25 февраля 2015 г.
Ред Соня, Ред Леди, Мемфис, Королева Анна, Регги, Амур, Стефани, Бафана, Капризе, Любава, Зекура... Мĕнле кăна сорт çук-ши куравра?! Хăш-пĕр сорт ятне халиччен илтмен те. Чылай регионтан килнĕ экспонентсем вун-вун тĕрлĕ çĕрулми сортне кăтартрĕç. Вĕсем пĕр-пĕринчен калăпăшĕпе те, тĕспе те уйрăлса тăраççĕ.
Курава хутшăннисене Фиолетовый тата Василек сортсем кăсăклантарчĕç. Çавна май Çĕрулми туса илекен Лорх ячĕллĕ хуçалăхăн наука-тĕпчев институчĕн ĕçченĕ вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Вĕсене иккĕшне те асăннă институтра хатĕрленĕ. «Василек тăрăхларах çитĕнет. Тутипе Лорх сорт майлă. Кĕрпеклĕ, тутлă. Фиолетовый вара пиçсен те хăйĕн тĕсне сыхласа хăварать. Çак сорта Хĕвеланăç çĕршывсенче кăмăллаççĕ. Унăн хакĕ те хаклăрах. Вăл суперэлита шутланать. Ку сорта çиекен сăн-питрен ватăлмасть. Яланах хĕрлĕрех кĕрен тĕспе упранĕ», - шÿтлерĕ вăл.
Сирень те çак сортсем евĕрех. Хĕрлĕ-кăвак тĕслĕскерĕн ăшĕ те çавнашкалах иккен. Ăна Çурçĕр Осети - Аланири «ФАТ-АГРО» пĕрлешÿ тăратнă. Сирене ытларах салат валли чĕрĕлле усă кураççĕ. Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха вăл? Унра антиоксидантсем пур. Вĕсем организмран радионуклидсене кăлараççĕ. Чĕре, сахăр чирĕсенчен, атеросклерозран, шыçă чирĕнчен упрать, юн тымарне çирĕплетет, куçа çивĕчлетет. Ку сортра крахмал шайĕ 10-12 процент. Ытларах ăна диета апачĕ валли усă кураççĕ. Çурçĕр-Хĕвеланăç, Тĕп регионсенче çитĕнтереççĕ ăна. Унăн вăрлăхĕ те хаклă: пĕр çĕрулми - 22 тенкĕ.
Тюменьрен килнĕ Алена Митяй вара курава килнисене хăйсен сорчĕсемпе паллаштарчĕ. «Гала - кĕрпеклĕ, тутлă, - терĕ вăл. - Розара лайăх упранать. Беллароза - ир çитĕнекен сорт». Шултра çĕрулмине куç хывнисем туянас шухăшлине пĕлтерчĕç. Анчах та курттăммăн çеç, 20 тоннăран кая мар, сутнине каларĕ хĕрарăм.
Мускав облаçĕнчен килнĕ «Седек» агрофирма» тĕлĕнче 3-4 çамрăк чарăнчĕ. Ĕçе пуçăнакан фермерсем иккен. Леонид Горлов менеджертан сортсем пирки ыйтса пĕлчĕç, малашне пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине палăртрĕç.
Паллах, форум ĕçленĕ вăхăтра яланхи пекех вăрлăхлăх çĕрулми те туянма май пулчĕ. Суту-илĕве асăннă комплексăн павильонĕсенче йĕркеленĕ. Тĕп хулана вăрлăх туянма республикипех пуçтарăннă тейĕн.
Вăрлăхпа республикăри 8 ялхуçалăхĕ тивĕçтерчĕ. 20 ытла сорт туянма май пулчĕ унта. Кам хăшне килĕштерет - çавна туянчĕ. Халăх шухăш-кăмăлĕпе вулакана та паллаштарар:
Светлана Николаева /Патăрьел районĕ/:
- Çĕрулми куравне пĕрремĕш хут килтĕмĕр. Эпир Роко сорт туянасшăн. Пирĕн ялта ытларах ăна çитĕнтереççĕ. Импала та аван тенине илтнĕ. Çакнашкал куравсем йĕркелени ял çыннишĕн питĕ усăллă. Çĕрулми сортне çулсерен улăштармалла.
Сергей Никитин /Елчĕк районĕ/:
- Курава кашни çулах вăрлăх туянма килетĕп. Пахча питех пысăк мар пулин те 3-4 сорт çитĕнтеретĕп. Сортсене çулсеренех улăштаратăп. Паян Беллароза туянасшăн. Вăл питĕ ир çитĕнет. Шăрăх çанталăка чăтать, чир-чĕре парăнмасть. Пур тăпрана та килĕштернине илтрĕм. Çын нумай пуласса пĕлсех çула ир-ирех пуçтарăнтăмăр.
Надежда Васильева /Канаш районĕ/:
- Ялтан ятарласа пуçтарăнса килтĕмĕр. Курав çинчен хаçат-журнал, радио-телекурав тăрăх пĕлтĕмĕр. Эпир йăмăкпа ир çитĕнекен сорта - Жуковские - туянтăмăр. Маларах кăларса çиесшĕн. Пирĕн ял - Матькасси - пысăках мар. Хĕллехи вăхăтра пушанса юлать вăл, çулла хуларан куçса килеççĕ. Пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Пурте туслă пурăнатпăр. Сортсене пĕр-пĕринпе улăштаратпăр.
Елена Ярзукова /Çĕнĕ Шупашкар хули/:
- Чи малтан хаксемпе паллашрăм. Суперэлитăсем 30-50 тенкĕ, ахаль вăрлăха 20 тенкĕпе те туянма пулать. Гала лайăх тенине илтрĕм. Çак сорта туянас кăмăл пур. Курава халиччен килмен. Вăрлăх туянакан нумай пулни тĕлĕнтерчĕ. Апла пулсан курав кирлех. Унсăрăн вăрлăха ăçта туянма пулĕччĕ? Пĕлтĕр çĕрулми хакланчĕ. Çавăнпа ăна хамăр дачăрах çителĕклĕ лартса ÿстересшĕн.
Куравра çĕрулмине çумкурăкран, хурт-кăпшанкăран хÿтĕлемелли хатĕр-хĕтĕр, им-çам та сутрĕç. Çавăн пекех çак кунсенче ялхуçалăх техникин выставки те ĕçлерĕ. «Иккĕмĕш çăкăртан» хатĕрленĕ апат-çимĕçе те тутанса пăхма май пулчĕ.
Ирина НИКИТИНА,
Валентина ПЕТРОВА.