02 марта 2015 г.
Хуçалăхсенчи ĕне выльăха епле хĕл каçарнипе паллашма Чăваш Республикин ветеринари службин выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн пуçлăхĕ В. Уланкова тата район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн специалисчĕ Е. Филиппова çула тухрĕç. Чи малтанах вĕсем А. Белов хресченпе фермер хуçалăхне çитрĕç(сăнỹкерчĕкре). «Кунта тăракан 129 выльăх пуçĕнчен 50-шĕ сăвакан ĕне, - каласа парать Вера Леонтьевна Уланкова. - Ăшă та типĕ витере выльăхсене, чăн та,лайăх, апат рационĕнче çителĕклĕ таран утă, силос,авăртнă çăнăх. Тата çакна палăртма кăмăллă, маларахри çулсенчи опыта тĕпе хурса, хыр лăсси те рациона кĕртнĕ. Ку паха та витаминлă апата ĕнесем те, пăрусем те аван çиеççĕ, сăвăм ỹсессине те, ỹт хушассине те лайăхлатаççĕ». Çавăн пекех çак кун район специалисчĕсем Э. Агаев, М. Тагеев, А. Федоров хресченпе фермер хуçалăхĕсене çитсе курчĕç. Асăннă хуçалăхсенчи выльăхсем кăнтăрлахи вăхăтра урамри картишĕнче, хĕвел питтинче утă çиеççĕ, иккен. Каçхи апат сенажпа çăнăх хутăшĕнчен (тăварпа тутлăлантарнăскер) тăрать. Унпа вара ĕнесем витене кĕртсен, сăвăм вăхăтĕнче сăйланаççĕ. Тата çакна каласа хăвармалла, хальхи вăхăтра 6 уйăхран аслăрах выльăхсене çуркуннехи диспансеризаци ирттереççĕ. Тĕрĕслеве юн, сĕт, шăк анализĕсене илнĕ, чирсенчен вăхăтра прививкăсем тăваççĕ.
Г. ТРИФОНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)