Ялхуçалăх ĕçченĕсем çуракине хатĕрленеççĕ, хуларан çунтармалли-сĕрмелли, минерал удобренийĕ, хими имçамĕ, вăрлăх, çĕнĕ техника, саппас пайсем турттараççĕ. Тăкака саплаштарма ытларахăшĕ банкран кредит илет.
Юлашки çулсенче çĕртен туса илекен апат-çимĕç пысăк тупăш кÿнине пурте лайăх пĕлеççĕ. Çакă, паллах, культурăсене вăхăтра акса-лартса хăварма, тăрăшса пăхма хистет. Акана тĕплĕн хатĕрленнине хуçалăх ертÿçисемпе, инженер-механиксемпе, механизаторсемпе, вăрлăх кÿрекенсемпе калаçнă чухне те, тĕрлĕ шайри влаç органĕсенче иртекен канашлусенче те туятăн. Çĕр ĕçченĕ умĕнче - чăннипех яваплă тапхăр. Ăна мĕнле ирттернинчен килет кашни хуçалăх пуласлăхĕ. Ертÿçĕсем çакна чун-чĕрепе туяççĕ, пĕлсе тăраççĕ. Çавăнпа хатĕрленÿ ĕçне акана тухиччен пурнăçлассишĕн вăй хураççĕ.
Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕпе Петр Тунгуловпа телефонпа çыхăнсан вăл Шупашкарти пĕр предприятире - ГСМ, тепринче - удобрени кÿрес, ЧР Ялхуçалăх министерствинче субсиди илес ыйтусемпе ирех çÿренине пĕлтĕм. «Колхоза пырса эсир акана еплерех хатĕрленнипе кăсăкланас шухăш пур. Хаçатçăсене йышăнма вăхăт тупаятăн-и.» - терĕм те - «Ленин колхозĕн ĕçченĕсем журналистсене - яланах тарават. Килĕр, паллашăр», - хуравларĕ председатель кăмăллăн.
Тĕп хуларан Апаш ялне çитме 15 çухрăм çеç. Тÿрех колхоз правленине хирĕç вырнаçнă машина-техника паркне кĕтĕмĕр. Гараж умĕнче - вĕр-çĕнĕ техника хатĕрĕсем. Мĕн тери илемлĕ те вăйлă çĕр ĕçченĕсен шанăçне тÿрре кăларакансем! Малалла вулас...