23 июня 2015 г.
Елчĕк тăрăхĕнчи Кĕçĕн Таяпара ÿркенмен, ĕçшĕн çунакан Ивановсен витере йыш хушăнсах тăрать. Тенкĕ çумне пус хушма пĕлеççĕ вĕсем. Тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăрах ултă ĕне таран усрать çемье паян. Вăкăрсемпе пăрусем те - картиш тулли. Сурăхĕсем те сахал мар. Вунсаккăрăшĕ хăй - пĕр кĕтÿ. Ĕçрен хăраманнисен, мал ĕмĕтпе пурăнакансен, чăн та, ларса канма та вăхăт çук.
Ивановсем хуçалăха çирĕп алра тытса тăни кашни утăмрах сисĕнет. Кирек ăçталла куç ывăтсан та тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланнине асăрхарăм. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ пулсассăн та картишре çÿпĕ выртнине те кураймăн. Кашни япала хăй вырăнĕнче.
- Ĕне сăвассинчен хăрамастăп, нимле йывăрлăх та туймастăп. Çак ĕç мана киленÿ кăна кÿрет. Урăх тата мĕн тумалла пирĕн? Ахаль ларма хăнăхман, - ăнлантарать кил хуçи арăмĕ.
Юрий Арсентьевичпа Эльвира Анатольевна ветеринара вĕренмен пулин те выльăх чирĕсем çинчен йăлт пĕлеççĕ. Эмел те алă айĕнчех вĕсен. Пĕрремĕш хут пăрулакан ĕнене те, чирлĕ выльăха та хăйсемех пулăшу параççĕ.
Тăват-пилĕк сехетре ура çине тăрсан та çĕрлечченех ĕç пĕтмест ял çыннин. Сĕт пуçтарма киличченех, тĕслĕхрен, выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма та, витене тасатма та ĕлкĕреç¬çĕ вĕсем.
- Вăйпиттисен выльăх-чĕрлĕх ытларах усрамалла. Ялта вăхăта тата урăх мĕнле ирттермелле? Ĕçлесен çын çамрăк курăнать, - çирĕплетет Эльвира Анатольевна.
Эльвира Иванова 36 çул кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Канашри педагогика колледжĕ хыççăн тăван тăрăхах таврăнас тенĕ вăл. Малтан Таяпа Энтринче кĕçĕннисене пĕлÿ панă, кайран Кĕçĕн Таяпана куçнă. «Шкултан кайсан калама çук хĕн пулчĕ. Ялан çын хушшинче пулма хăнăхнăран питĕ йывăрччĕ. Пĕчĕккисемшĕн тунсăхлаттăм. Пирĕн йăх-несĕлĕн учитель династийĕ темиçе çула тăсăлать. Атте те шкул директорĕнче чылай çул ĕçлерĕ. Асаттепе асанне те, асаннен аппăшĕ те вĕрентекенсем пул¬нă», - каласа кăтартать Эльвира Анатольевна.
Ывăлĕ Саша та амăшĕн çулĕпех каяс тенĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн хими факультетĕнче ăс пухнă. Анчах та педагог профессине алла илнĕскер шкула каяс темен. Александр халь Мускавра химик-экспертра тăрăшать. Хĕрĕ Надежда Мускавра технолог-кондитерта ĕçлет.
5 гектар ытла çĕр çинче утă, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ Ивановсем. Техника енчен пĕр чăрмав та çук вĕсен, çавăнпа та ĕçĕ кал-кал пулса пырать. Трактор та, çăмăл машина та, УАЗик те туяннă тăрăшуллă кил хуçи. Пахча тулли - çулла та, кĕркунне те хĕп-хĕрлĕ ларакан çĕр çырли. Иçĕм çырли те тухăçлăхĕпе кашни çулах савăнтарать.
Хĕл хырăмĕ аслă. Картиш тулли выльăх валли апачĕ те нумай кирлĕ. Çуллахи вăхăтра канма пĕлмесĕр капанĕ-капанĕпе утă хатĕрлеççĕ вĕсем.
Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ Юрий Арсентьевичпа Эльвира Анатольевна. Пÿртре таса та хăтлă. Выльăх пăхасси те юратнă ĕç кăна вĕсемшĕн.
Елена АТАМАНОВА.
Источник: "Хыпар"