25 февраля 2015 г.
"Çĕрулми-2015" курав Шупашкарта икĕ кун ĕçлерĕ. Халăх йышлă çитсе курчĕ унта. Пĕрисем тÿрех çĕрулмин паха вăрлăхне туянма "Николаевский" суту-илÿ комплексĕн чĕртавара курттăммăн сутакан павильонĕсене васкарĕç. Теприсем малтанах иккĕмĕш хутра вырнаçнă куравпа, туянас текен тавар пахалăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç. "Иккĕмĕш çăкăрăн" хăш сорчĕ аванрах? Çĕннисем пур-ши тесе кăсăкланчĕç вăрлăхлăх çĕрулми патне ятарласа килнисем. Халăх çĕре юратать, хисеплет, унран писме шухăшламасть. Хула çыннисем те акă дачисене пăрахасшăн мар курăнать, теприсем вĕсене çĕнĕрен вăй илтересшĕн. Лавккасемпе пасарсенче апат-çимĕç хакĕ ÿсни хулара пурăнакансене те çĕр патне тавăрать. Ку япăх йăла мар. "Ĕçлекен çын хусканура. Хускални вара - пурнăç", - аса илтерчĕ пасара пынă хĕрарăмсенчен пĕрне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Çĕрулмие пысăк лаптăксенче туса илекенсемшĕн те савăнчĕ Чăваш Ен ертÿçи. "Ялти хресченсемшĕн тахçанах кĕтнĕ вăхăт çитрĕ", - терĕ. Вĕсем çитĕнтерекен чĕртаварăн хакне шута илсе çапла каларĕ. "Раççее хирĕçле санкцисем экономикăн хăш-пĕр тытăмне ура хучĕç, анчах ялхуçалăхĕнче тăрăшакансене çакă аталанма хушма майсем уçса пачĕ. Çĕрулми тупăшлă культура пулса тăчĕ. Ăна ытларах та ытларах туса илсе Казахстана, Европа çĕршывĕсене те сутма пулĕ", - палăртрĕ Михаил Игнатьев. Лавккасенче çĕрулмин хакĕ пысăк пулни те - вăхăтлăх пулăм. Михаил Васильевич шухăшĕпе "иккĕмĕш çăкăрăн лаптăкĕсене ÿстерсе пырсан, продукци калăпăшĕ пысăклансан хаксем те йĕркеленмелле.
Çĕрулмишĕн куравра чăннипех те хавхаланмалла пулчĕ. Раççейĕн 15 регионĕнчен килнĕ хăнасем хăйсен таварĕпе хаваспах паллаштарчĕç, каласа кăтартрĕç, ыйтусене хуравларĕç. Çĕр çинче çĕрулмисĕр чăннипех те пурнăç çук-мĕн! Çурçĕр Осетири чуллă çĕр çинче те çитĕнет вăл. Ку çеç-и? Çак республикăран çитнĕ хăнасем каласа кăтартнă тăрăх - 2500-2700 метр çÿллĕшĕнче, çÿллĕ ту айĕнче туса лартнă лабораторире вĕтĕ çĕрулми вăрлăхĕ çитĕнтереççĕ.
Беларуçсен çĕрулми вăрлăхне пирĕн çĕршывра мухтанине пĕрре мар илтнĕ. Вĕсем те Чăваш Ене хăйсен таварĕпе çитнĕ.
"Иккĕмĕш çăкăра" ÿстернĕ чух кирлĕ пулакан шăвармалли хатĕр, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа çумкурăкран хÿтĕленмелли препаратсем кăларакан предприятисем те, çĕрулми пусси çинче усă курмалли техникăна рекламăлакансем те курава сумлăлатрĕç.
Хавхалану пулсан ĕç каять. Республика ертÿçи акă хресченсене патшалăх пулăшăвĕ пĕлтĕрхинчен кая мар пуласса шантарчĕ. Апла кăçал çĕрулмие иртнĕ çулхинчен ытларах лартса пуçтарса илме шанчăк пур. Пĕлтĕр пирĕн республикăра ăна виçĕм çулхинчен кăшт сахалрах туса илнĕ.
Пĕтĕмпе - 580 пин ытла тонна. Виçĕ çул каялла меллĕ çанталăк тăнă вăхăтра 900 пин тоннăна та çитернĕ. Ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăра çитĕнтернĕ çĕрулмин 26 процентне пысăк коллективлă тата фермер хуçалăхĕсенче лартса ÿстернине палăртрĕ. Ăна тата пахчаçимĕçе упрама 25000 тонна чĕртавар вырнаçмалăх 10 управ хуралти тунă. Çак ĕç тăкакĕн пĕр пайне патшалăх саплаштарнă. Кăçал кунашкал хуралтăсем тăвакансене федераци тăкакланнă суммăн 30 процентне мар, 20-ĕшне кăна саплаштарать.
Раççей çĕрулмийĕн ыйтăвĕсене хăнасем ятарлă конференцире тата "çавра сĕтелсем" йĕркелесе тишкерчĕç. Кунта хутшăннисем хавхаланупа кăна çырлахмарĕç. "Иккĕмĕш çăкăра" çитĕнтерес ĕçре çĕнĕлĕхсем çук мар. Тĕрлĕ регион ăсчахĕсем çĕнĕ сортлă вăрлăх çĕрулми тумалли опытпа паллаштарчĕç. Ку шутра курава йĕркелекенсенчен пĕри - Раççейри çĕрулмипе ĕçлекен А.Г.Лорх ячĕллĕ наукăпа ăслăлăх институчĕ те. Раççее хирĕçле йышăннă санкцисем хыççăн çĕнĕ сортсем хатĕрлес ĕçре татса памалли ыйтусем питех те нумайланнă иккен. Асăннă институтăн филиалĕсем çĕнĕлĕхпе тивĕçтерме ĕлкĕреймеççĕ. Çĕрулми Союзĕн ĕç тăвакан ертÿçи Алексей Красильников асăннă тăрăх - вăрлăха килĕшÿсем туса Голландирен, Германирен, Францирен, Шотландирен тата ытти хăш-пĕр çĕршывран кÿрсе килме йышăннă. Пысăк хуçалăхсене çĕнĕ вăрлăх нумай кирлĕ. Çавăнпа селекци ĕçне уйрăм çынсен компанийĕсене ытларах явăçтарни усса каясса палăртрĕç ăсчахсем. Ăслăлăх институчĕпе пĕрле хутшăнтарса ĕçлеттересшĕн вĕсене.
Çĕрулми Союзĕн ертÿçи тĕрлĕ енлĕ чылай тишкерÿпе паллаштарчĕ. Тĕслĕхрен, "иккĕмĕш çăкăр" туса илес ĕç тытăмне ура хуракансен шутĕнче - ют çĕршывсен санкцийĕсем, вăрлăхлăх материал сахалли, кредитпа çыхăннă проектсем "пăрланма" пултарни. Кусем тулаш енчен витĕм кÿреççĕ. Хамăр çĕршывра та укçа-тенкĕ "выляни" шиклентерет. Ĕçлекенсем сахал тата çĕрулмипе пахчаçимĕçе хамăр патра тирпейлеме вăй-хал çитмест. Мĕнпурĕ те 2 процент кăна типтерленет.
Тĕрлĕ йышши удобрени хакĕ паянхи куна 40-70 процент таран хакланнă. Топливо хакĕ те самай ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле илсен кăçал çĕрулми çитĕнтерме 40-50 процент ытларах тăкакланма тивнине палăртрĕç конференцире.
Çĕрулмипе пахчаçимĕç туса илекенсене пулăшмаллине патшалăх ăнланса илчĕ. Çавах та "СеДеК" пĕрлешÿ ?пахчаçимĕç вăрлăхĕ тăвассипе ĕçлет% директорĕ Сергей Дубинин хальлĕхе пулăшу çителĕксĕррине пытармарĕ. Японире, Голландире, Америкăра та саплаштару укçи пысăках мар, анчах Раççейрипе танлаштарсан уйрăмлăх пит-куçа хĕретет.
Пысăк лаптăксенче çимелли çĕрулмине çĕнĕлĕхсемпе усă курса çитĕнтернипе "Слава картофелю" агрофирма ертÿçи Хасиятулла Идиатуллин паллаштарчĕ. Унăн хуçалăхĕ виçĕ районта тĕрлĕ тĕллевпе усă курма "иккĕмĕш çăкăра" уйрăммăн çитĕнтерет: элита, çимелĕх тата сутлăх. Чăваш çĕрулмин сумне çĕкленĕшĕн вĕсене чăннипех те мухтамалла.
Раççейре пурăнакансем темле пулсан та кăçал çĕрулмине пĕлтĕрхинчен сахал çимĕç. Экономика аталанăвĕн министерстви малтанласа палăртнă тăрăх - çак çул ăна 31,2 млн тонна пуçтарса илесшĕн. Ку иртнĕ çулхинчен 0,4 процент ытларах. Пахчаçимĕçе - 15,1 млн тонна ?0,8 процент нумайрах%. Теплицăсем, упрамалли хуралтăсем тума патшалăх пулăшма шантарать.
Хула халăхĕ пахине суйлама хăнăхнă. Хамăр патра хатĕрленĕ пахчаçимĕçĕн пахалăхĕ пулсан унран, паллах, Раççейре пурăнакан çын ютшăнмĕ.
Ирина НИКИТИНА,
Валентина ПЕТРОВА.