27 февраля 2013 г.
Йыш хушăнать, пĕлтерĕшĕ ÿсет
Шупашкарта, Николаев урамĕнчи ярмăрккăра, регионсем хушшинчи «Çĕр улми – 2013» курав иртрĕ. Ăна ЧР ял хуçалăх министерстви, Раççей Ял хуçалăх академийĕн Пĕтĕм Раççейри çĕр улми хуçалăхĕн А.Г. Лорх ячĕллĕ наукăпа тĕпчев институчĕ, Чăваш Енри «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕ кăçалхипе пиллĕкмĕш хут ирттерчĕç.
Çулсерен кунта хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать. Хальхинче Раççейĕн 31 регионĕнчен, 4 çĕршывран килсе çитнĕ. Çавăн пекех Голландири, Финляндири, Америкăри, Бельгири, Италири, Швейцарири, Сауд Аравийĕнчи паллă компанисен дилерĕсем хутшăнчĕç. Курав экспозицийĕ çĕнĕ çуртра, 3200 тăваткăл метрта, вырнаçрĕ. Мĕн кăна çук-тăр кунта: çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсем, çимĕçе упрамалли, тирпейлемелли технологи, тĕрлĕ вăрлăх, удобрени, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли япаласем, ял хуçалăх техники тата ытти те. Курава çитнисен ыйтăвĕсене специалистсем тĕплĕ хуравларĕç, сĕнÿсем пачĕç.
Паллă компанисемпе юнашар республикăри çĕр улми туса илекенсене курма та кăмăллă пулчĕ. «Санар» (Вăрнар районĕ), «Слава картофелю» (Комсомольски), «Ударник» (Муркаш), «Красное Знамя» (Патăрьел), «Таябинка» (Красноармейски) хуçалăхсем, В. Семенов (Куславкка), С. Волков (Элĕк), Г. Ямуков (Вăрмар) фермерсем кашни çулах çак мероприятие çитме тăрăшаççĕ. Курав тавара кăтартма кăна мар, ыттисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма, ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетме май парать. Суту-илÿ килĕшĕвĕсем тăвасси те палăрмаллах ÿсет. Кунта куçа-куçăн ларса калаçма, килĕшсе татăлма çăмăлрах.
Курава Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл куравăн пĕлтерĕшĕ ÿснине, ĕçри çитĕнÿсемпе, çĕнĕ сортсемпе, хальхи технологипе паллаштарас текенсен йышĕ хушăнса пынине палăртрĕ. Республикăри çĕр улми туса илекенсем те çĕнĕ технологипе усă курма тытăнчĕç. Çакă тăкака палăрмаллах чакарать, тухăçа ÿстерет. Çĕр улми пирĕншĕн тахçанах «иккĕмĕш çăкăр» пулса тăнă. Хăй вăхăтĕнче вăл выçлăхран та çăлса хăварнă. Çĕр улми тутлă, йÿнĕ çимĕç кăна мар, тупăшлă та. Ытти культурăсемпе танлаштарсан самай пысăк тупăш парать. Республикăри предприятисемпе фермерсем çĕр улмин 30 процентне туса илеççĕ (Раççейри кăтарту – 20 процент). Кашни хушма хуçалăхрах вăл тĕп вырăн йышăнать.
– ВТО условийĕнче пирĕн ют çĕршывсемпе ăнăçлă ăмăртма пĕлмелле. Пирĕн тĕллев – пысăк предприятисенче «иккĕмĕш çăкăра» туса илессине 50 процента çитересси. Çавăн пекех хушма хуçалăхсене те селекцин çĕнĕ сорчĕсемпе тивĕçтермелле, – палăртрĕ Михаил Васильевич.
Курав вăхăтĕнче çуртăн пĕрремĕш хутĕнче хĕрсех суту-илÿ пычĕ. Пысăк хуçалăхсемпе фермерсем вăрлăх, çимелĕх çĕр улми 30 тонна яхăн илсе килнĕ. Суйламалăх пур кунта: «Удача», «Ред Скарлетт», «Розара», «Роко», «Импала», «Невский» тата ытти сортсем. Хакĕ те çыртмасть, сортне кура килограмĕ 15-25 тенкĕ. Унсăр пуçне купăста, севок сухан та туянма пултарчĕç çынсем. Ватăсене чĕр тавара килĕсене çитерсе пама Шупашкар хула администрацийĕ пилĕк машина уйăрнă.
– Эпир ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсене хăйсен продукцине сутма, республикăра пурăнакансене çурхи ĕçсем пуçланиччен вăрлăх туянма майсем туса парасшăн, – палăртрĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.
Сĕтел тулли çимĕçĕ
Çĕр улминчен мĕн кăна хатĕрлеме пулмасть иккен! Печенирен пуçласа голубец таранах. Чăн чăваш апат-çимĕçĕ те пур куравра: хуплу, хуран кукли, пÿремечĕ, шаркку...
«Шкул апатланăвĕн пĕрремĕш комбиначĕ» пĕрлешÿ ертÿçи Валерий Тимофеев каланă тăрăх çĕр улминчен 210 блюдо (пĕлтĕр 120 пулнă) хатĕрленĕ. Чылайăшĕн рецептне интернетран тупнă. Ара, шаркку çеç ултă тĕслĕ пулнине пĕлтерчĕ Валерий Семенович. Чăх, ĕне ашĕсемпе, кăмпапа пĕçерни тата ытти те. Унсăр пуçне икерчи-кукăлĕ те туллиех. Паллах, çĕр улминчен çакăн чухлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме ансатах мар. «Питĕ тĕплĕ хатĕрлентĕмĕр. Хăнасем умĕнче намăс курас килмест», – терĕ ертÿçĕ.
Апатран аслă пулма хушман ваттисем. Çавна май курава хутшăнакансем тулли сĕтел умĕнчен ахаль иртмерĕç. Хăшĕ-пĕри çак рецептсене пухса малашне кĕнеке кăларма сĕнчĕ. Чăн та, ырă шухăш пурнăçа кĕрсен хĕрарăмсемшĕн те аванччĕ.
Ырă йăла
Ача-пăча пултарулăхĕн куравне йĕркеленĕ. Ăна пĕрремĕш хут ирттереççĕ. Унта Шупашкарти пултарулăх çурчĕсене çÿрекен ачасен ĕçĕсене çеç тăратнă хальлĕхе. Йĕркелÿçĕсем малашне ку ырă йăлана анлăрах сарасшăн, ял ачисене те явăçтарасшăн.
«Февраль уйăхĕнче ал ăстисен ÿнер конкурсне йĕркелерĕмĕр, – пĕлтерчĕ ЧР вĕрентÿ министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Вероника Волык. – Ачасем хаваспах хутшăнчĕç унта. «Иккĕмĕш çăкăра» халалласа ÿкерчĕксем турĕç, çăм çипрен, çĕр улминчен кĕлеткесем ăсталарĕç. Унта хутшăннисенчен чи кĕçĕннисем – çулталăк та сакăр уйăхрисем, аслăраххисем вара 15 çул тултарнисем пулчĕç. Чи кирли – тăрăшса ĕçлени. Кашни кĕлеткене, ÿкерчĕкри кашни сăнара чун кĕртме тăрăшнă-çке вĕсем». Жюри, паллах, каярахпа çĕнтерÿçĕсене палăртĕ, вĕсене парнесемпе чыслĕ.
Жюри тенĕрен республика пуçлăхĕ те ачасен куравĕ умĕнче чарăнчĕ. «Хăйсемех ăсталанă-и?» – кăсăкланса ыйтрĕ йĕркелÿçĕсенчен. «Паллах», – пулчĕ хурав.
Ыттисенчен кая мар
Çĕр улми туса илес ĕçри çĕнĕлĕхсем тĕлĕшпе наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пычĕ.
Форума пухăннисене Сергей Владимирович Чăваш Ен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çул «иккĕмĕш çăкăра» республикăра 48, 1 пин гектар çинче çитĕнтернĕ, çак шутра ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем – 16, 4 пин гектар чухлĕ лаптăкра. Çанталăк чăрмав кÿнĕ пулсан та хресченсем пĕтĕмĕшле 900, 7 пин тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Ку кăтарту 2011 çулхипе танлаштарсан 9 процент ÿснĕ. Çĕр улми туса илес тĕлĕшпе Чăваш Ен 2012 çулта Раççейре пиллĕкмĕш вырăн йышăннă (2011 çулта 13-мĕш вырăнта пулнă). Паллах, çитĕнÿ тухăçран килет. Пĕлтĕр вăл 13 процент таран ÿснĕ, «иккĕмĕш çăкăра» гектартан 192, 2 центнер пухса илнĕ (2011 çулта – 170, 7). Тухăç тĕлĕшпе пирĕн республика Раççейре, Астрахань облаçĕ хыççăн, иккĕмĕш вырăнта.
Республикăра 90 пысăк ял хуçалăх организацийĕ çĕр улми çитĕнтерет. Вĕсен вăтам тухăçĕ – гектартан 200 центнер ытла. Шăварнă уйсенче тата та пысăкрах – гектартан 500 центнер ытла. Паллах, сортсене çĕнетсе тăни те çитĕнÿ тума пулăшать.
Агропромышленность комплексне аталантарма правительство та чылай пулăшать. Иртнĕ çул хушма майсем тата тĕрлĕ субсиди валли Чăваш Ен бюджетĕнчен 110 млн тенкĕ уйăрнă. Федерацин 2013-2020 çулсем валли йышăннă çĕнĕ программи тăрăх элита сортсем, минерал удобренийĕсем, техника туяннăшăн, агрохими ĕçĕсене пурнăçланăшăн малашне субсиди памĕç. Çапах та пирĕн республика çĕр улми тата ытти çимĕç туса илес тĕлĕшпе ятарлă программа йышăннине кура хресчен пулăшусăр юлмĕ.
Раççей ял хуçалăх академийĕн Пĕтĕм Раççейри çĕр улми хуçалăхĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ Евгений Симаков хамăр çĕршывра кăларнă çĕнĕ сортсене тата рынок усă курнине шута илсе çĕр улми вăрлăхĕсене аталантарса ĕçе кĕртмеллине палăртрĕ. Хăш-пĕр сортпа паллаштарчĕ. Сăмахран, «Фрителлăна» фри валли çеç çитĕнтерĕç. Диета апачĕ валли вара «Фиолетовый», «Василек» тата «Юбиляр» пулĕç. «Хамăрăн сортсем ют çĕршывринчен пĕрре те кая мар, – пĕтĕмлетрĕç шухăшĕсене конференцие хутшăннисем. – Чир-чĕре те, çанталăк условийĕсене те лайăхах тÿссе ирттереççĕ».
Каярахпа вĕсем тĕрлĕ темăпа йĕркеленĕ «çавра сĕтелсене» хутшăнса калаçрĕç.
Хамăра кăтартма, çынсене курма
Çĕр çын – çĕр шухăш. Курав пирки ыйтса пĕлер-ха.
Валерий Красников, Патăрьел районĕ, «Красное Знамя» хуçалăхăн тĕп агрономĕ:
– Хамăра кăтартма, çынсене курма килтĕмĕр курава. Хуçалăхра туса илекен çĕр улмин тăватă сортне тăратрăмăр. Сутлăх та илсе килнĕ. Хальхи вăхăтра хранилищĕре тата 300 тонна сутлăх пур. Унсăр пуçне севок сухан, тĕш тырă вăрлăхĕсем те самаях. Çавăнпа кунта çĕнĕ клиентсем тупасса шанатпăр. Малашне пĕрле ĕçлеме килĕшÿсем тусан аванччĕ. Пĕлтĕр çĕр улми ăнса пулчĕ, çапах хакĕ те ытлашши чакса каймарĕ, лайăх сутăнать. Тухăç тухсан, тупăш пулсан ĕçлес те килет.
Галина Волкова, Элĕк районĕнчи фермер хуçалăхĕ:
– Хуçалăхăн усă куракан çĕрĕ 800 гектар ытла, çав шутра çĕр улмин – 200. Лаптăкра «Импала», «Роко», «Романо», «Невский», «Ред Скарлетт» тата ытти сортсем çитĕнтеретпĕр. Çулсерен 5-8 пиншер тонна пуçтарса кĕртетпĕр. Тата ытти пахча çимĕçĕн лаптăкĕ те пĕчĕк мар. Хамăрăн хранилище пур. Çавăнпа пахча çимĕçне хĕлĕпех сутатпăр. Пирĕншĕн вăрах вăхăтлăх килĕшÿсем туни уйрăмах лайăх. Ун пек чухне мĕн чухлĕ лартса хăвармаллине пĕлсе тăратăн. Ăçта сутасси пирки те пуçа ватмастăн. Сортсемпе кăсăкланакансем нумаййи шанăç парать-ха. Апла, куравран пушă алăпа каймăпăр, çĕнĕ çыхăнусем йĕркелĕпĕр.
Сергей Салюков, Мускав облаçĕнчи «Корнеево» агроцентрăн наука аслă сотрудникĕ:
– Курава тăратнă çĕр улми вăрлăхĕсенчен эпир илсе килни уйрăлса тăрать. Вăл путене çăмарти пек пĕчĕк пулин те хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен таса вăрлăх. Ăна сывă çĕр улми хунавĕнчен лабораторире, унтан теплицăра çитĕнтернĕ. Ĕçĕ кăткăс, çавна май паха вăрлăхăн хакĕ те пысăкрах, пĕр çĕр улмийĕ 10 тенкĕ тăрать, курупки – 300. Паллах, ăна вăрлăх туса илекен хуçалăхсем туянса малалла ĕрчетсе яраççĕ.
Мероприятие кашни çулах килетпĕр. Çулсерен çĕнĕ предприятисем хутшăнни савăнтарать. Çакă хамăр тавара çĕршывĕпех сарма çул уçса парать. Эпир те, акă, çĕр улми туса илме çĕнĕ техника туянасшăн. Вăхăт тупса курава тăратнă техникăпа та паллашасшăн. Чылай çул ĕнтĕ Чăваш Енри «Ударник» хуçалăхпа туслă ĕçлетпĕр. Тен, малашне йыш татах хушăнĕ.
Владимир Крючков, Краснодар крайĕнчи «Юг-полив» пĕрлешĕвĕн коммерци директорĕ:
– Нумайăшĕ уй-хире шăварни хакла кайса ларасран хăраса çак ĕçе тытăнасшăн мар. Тĕрĕссипе вара лаптăка шăварма кайнă тăкаксем çулталăкранах саплашăнаççĕ. Кун пек уйра тухăç пысăкрах. Удобрени хывасси, ытти тăкаксем чакаççĕ. Тата шăвармалли техника хаклах та мар. Хакĕ лаптăкран килет: пĕр гектар çинче усă курмалли йÿнĕрех. Çавăн пекех пĕр пин гектар шăвармаллине те туянма пулать. Фермерсемпе хушма хуçалăхсем те вăй çитереççĕ ăна илме. Йÿнĕрех оборудовани 100 пин тенкĕрен кăшт ытларах кайса ларать. Унччен фермерсем ăнланса тата пĕлсе çитерейменнипе уйсене шăварманпа пĕрехчĕ. Халĕ вĕсемшĕн çакă çĕнĕлĕх мар. Юлашки çулсенче шăварассипе кăсăкланакансем ытларах.
Лариса Тойгильдина, Муркаш районĕнчи «Васем» фермер хуçалăхĕн агрономĕ:
– Çĕр улми куравне яланах хутшăннă-ха, анчах сутлăх кăçал кăна илсе килтĕмĕр. Мĕншĕн тесен аталанса çеç пыратпăр-ха. «Иккĕмĕш çăкăра» пĕлтĕр 100 гектар çинче туса илнĕччĕ. Кăçал 60 гектар кăна лартса хăваратпăр. Çапах та пусă çаврăнăшĕ пирки манмалла мар. Кашни виçĕ çулта лаптăксене улăштарсах тăмалла. Сутлăх 5 тонна илсе килтĕмĕр. Çынсем сортне, хакне пăхса туянаççĕ. Пĕрисем лайăх вăрлăхшăн укçине шеллесе тăмаççĕ. Теприсене вара йÿнĕрехпе илсе пултăр. Пирĕн «Аврора» сорт лайăх сутăнать. Ăна хамăр та иккĕмĕш çул çеç лартатпăр. Кирек мĕнле çанталăкра та тухăç парать.
Энтип Ваççи, сăвăç:
– Пахчара темиçе çул ĕнтĕ Чĕмпĕр облаçĕнчен илсе килнĕ «Голланди» сорта лартатăп. Пĕр тĕпрен 10-15 çĕр улми тухать. Пĕр соткăран 300 кг пуçтарса кĕртетĕп. Лаптăка тепĕр сорт лартса хăварма шурă тĕслине тупса илесшĕнччĕ, анчах кунта асăрхамарăм. Хальхи вăхăтра сутакан çĕнĕ сортсем искусствăллă майпа туса илнĕскерсем. Химипе çитĕннĕскерсене унпа апатлантарсах тăмалла. Унсăрăн тухăç та илеймĕн. Шел, ĕлĕкренпе лартса пурăннă «Лорх» çĕр улми пахчаран çухалчĕ. Вăл пурнăç тата вăхăт тĕрĕсленĕ таса çимĕç. Çĕннипе пĕрлех киввине те манмалла мар.
Елена Иванова, Валентина Шиверова, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Аксарин:
– Куравра çĕр улми вăрлăхĕсене сутнине пĕлсен ялĕпе пуçтарăнса машина тытсах килтĕмĕр. Хамăрăн кивелсе кайрĕ ĕнтĕ, тухăç та япăхрах, тахçанах улăштарма вăхăт. Чăн та, лайăх сортсен хакĕ пысăкрах. Акă, «Рябинушка» текеннин килограмĕ кăна 25 тенкĕ тăрать. Анчах хакне пăхмасăрах илтĕмĕр. Ку сорт пирĕн тăрăхри тăмлă çĕр çинче лайăх çитĕнет-мĕн. «Пикассо», «Импала» сортсене те мухтарĕç-ха. Вĕсене те туянтăмăр.Кунта вăрлăхпа ятарласа ĕçлекен хуçалăхсем сутаççĕ, шанчăклă. Пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Хушма хуçалăхсенче те çĕнĕ, чаплă сортсем çитĕнтермелле.
Лариса НИКИТИНА, Валентина Петрова