Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирург пулма ĕмĕтленнĕ ветеринар

12 сентября 2015 г.

Муркаш районĕнчи Катькасра хастар халăх пурăнать. Ĕне те килĕрен тенĕ пек усраççĕ кунта. Ялта пушă çурт та çук. Маттуррисен йышĕнче - Вера Волкова та. Ăна чи хастаррисен йышне кĕртсен те йăнăшас çук-тăр. Хĕрарăмăн Катькас ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пырать. Ăна ял старости теме те юрать-ха: ара, вăл таврари пĕтĕм ĕç йĕркелесе, сăнаса тăрать. Анчах ку ята çирĕплетменрен вăл ăна йышăнасшăн мар. Тивĕç мар тесе шухăшлать. Тĕрĕссипе вара сăпайланать çеç. Хастарскер ял хăтлă та тирпейлĕ, илемлĕ пултăр тесе сахал мар тăрăшать.

- Ял варринчи паркра ачасем валли тăрăшсах ярăнчăксем, шуса анмалли тимĕр ту туса патăмăр. Кĕçĕннисене савăнтарас килетчĕ. Тăваттăн ларса ярăнмаллине те питĕ лартас килет-ха, укçа-тенкĕ çукки чăрмав кÿрет. Пĕве юсарăмăр - лайăх пулчĕ. Масара каякан çул япăхчĕ. Пылчăкра хăпарма танк кирлĕччĕ. Ваттисем питĕ ыйтнипе тăрăшсах унта нумаях пулмасть чул сартăмăр. Малтанах ванчăк кирпĕч сапрăмăр. Халăхпа пĕрле тухса ватрăмăр ăна. Унпах мая килеймерĕ те ваккине тупса сарма тиврĕ. Çуркунне масара тасатма та кăçал çын нумай тухрĕ. Ытти чухне сахалăн пухăнаканччĕ. Ватă йывăçсене, çамрăк хунавсене касрăмăр. Ял халăхĕ итлет, - тет хĕрарăм. Пурнăçа кĕртмелли ĕмĕчĕсем тата чылаййине те палăртать.

Общество ĕçне çамрăклах пуçăннă Вера Николаевна. Ĕçлеме пуçласанах комсомол секретарьне суйланă ăна, каярах - район депутатне Ĕç ветеранĕн тĕрлĕ хисеп, тав хучĕ те сахал мар.

Ветерансен канашне йĕркелесе пыма тытăннăранпа çулталăк çеç çитнĕ-ха. Ĕçĕ сахал мар. Ара, ку тăрăхри 14 ялта 380 ветеран пурăнать вĕт.

- Юбилейпа вырăна тухсах саламлама тăрăшатпăр. Ваттисен кунне уявлатпăр. Палăртнă ĕçсем пур-ха - пурнăçа кĕртмелле. Кĕркунне ваттисене библиотекăна пухма тытăнас тетпĕр. Ялти вулавăш ертÿçи Анжелика Угарова /сăмах май, вăл унăн хĕрĕ. - Авт./ та ку шухăшпа килĕшрĕ. Кам çыхма, кам сăвă калама, е ахаль калаçса ларма пĕрер сехетлĕхе те пулин пухăнас тетпĕр. Çынсем те хирĕç пулас çук пек туйăнать. Ытти ялта та клуб заведующийĕсемпе калаçса татăлма май пулатех, - ĕмĕчĕсемпе паллаштарать вăл.

Катькас хĕрĕ вăтам шкул пĕтерсен ветеринар дипломне илсен тăван тăрăха таврăннă. Вырăнти хуçалăхра тăрăшма пикеннĕ. Çапла 45 çул ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕхпе тачă çыхăнура тивĕçлĕ канура пулин те паян та Вера Николаевна выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Муркашри ветеринари станцин Катькассинчи уйрăмĕнче тăрăшать. Икĕ çын вунтăватă яла пăхса тăраççĕ.

Тĕрĕссипе вара выльăхсемпе ĕçлекенскер ачаранах хирург пулма ĕмĕтленнĕ.

- Шкул пĕтерсен медицина институтне вĕренме кĕреймерĕм те ветеринара кайрăм. Виçĕ çул ĕçлесен каллех тухтăр пулас ĕмĕтпе Шупашкара çул тытрăм. Кĕтĕм. 6 çул вĕренмеллеччĕ. Атте эпĕ 6 çулта чухнех вилчĕ. Анне пире, 6 ачине, пĕчченех ÿстерчĕ. «Манăн укçа çук, вĕрентейместĕп,» - терĕ. Макăра-макăрах каялла таврăнтăм. Çапла хирург пулаймарăм. Выльăхсене касатăп-ха ĕнтĕ... - ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрейменрен пăшăрханни халĕ те тĕппипе сĕвĕрĕлейменни сисĕнет хĕрарăм калаçăвĕнче.

Ачалăхĕ çăмăл килменнине те ахальтен палăртмасть вăл. Пиччĕшĕ çемйине тăрантарассишĕнех 7 класс пĕтерсенех тракторист пулăшуçинче ĕçлеме тытăннă. Юрать-ха асламăшĕ пĕрле пурăннă, ачасене вăл пăхнă. Вера Николаевна вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне вăл та вилнĕ.

Кĕрекаç кинĕ, мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ÿстернĕскер, паян ултă хутчен кукамай ятне илтнĕ. Выльăх-чĕрлĕхне те, кайăк-кĕшĕкне те картиш тулли усраççĕ Волковсем.

 

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика