Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялхуçалăх халĕ ĕçлĕ çынсене ытларах илĕртет

28 июля 2015 г.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июлĕн 25-мĕшĕнче Çĕрпÿ тата Канаш районĕсенче вырма еплерех пынипе паллашнă.

Михаил Васильевич Вăрманкас Чурачăк ялĕнче Андрей Хорошавин хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулчĕ.

- Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре 3700 гектара çитертĕмĕр, - терĕ Андрей Васильевич. - 18 тĕрлĕ культура пухса илетпĕр. Тăватă комбайн кĕрхисене вырса тĕшĕлет. Çĕрте нÿрĕк ытларах тытса юлмалли, тăпра пулăхне упрамалли технологие ĕçе кĕртрĕмĕр.

М.Игнатьев «ВДС» обществăн Чурачăк ялĕнчи уйне те çитрĕ. Унта 6 комбайн кĕрхи тулла вырса тĕшĕленĕ.

- Çурхи культурăсем 3100, кĕрхисем 325 гектар йышăнаççĕ, - пĕлтерчĕ ăна общество ертÿçи Анатолий Федоров. - Механизаторсене уйрах апатлантаратпăр.

- Çĕнĕ техника хатĕрĕпе ĕçлеме кăмăллă, - терĕ Раççей ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Изосим Романов комбайнер.

Регион ертÿçи Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнчи «АСК-Канаш» общество ĕç-хĕлĕпе те кăсăкланчĕ. Хуçалăх 800 гектар тулă акса çитĕнтернĕ, икĕ кун хушшинче саккăрмĕш пайне пухса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ.

Михаил Игнатьев ĕçлĕ çулçÿреве пĕтĕмлетсе çапла каларĕ:

- Çĕр ĕçченĕсен тупăшлă ĕçлеме хушма май пур. Ялхуçалăх халĕ ĕçлĕ çынсене ытларах илĕртет. Çамрăксене унта нумайрах явăçтармалла тата хăйсене кăтартма пулăшмалла. Эпĕ вырма ĕçĕсемпе кăмăллă. Пирĕн тĕп тĕллев - çутçанталăк паракан кашни сехетпе ĕççире тухăçлă усă курасси.

С.СЕРЕГИН

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика