Çанталăка кĕтсе ларнипех çитĕнÿ тăваймăн
- Вăрçă ачисем пулнă эпир. «Выçлăх çулĕсенче» нушаланса ÿснĕ. Çăкăра тăраниччен çисе курайман. Хăçан та пулин пирĕн ял çĕрĕ çинче çителĕклĕ çăкăр ÿстерме пулать-ши тесе шухăшлаттăмччĕ пĕрехмай.
Алексей Никифорович пĕр вăхăта шăпланчĕ. Эпир пуçланă калаçу ăна ачалăхне тавăрчĕ. Паллах, йывăр ун чухнехине аса илме. Инçетре вăрçă пырать, кунта, ялта - асаплă, выçă-тутăллă пурнăç. «Çав тăраниччен çăкăр çиес тениех агроном пулас тетерчĕ-и?» - ыйтатăп эпĕ унран.
- Çавă та пулĕ. Унсăр пуçне пирĕн атте 1927 çултанпах «Сам себе агроном» журнал çырăнса илетчĕ. Чылайăшĕ упранса та юлнă. Вĕсене вулаттăм. Ялти библиотекăна «Социалистическое земледелие», каярах «Сельская жизнь» ятпа тухма пуçларĕ вăл, хаçат, «Молодой колхозник» журнал килсе тăратчĕç. Вĕсемпе паллашма тăрăшнă. Çав вуланиех, çĕр ĕçне пĕлме тăрăшниех мана пĕчĕклех тавралăха, уй-хире, çырмасене, çывăхри вăрмансене, çутçанталăка юратма вĕрентнĕ пулĕ. Эпир шкулта кĕçĕн классенче чухне Вăрнар районĕнчи Кульцаври Ленин ячĕллĕ, Елчĕк районĕнчи «Победа», Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» колхозсен ĕçĕ-хĕлĕпе уй-хир ăстисем çинчен нумай çыратчĕç, вĕсем кашни гектартан 20 центнертан та ытларах тырпул туса илни çинчен калаçатчĕç. Каярах, ботаника вĕренме пуçласан, К.А.Тимирязев, В.Р.Вильямс, И.В.Мичурин, Т.Д.Лысенко ученăйсен ĕçĕсемпе те кĕскен паллаштаратчĕç пире. Вĕсем çутçанталăк йывăрлăхĕсене çĕнтерсе тырпул тухăçне вĕçĕмсĕр ÿстерсе пыма май пурри çинчен вĕрентнисене ĕненсе йышăннă. В.Р.Вильямс академик «Тырпул тухăçĕн тÿпи çук, пур çĕрте те кашни гектартан 100 центнер тырă туса илес вăхăт инçех мар» тесе çырни те пурччĕ ботаника кĕнекинче. Çакна яланлăхах астуса юлнă эпĕ. Çапла майпа çĕр ĕçĕпе ытларах та ытларах кăсăкланма пуçларăм, кĕнекесемпе хаçат-журналта та çак ыйтусемпе çырнисене вулама тăрăшаттăм. Çапла çуралчĕ ман ăшăмра шкул пĕтерсен агроном пулас ĕмĕт.
-Тăраниччен çимелĕх çăкăр ÿстерейрĕр-и вара?
-Ÿстернĕ, паллах. Тăраниччен çимелĕх кăна мар, тырă кашни çулах 60-70 вакун /пĕр состав/ ăсатмалăх, çавăн чухлех çĕрулми ÿстернĕ эпир Енĕш Нăрваш çĕрĕ çинче. Агроном пулма мана Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче /халĕ академи/ агрономи факультетĕнче куçăн мар виçĕ çул вĕреннĕ хыççăнах çирĕплетрĕç. Ку ĕç мĕн тери яваплă та йывăр пулнине чухлаттăмччĕ ĕнтĕ. Пултарайăп-ши, шаннине тÿрре кăларайăп-ши тесе те шикленнĕччĕ малтанласа. Хăнăхрăм. Ун чухне /вăл 1964 çулхи октябрь уйăхĕнче «Красная Чувашия» колхозăн тĕп агрономĕнче ĕçлеме пуçланă. Авт./ колхозăн сухалакан çĕрĕ 2400 гектар йышăнатчĕ. Ырашпа тулă, сĕлĕ, вика, пăрçа - тĕп культурăсемччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсенче вара куккурус ÿстерме пуçларăмăр. Чылай пысăк лаптăк йышăнатчĕ вăл. «Уй-хир пики» тетчĕç ăна. Мухтатчĕç. Чăн та, питĕ вăйлă ÿсетчĕ. Мачча çÿллĕш те пуль. Вăрман пек ларатчĕ... Патшалăх саккасĕпе кантăра та нумай çитĕнтернĕ. Хуратул та пулнă пирĕн. Ăна пыл хурчĕсемшĕн лайăх тесе утар çывăхне çулсеренех 15-20 гектара яхăн акаттăмăр. Ăна хам ĕçлеме пăрахичченех, 2000 çулчченех, ÿстернĕ. Кайран тек акман ăна. Пахчаçимĕçпе ĕçлекен ятарлă бригада пулнă пирĕн. Купăсти, кишĕрĕ, суханĕ, хĕрлĕ кăшманĕ, хăярĕ, помидорĕ - йăлт хамăрăн пурччĕ. Çĕрулмипе выльăх кăшманĕн лаптăкĕсем те чылаях пысăкчĕ. Унсăр пуçне хăмла та пулнă. Ун чухне çÿлтен антарса панă плана, мĕн хушнă - колхоз пурне те акнă. План çук - эппин, кирлех маррисене пĕтерсе пыраттăмăр.
- Эсир ĕçленĕ çулсенче тĕп культурăсен - ырашпа туллăн - тухăçĕ чи пысăкки пулнă? Миçе центнере çитернĕччĕ?
- Чи нумаййи 1990 çулта пулчĕ. Пĕтĕм тырпул 39 центнер тухнăччĕ. 1976 çултаччĕ пулас, тулла гектартан 54 центнер илнĕччĕ. Ыраш та ăнса пулатчĕ: кашни гектартан 30-35 центнер. Ĕлĕк вăл 10 центнер тухсан та лайăх шутланнă.JЮлашки çулсенче ыраша сахал акма пуçларĕç. ĂнаJникам та хаклă парса илесшĕн мар.
- Хăвăра «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят панă çул уйрăмах пысăк тухăç илнĕ-тĕр-ха... Ахальтен тивĕçес çук çак чыса.
- 1978 çулта пачĕç ку ята. Тĕрĕссипе, çав çул питĕ йывăр пулчĕ. Çăвĕпех çумăр çурĕ, май уйăхĕнче пуçларĕ те - лÿшкерĕ те лÿшкерĕ. Тырри вăйлă пулнăччĕ, анчах пуçтарса илме май çукчĕ. Комбайнсем тухаççĕ те хире - лаш! путса лараççĕ. СК-3, СК-4 комбайнсемччĕ ун чухне. Тырпула аран-аран пухса кĕрткеленĕччĕ. Шел те, пĕр лаптăк юр айнех юлчĕ. Шăп çав çулхине хисеплĕ ят пачĕç. Питĕ аванмарланнăччĕ. Намăс вĕт-ха! «Сана ăна кăçалхи çулшăн кăна памаççĕ вĕт!» - лăплантарнăччĕ ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕнче ĕçлекен Евлалия Васильева. С.Г.ЕникеевJпрофессорăн сăмахĕсем аса килчĕç вара: «Институт пĕтерни эсир чăн-чăн агроном пулнине пĕлтермест-ха. Пысăк тухăç туса илнишĕн пĕрре кăна мар хĕпĕртесен е тырпула нушаллă пухса кĕртнишĕнJчĕрене ыраттарсан тин чăн-чăн агроном пулатăн», - тетчĕ вăл.
- Хăвăрăн ăсталăхăртан кăна мар, çутçанталăкран нумай килет çав сирĕн ĕç.
- Халăхра çапла калаççĕ: «Турри памасан туртса илеймĕн». Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Çанталăк пăтăрмахĕсене сирсе яраймăн. Апла пулсан кирлех-ши ырми-канми тăрăшни теме те пулать пек, çапла-и? «Был бы дождик, был бы гром - нам не нужен агроном», - тесе час-часах шÿтлесе те йĕплесе илетчĕç мана çамрăк чухне, тин кăна ĕçлеме пуçласан. Çапах та «Турă парасса» кăна кĕтсе ларма юраманнине пурте питĕ лайăх пĕлетпĕр. Кирек мĕнле пулсан та тырпул тухăçĕ хамăр епле ĕçленинчен, еплерех тăрăшнинчен килет. И.В.Мичурин мĕнле каланă? «Мы не можем ждать милостей от природы, взять их у нее - наша задача».
- Алексей Никифорович, калăр-ха, мĕнпе интереслĕ агроном ĕçĕ?
- Пур енĕпе те! Кĕркунне тырпул, пахчаçимĕç тухăçĕшĕн хĕпĕртетĕн. Çулла уй-хир хăйĕн хитрелĕхĕпе тыткăнлать. Ирпе ирех хире тухса кашни курăк куç умĕнче «чĕрĕлнине», хĕвелĕн пирвайхи пайăркисем сывлăм пĕрчисем çинче йăлтăртатнине сăнанинчен, тăрин чи малтанхи юррине тăнланинчен ырри тата мĕн пур? Эпĕ хам çураки вăхăтне ытларах та кăмăллаттăм. Килтен ирхине 3 сехетрех тăрса тухса каяттăмччĕ. «ИЖ» мотоциклпа çÿресе ирттертĕм агроном ĕмĕрне. Агроном ĕçĕ вăл писателĕнни, художникăнни пекех пултарулăх ĕçĕ. Унăн çанталăка та сăнама пĕлмелле, сисĕм-туйăм енĕпе ыттисенчен те уйрăларах тăмалла. «Агроном çуркунне, çулла ĕçлет те хĕлле нимĕн те тумасть», - тенине те илтме тÿр килнĕ. Хĕллехи вăхăтра эпĕ пĕрехмай уй-хир карттине ÿкереттĕмччĕ - ăçта мĕн акмалла, мĕн çитĕнтермелле. Пусă çаврăнăшне, хăш хире мĕн чухлĕ им-çам кăлармаллине планланă. 1974, 1976 çулсенче колхозăн тырпул, пахчаçимĕç тухăçĕ питĕ вăйлă пулнăччĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене çав çулсенче тивĕçнĕ. Ун чухне колхоз председателĕнче Василий Данилов вăй хуратчĕ. Эпир унпа 30 çула яхăн пĕрле ĕçленĕ.
- Эсир ĕçленĕ вăхăтра колхоз пуян, миллионер пулнă тетĕр. Апла, ĕç укçине те аванах илнĕ-тĕр ял çыннисем?
- Колхозникăн вăтам ĕç укçи 100 тенкĕпе танлашнă. Председателĕн шалăвĕ - 190, агрономăн 130 тенкĕччĕ. Питĕ аван шутланнă ун чухне. Кунсăр пуçне февраль уйăхĕнче 13-мĕш ĕç укçи панă. Çулталăк тăршшĕпе илнĕ укçан 75 проценчĕпе танлашнă. Вăл вăхăтсенче ял питĕ илемленсе кайрĕ. Çынсем чул çуртсем нумай лартрĕç. Колхозниксем ачисене лайăхрах тумлантарма, аслă шкулсенче вĕрентме пуçларĕç. Колхозра 4 бригада пулнă. Кашнинче - 100-шер çынччĕ.
- Сирĕн районта та сухаламан лаптăксем çук мар-тăр хальхи вăхăтра? Çакнашкал ÿкерчĕксене курсан чунăр ырататех ĕнтĕ. Сирĕн колхоз паян мĕнлерех «сывлать»?
- Ĕлĕкхи мар ĕнтĕ вăл. Сухаламалли çĕрĕ те 2400-тан 1800 гектар юлнă. Фермерсене, уйрăм çынсене панă. Пĕлтĕр йăлтах сухаласа хăварнăччĕ. Сухаламан çĕрсем районта пур çав. Халь пур çĕрте те çавах ĕнтĕ. «Куна мĕншĕн сухаламастăр?» - тесе час-часах ыйтатăп. «Вăл колхоз çĕрĕ мар. Ял администрацийĕн, район, республика фончĕн çĕрĕсем», - теççĕ. Çĕрĕн хуçисем нумайланнă халĕ. «Пирĕн хыççăнхисем начар ĕçлеççĕ», - теес килмест манăн. Хальхи председательсем те питĕ тăрăшаççĕ, чунне парсах вăй хураççĕ. Анчах вĕсене паян çунтармалли-сĕрмеллисене тупма йывăртарах. Самани урлă сиксе каçаймастăн. Пирĕн вăхăтра ялхуçалăхне патшалăх пулăшнă. Вăйлă пулăшнă. Халĕ, ман шутăмпа, тем пек тăрăшсан та унчченхи пек ăнтарса ĕçлейместĕн.
- Çĕнĕрен епле çĕклемелле ялхуçалăха?
- Политика пирки калаçу пуçарсан вĕçне-хĕрне тухаяс çук. Яланах çапла пулмĕ-ха. Колхозсен чапĕ те хăçан та пулсан таврăнатех. Хăшпĕр председательсем паян: «Агроном кирлех те мар. Эпир хамăрах агроном та, председатель те», - теççĕ те - ялхуçалăхра агрономăн та, зоотехникăн та, инженерăн та харпăр хăй вырăнĕнче пулмалла. Атту халĕ председательпе бухгалтер кăна. Мана хамăр хуçалăхра пĕлтĕр те, виçĕмçул та çураки тунă çĕре чĕнсе илчĕç. Çиччас фермерсем те лартса тухса каяççĕ.
- Паян экономист, юрист профессийĕсем модăра. Çамрăксем агронома каясшăн мар.
- Çапла, пирĕн ĕç халĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа илĕртмест. Паян колхозра ĕçленипе лайăх шалу илейместĕн. Тÿлемеççĕ те - кам кайтăр ĕнтĕ? Халĕ çамрăк яла та юлмасть. Маларах шкулта 700-800 ача вĕреннĕ-тĕк, халĕ 100 ытла кăна. Хăй вăхăтĕнче мана хама та ЧР Ялхуçалăх министерствине ĕçлеме чĕннĕччĕ. Тĕп агроном, Ишмуратов хушаматлăскер, пенсие кайнă та ун вырăнне специалист кирлĕ пулнă. Такам тĕллетерсе янă - пĕлместĕп, ун чухнехи ялхуçалăх министрĕ Борис Егоров мана «çураçма» ялах килнĕччĕ. «Хваттер те паратпăр, мăшăрна /вăл вĕрентекен пулнă/ хула шкулне вырнаçтаратпăр», - хавхалантарнăччĕ. Çук, яхăнне те ямарăм, ĕмĕрĕме тăван ялăмрах ирттерес терĕм. Халĕ те çапла йышăну тунишĕн кулянмастăп. Пĕрре те!
-Халĕ пенсире вăхăта мĕнле ирттеретĕр? Уй-хиршĕн тунсăхламастăр-и?
- Уй-хире те, вăрмана та кăштăртатса çитсе килетĕп. Пахчара ĕçлеме кăмăллатăп. Мăнукăмсене йăпанмалăх арпуспа иçĕм çырли çитĕнтеретĕп. Вĕлле хурчĕсене тытатăп. 30 çула яхăн ĕнтĕ çанталăка сăнаса çырса пыратăп. Унта сывлăш температурине, çил ăçталла вĕрнине, юр-çумăр çунине кунне виçĕ хутчен палăртатăп. Хăй вăхăтĕнче эпĕ «Земледелие» журнала та, «Хыпар» хаçата та статьясем çырнă. Халĕ район хаçачĕпе çыхăну тытатăп. Ытларах тăван тăрăх, çутçанталăк çинчен çыратăп. «Енĕш Нăрваш» /2005 ç./, «Тырă пусси хумханать»/2009 ç./, «Село Яншихово-Норваши»/2013 ç./ кĕнекесем кăлартăм. Хамăр йăха тĕпчерĕм. Мĕн ĕмĕчĕ пирĕн халĕ? Ачасемпе мăнуксене пулăшасчĕ тетпĕр. Аслă мăнукăмăр Хусанти аслă шкула вĕренме кĕчĕ. Ăна кĕтсе илетпĕр, ăсататпăр. Хамăр ятран стипенди те паратпăр. Вĕсен пурнăçĕнче лайăх пулни - пирĕншĕн хаваслăх.
КĔСКЕН
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ Алексей Ефимов Тăвай районĕнчи «Красная Чувашия» колхозра тĕп агрономра хĕрĕх çула яхăн вăй хунă. Ку хуçалăх иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче пысăк кăтартусемпе ĕçлекен вăйлă аталаннă, хамăр республикăра та, çĕршывра та малта пыракансен шутĕнче пулнă. Алексей Никифорович тырпул туса илессине наука вĕрентĕвĕн никĕсĕ çинче туса пырассине йĕркелесе янă, анлă лаптăксем çинче сăнавсем ирттернĕ, çĕнĕ меслетпе пур çĕрте те пысăк тухăç илме май пуррине кăтартса панă. Çĕрĕç культурине ÿстерессипе тĕллевлĕ ĕçлесе «Красная Чувашия» колхозра хăй вăхăтĕнче тырпул тухăçне кашни гектартан 40 центнер тарана çитерме пултарнă. Уйрăм культурăсемпе тухăç 50-60 центнера та çитнĕ. Апла-тăк, пирĕн тăрăхри чухăн çĕрсем çинчех 50 центнер е ытларах та тухăç илме май пуррине Алексей Никифорович ĕçпе çирĕплетнĕ. Тăрăшулăхĕпе ăсталăхне кура ученăй-агронома икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Алексей Ефимов - Тăвай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.
|