01 февраля 2013 г.
Февралĕн 21-22-мĕшĕсенче Шупашкарта регионсен хушшинчи «Картофель» курав 5-мĕш хут иртĕ.
Çак кунсенче республикăн тĕп хулинчи Николаев урамĕнчи ярмăрккара 3 ют çĕршывран тата Раççейри 16 регионтан 80 компание кĕтеççĕ. Беларуçрен, Голландирен тата АПШран, çĕр улми ÿстерессипе тĕнче центрĕсенчен селекционерсемпе продукци туса кăларакансем те пулма тивĕç.
Пĕлтĕрхи курава 9 пин специалист пырса курнă. Хăйсен экспозицийĕсене çĕр улми ÿстерекенсем кăна мар, çавăн пекех ÿсен-тăрана хÿтĕлессипе, тирпейлессипе тата чĕркесе çыхса хурассипе ĕçлекенсем те тăратнă. Паллах, дегустаци те пулĕ. Чăваш Ен кулинарĕсем çĕр улмирен 120 блюдо хатĕрлеме шантарнă. Куравра ирттерме палăртнă наукăпа практика конференцийĕнче çĕр улми индустрийĕнчи инноваци аталанăвĕ пирки сăмах пулĕ. Николаев урамĕнчи суту-илÿпа курав павильонĕнчи 2-мĕш хутра вăрлăхлăх çĕр улми сутассине йĕркелĕç. Çулсерен мероприятие специалистсем кăна мар, республика çыннисем те хутшăнаççĕ.
Источник: "Тăван ен"