Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт хăпартасси - шалча лартасси мар

23 июня 2015 г.

Çурт хăпартасси - шалча лартасси мар

Ял çĕнелсе илемленнине сăнама кăмăллă. Етĕрне районĕнчи Килтĕшри капмар çуртсем аякранах курăнаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Шкул урамĕнчи Петровсем, Скобелевсем, Смородиновсем, Васильевсем... ял тăрăхне аталанма пулăшакан программăпа усă курса çĕнĕ пÿрте кĕнĕ. Юлашки 10 çулта Килтĕшри, Йÿçпанти, Урташри, Исментерти 13 çемьене çак тĕллевпе федераци, республика, вырăнти хыснаран укçа уйăрса панă. Халĕ черетре - улттăн. Вĕсем те патшалăх пулăшасса кĕтеççĕ.

Çĕнĕ çул парни

Кăçалхи çулталăк Васильевсемшĕн нихçанхинчен савăнăçлă пуçланнă. Шăпах кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче çурт хăпартма паракан субсидие алла илнĕ вĕсем.

Пĕчĕклех ашшĕсĕр юлнă Анатолий Александрович тăвăр пÿртре çитĕннине лайăх ас тăвать. 5-ĕн пурăннă вĕсем. Халĕ 100-е яхăн тăваткал метр лаптăкра кашнинех хăйне ятăн пÿлĕм пур. Пурăнмалли условисене лайăхлатма тахçанах ĕмĕтленнине пытармаççĕ Васильевсем.

Ашшĕпе амăшĕн тĕрекĕ Артур - çар хĕсметĕнче, Алиса 7-мĕш класс пĕтернĕ. Нумаях пулмасть яш ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Хĕр дзюдо, самбо енĕпе шкул, район, республика шайĕнче палăрнă. 2-мĕш класрах спортăн çак тĕсне суйласа илнĕскер вун-вун ăмăртăва хутшăннине медальсем çирĕплетеççĕ.

Анатолий Александрович юлташĕн йăмăкне Елена Дмитриевнăна пĕрре курсах килĕштернĕ. Хăйĕнчен кĕçĕнрех Муркаш хĕрĕпе çыхăнăва татман. Тăвансене туй кĕрекине пуçтарнăранпа 22 çул иртнĕ ĕнтĕ.

Çемье пуçĕ чылай çул ял хуçалăхĕнче водительте ĕçленĕ, кил хуçи арăмĕ поварта та, дояркăра та тăрăшнă, кайран сутуçа вырнаçнă. Елена Дмитриевна тутлă торт пĕçерме пĕлнипе ырă ят çĕнсе илнĕ. Уçă кăмăлĕшĕн те юратать ăна ял-йыш.

«Урамра çынпа калаçмасăр иртсе каяймастăп. Сăмах хушмасан хама мăнна хунă пек, пĕлĕшсене хисеплемен пек туйăнать. Иртен-çÿрене сывлăх сунмасан чунра лăпкă мар», - тет Елена Дмитриевна.

Пĕрлехи вăйпа

Тахçанхи пĕлĕшĕн Алексей Смородиновăн килте ларма вăхăт пур-и? Вăл тракторпа хире тухнăччĕ. Мăшăрĕ çĕрулми суйлама кайнă терĕç.

Мана Анатолий Александрович хăйĕн машинипе туххăмрах уя çитерчĕ. Пире курсан трактористсем сывлăш çавăрса илме кабинăран тухрĕç.

«Çулталăкрах пÿрт çĕклерĕмĕр, тăррине витрĕмĕр. Тăвансем, юлташсем нумай пулăшрĕç», - каласа кăтартать Алексей Филиппович. Килĕнче çывăрмалли 2 пÿлĕм те, зал та, кухня та пысăк. Кил хуçи калашле, вĕсем хăна пăхма юратаççĕ. Смородиновсен икĕ енчен те тăван нумай.

Картиш тулли выльăх усрать ĕçчен çак çемье. Виçĕ ĕне сĕтне сутни енчĕке хулăнлатма пулăшать вĕсене.

Сăмах май, 2014 çулта республикăри 231 çемьене ял тăрăхĕнче çурт хăпартма е илме укçа уйăрни çинчен свидетельство панă. Çавна май 7916 тăваткал метр пурăнмалли лаптăк хута янă. Çак пулăшу ял таврашĕнче пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕлĕшпе чи витĕмли шутланать. Кăçал «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен ял тăрăхне çирĕп аталантарасси» программăпа 179 çемьене субсиди пама палăртнă.

Асăннă программа инфротытăма аталантарма та май парать. Фельдшерпа акушер пункчĕ тата пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисне уçас енĕпе, сăмахран, Чăваш Республики Раççейри чи лайăх сакăр регион йышне кĕнĕ. Пĕлтĕр республикăра фельдшерпа акушер 40 пункчĕ уçăлнă, çав шутран саккăрăшне федераци субсидийĕпе усă курса çĕкленĕ. Çакă планпа пăхнинчен 5 хут ытларах. Çавнашкалах çак укçана шыв, газ, электроэнерги кĕртме уйăраççĕ. Унсăр пуçне уйрăм çынсем хăйсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçлама грант пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри «Бичурин сачĕ музейпе парк комплексне» тата Етĕрне районĕнчи Мăн Шемертенри «Чăваш хресченĕн хуçалăхĕн музейне» шăпах çак укçапа йĕркеленĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика