă кирлĕ те. Лаптăксене харпăрлăха куçарма çул уçса паниех ку. Тата çĕр хуçисем куçман пурлăхшăн 3-4 пин тенкĕ илнипех çырлахнă, кайран уншăн çĕр хут ытларах илме май пуррине пĕлмен.
Вырăнти влаçа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе спекулянтсем хуçаланма тăрăшни тивĕçтермест, мĕншĕн тесен сутнă лаптăксенчен вырăнти бюджета укçа кĕмест. Малашне вĕсене каллех çум курăк пусса илесси те хăратать. Усламçăсене вĕсем сутса пуйма çеç кирлĕ. Вăхăтлăх пайта илессишĕн ĕмĕртен сухаласа-акса пурăннă çĕре мĕншĕн çухатмалла?