Ялта ĕç çукки çинчен калаçатпăр час-часах. Комсомольски район сайтне кĕнĕ май ĕç вырăнĕсем пуррине асăрхарăм. Тĕрлĕ хуçалăхра выльăх тухтăрĕ, зоотехник, агроном, инженер, механизатор тата ытти специалист кирлĕ. Пурне те тара илнĕ хваттерпе тивĕçтереççĕ. Ĕç укçи тĕрлĕрен. Сăмахран, выльăх тухтăрĕн – 10000 тенкĕ, тĕп агрономăн – 11142, трактористăн – 10000, дояркăн – 8000, хуралçăн – 5500.
Ял çыннишĕн ку шалу аптрамасть тейĕпĕр. Анчах хаксем кунсерен ÿссе пынăран укçа йÿнелсех пырать. Тепĕр тесен ял çыннин те тутлă çиес, лайăх тумланас килет-çке. Лавккана кĕрсен куç алчăрать. Кĕсьере кĕмĕл чăнкăртатни вара çителĕксĕр, шăтăр-шăтăр туни кирлĕ.
Ку ĕç вырăнĕсем те маларах пушă пулман, паллах. Специалистсем вăрăм укçа шыраса Мускава е урăх хулана кайнă пулĕ. Теприсем вара – тивĕçлĕ канăва.
Çакнашкал вакансисене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн сайтне те вырнаçтарнă. Çамрăксене Челябинск хулинех чĕнеççĕ. Кунти «Агрофирма «Ариант» пĕрлешÿ ĕнерхи студентсене ĕçпе тивĕçтерессине пĕлтерет. Мари Республикинчи «Шойбулакский» ăратлă выльăх завочĕ те ветеринарсене, зооинженерсене йыхравлать. Ĕç укçи – 35000 тенкĕ. Хамăр республикăри Çĕрпÿ, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенчи хуçалăхсем те çамрăксене кĕтеççĕ. Паллах, шалу чылай пĕчĕкрех. Çамрăксем вара ĕçе вырнаçма васкамаççĕ. Аслă шкул хыççăн чылайăшĕ Мускав çулне такăрлатать.
«Агроном укçипе мĕнле пурăнмалла манăн? – тет пĕлĕшĕм. – Çемье çавăрсан выçăхсах вилетĕп. Çурт лартмалла, машина туянмалла тата ытти те». Вăл кăçал çеç ял хуçалăх академине пĕтерчĕ. Каччăн ĕмĕчĕсем малтан мала чупаççĕ. Уйăхне 10 пин тенкĕ ĕçлесе илнипе ĕмĕтсене пурнăçлаймăн. Ăна та ăнланма пулать: çамрăк чух пурăнса курасшăн йĕкĕт. «Диплом вара?» – ыйтрăм кăсăкланса. «Арча тĕпĕнче выртать, çăкăр ыйтмасть вĕт, – пулчĕ хурав. – Хальхи вăхăтра никам та специальнăçпа ĕçлемест. Ăçта тÿлеççĕ – çавăнта каяççĕ».
Пилĕк çул вĕренсе «ăсланнă» çамрăка ÿкĕтлеме хăяймарăм. Лайăх пурăнма ĕмĕтленекенскере тивĕçлĕ шалу кирлĕ. Тепĕр тесен, ачасене тăван тăрăхран ашшĕ-амăшех пистермест-и? Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра ачи валли тĕп хулара хваттер е пÿлĕм туянать. Паллах, тĕпренчĕкĕ нуша курасран, выçă ларасран шикленет. Аш-пăшне, пахча çимĕçне çăмăл машинăпах тиесе ярать. Çапла вара алă сулсах ывăлĕ-хĕрне яланлăхах ялтан ăсатать. Хваттерлĕ çамрăк тăван тăрăха каялла таврăнасси иккĕленÿллĕ. Вăл унтах тымар ярать. Ватăлсан тин ашшĕ-амăшĕ хăйĕн йăнăшне ăнланать, ачисем хуларан килессе куç пек кĕтет.
Ялсенче хуралçă, доярка вырăнĕсем те пушă. Халĕ кĕтÿçĕ тупма та çăмăл мар. Маларах фермăна ĕне сума кĕрессишĕн «çапăçатчĕç». Ку професси ялта сумлисенчен пĕри шутланнă. Вĕсен шалăвĕ те колхозниксенчен ытларахчĕ, хисепĕ те пурччĕ. Унта-кунта экскурсисене каймалла пулсан та чи малтан ферма ĕçченĕсене йыхравлатчĕç. Кĕтÿçĕ те шыраса хăшкăлман, йĕтем çинче вăй хуракан та чылай пулнă. Пĕчĕк укçапах çырлахнă халăх. Халĕ чăвашăн та «куçĕ уçăлчĕ». Пĕр-пĕринпе ăмăртса çурт лартать, машина туянать. Мускав, Çурçĕр çулне такăрлатать. Маларах фермерта ĕçленĕ пĕлĕшĕм те çĕрĕсене пăрахса çĕр-шывăн тĕп хулине тухса кайрĕ. Стройкăра ĕçлет, чылай укçа илет. «Мана халĕ çĕр те, техника та кирлĕ мар. Вăхăтра апат çиетĕп, вăхăтра канатăп. Шалу та аван», – савăнăçне пайларĕ вăл манпа. Çĕр улми, тĕш-тырă çитĕнтерессишĕн чунне парса тăрăшнăскере юлашки çулсенче çанталăк та такăнтарма пуçлани самаях шухăшлаттарнă. Патшалăхран та пулăшу çуккине пĕлтерчĕ.
Ял çыннине те укçа кирлех. Çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Тухăç илессишĕн иртен пуçласа каçчен тăрăшать хресчен, анчах ĕç укçи курăнмасть. Чылай апат-çимĕçе вара вăл туса илет. Унсăр сĕт те сăвăнмасть, тĕш тырă та çитĕнмест, аш-какай та пулмасть.