Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх - фермерсенче

14 марта 2013 г.

Куславкка районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн /ХФХ/ ертÿçи Василий Семенов анчахрах Германирен таврăнчĕ. «Вĕсен тата пирĕн хуçалăхсене танлаштарсан уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт пекех, - терĕ Василий Николаевич. - Хăшĕсем 110-120 çул каяллах йĕркеленнĕ. Çамрăксем мăн аслашшĕсен ырă ĕçне малалла тăсаççĕ. Патшалăх çулсерен пулăшнăран вĕсем вăйлă, пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен те çирĕп».

Вăй илнĕ фермерсене, ĕлĕкхи пек каласан, çĕр улпучĕпе е кулакпа танлаштаратăп. Вĕсене коллективизаци вăхăтĕнче тĕп туман пулсан пирĕн çĕр-шывра та, çав шутра Чăваш Енре те, çирĕп хресчен хуçалăхĕсем çĕр çулалла çывхаратчĕç пулĕ. Ял хуçалăх енĕпе эпир те Германирен е Голландирен кая юлмастăмăрах ĕнтĕ. Çимĕçе лайăх тирпейлесе усламлă вырнаçтарма та хăнăхаттăмăр. Экспорт тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннă пулăттăмăр. Ют çĕр-шывсем халĕ авă Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнипе хĕпĕртенĕ те - пирĕн çĕр-шыва пĕтĕм таварпа тултарасшăн. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче йăнăш утăм туман пулсан пирĕн те ял хуçалăх тата суту-илÿ аталаннă пулĕччĕ.

Тĕрлĕ çăл куç тăрăх çĕр-шывра ХФХсем епле çуралнине тата вăй илнине тĕпчерĕм. Çĕнĕ юхăм Петр Столыпинăн аграри реформипе тачă çыхăннă иккен. Унпа килĕшÿллĕн 1906-1911 çулсенче хресчен çын пуçне уйăракан ят çĕре тÿлесе илессине пăрахăçланă. Кирек кам та улпут е хысна çĕрне йÿнĕпех туянма пултарнă. Уйрăмах Çĕпĕре куçса каякансене хавхалантарнă. 1906-1914 çулсенче 3 млн та 760 пин çын çĕнĕ çĕре пурăнма куçнă. Хресчен банкĕ кивçен панисĕр пуçне каялла тавăрса памалла мар та укçапа пулăшнă. Нумайăшĕ хутора уйрăлса тухнă. Фермер юхăмĕ Раççейĕн Европа пайĕнче те вăй илнĕ. Çĕрĕн 58, 5 проценчĕ хресченсене куçнă.

Столыпин çĕр-шыва апат-çимĕç енчен вăйлатма шухăшланă. 1905-1913 çулсенче тыррăн - 133%, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн экспорчĕ 124% ÿснĕ. Тĕш тырăпа тĕнче экспорчĕн 30 процентне Раççей тивĕçтернĕ, пĕрремĕш вырăна тухнă. Унăн 71, 6 процентне çĕнĕ улпутсемпе кулаксем туса илнĕ. Вĕсем ял хуçалăх техникипе 3 хут пуянланнă, минерал удобренипе усă курасси ÿснĕ, çĕре шăварассине йĕркеленĕ.

Раççей тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пуçланнă тĕле 900 млн пăт тырă саппас хатĕрленĕ. Çакă тĕнче тата граждан вăрçисене тÿссе ирттерме пулăшнă. Коллективизациччен çĕр-шывра 25 млн хресчен хуçалăхĕ /35% - чухăн, 60% - вăтам, 5% - кулак/ шутланнă.

ХФХ юхăмĕ çĕнĕрен иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче аталанма тытăннă. 1990 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче «Хресчен-фермер хуçалăхĕ çинчен» РСФСР саккунне йышăннă. Малтанхи вăхăтра çĕнĕ юхăм тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулнă. Федераципе регионти саккунсем пĕр-пĕринпе çураçайман, килĕшсе тăман. Вĕсене улшăнусем кĕртсе-çĕнетсе пырса пĕр пеклетнĕ.

1991 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 7 ХФХ чăмăртаннă. Çулталăкран 124 çитнĕ. 1992 çулта 509 хуçалăх йĕркеленнĕ. Ытларах - Шупашкар, Етĕрне, Куславкка, Улатăр районĕсенче. Малтанхи вăхăтра çĕр-шыв аванах пулăшнă. 1994-2000 çулсенче çакă сисĕнмеллех чакнă. Çавна май 1994 çулта 90 ХФХ çеç йĕркеленнĕ.

Фермерсене кулаксемпе танлаштарнăран хăшĕ-пĕри ку юхăма сивленĕ. Тĕрлĕ шайри тÿре-шара та хирĕç пулнă, çĕрпе тивĕçтермешкĕн ыйтса çырнине пăхса тухассине юриех тăснă, техника сахал уйăрнă. 1995 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 940 ХФХ мĕн пурĕ те 13 комбайн пулнă.

2006 çулта «АПК аталанăвĕ» наци проектне «симĕс» çутă парсан çеç фермер хуçалăхĕсем çĕнĕ вăйпа аталанма пуçланă. ЧР ХФХ тата ял хуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Ильдар Чемеров пĕлтернĕ тăрăх - 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 1647 фермер шутланать. Кăтарту улшăнсах тăрать. Патшалăх пулăшăвĕ чаксан вăл пĕчĕкленесси куç кĕрет.

Тĕпчев çакна çирĕплетрĕ: нумай фермерăн аслашшĕ е мăн аслашшĕ хăй вăхăтĕнче кулак пулнă. Теветкеллĕх, хастарлăх, пултарулăх юнпа куçнăранах çĕнĕ ĕçе вĕсем хăрамасăр тытăннă. Çав вăхăтрах республика экономикине ял хуçалăх культурине тухăçлă çитĕнтерсе тĕревлеççĕ. 2010 çулта пĕр фермер 70 гектар çинче 3780 тонна /тухăç - 540 центнер/ çĕр улми туса илчĕ, хуласенче пурăнакансене витĕмлĕ пулăшу кÿчĕ.

- Малашлăх - фермерсенче, - терĕ Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Васильев. - ЯХПКсем пĕтсе пыраççĕ. «Востоках» илер акă. Пĕлтĕр мăйракаллă шултра выльăх 326 пуçчĕ, кăçал - 229. «Звезда» ЯХПКра 2012 çулта вăл 112 пуç пулнă, кăçал вуçех çук. Сăлтавĕ - парăмсене татма укçа çитменни. Япăх ĕçлеççĕ. Иккĕшĕн те тĕш тырă тухăçĕ 9 центнер çеç. Сĕт сăвассипе те кăтарту пĕчĕк. Çав вăхăтрах районти хресчен-фермер хуçалăхĕсем ăнăçлă аталанаççĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика