Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнер - хушма хуçалăх хуçи, паян - фермер

20 ноября 2013 г.

Пĕлтĕр çĕр-шывра «2012-2014 çулсенче ферма ĕçне пуçăнакансене пулăшасси» программа хута кайрĕ. Чăваш Енре те патшалăх пулăшăвĕпе усă курма тытăнчĕç. Иртнĕ çул республикăри 51 фермер тавăрса памалла мар субсиди (пĕтĕмпе 54 млн тенкĕлĕх) илнĕ. Кăçал комисси конкурспа 43 çынна суйласа илнĕ. Вĕсене фермер (хресчен) хуçалăхне аталантарма тата йăла ыйтăвне татса пама грант шучĕпе 47 млн тенкĕ уйăрса панă.

Çемье фермине йĕркелекенсен те патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пур. Иртнĕ çултанпа ферма тума кайнă тăкакăн 60 процентне бюджет шучĕпе саплаштарма пултараççĕ. Паллах, субсидие илес тесен конкурса хутшăнмалла, ĕçлеме пултарнине çирĕплетсе памалла. Субсиди виçи сумлă. 2012 çулта конкурсра çĕнтернĕ 3 фермер çемье ферми тума кайнă тăкака саплаштарма 28, 94 млн тенкĕлĕх грант тивĕçнĕ. Кăçал 7 фермера 33, 8 млн тенкĕ уйăрса пама йышăннă.

Çĕрпÿ тăрăхĕнче фермер хуçалăхĕсем мĕнле аталанса пыраççĕ-ши? Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Борис Марков каласа парать:

- 90-мĕш çулсенче пирĕн тăрăхра та фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме тытăнчĕç. Çакă колхоз-совхозсем арканнипе тата пай çĕрĕсем уйăрса панипе çыхăннă. Вăй илсе аталаннă хушма хуçалăхсем фермера куçрĕç. Çапах ытти районсемпе танлаштарсан Çĕрпÿ енче вĕсем ытлашши нумай тесе калаймăн. Пурĕ 19 фермер, çав шутра йĕркеллĕ ĕçлесе пыраканнисем - 15. Пурин те пуçарулăх, пултарулăх çитсе пымасть çав. Хăшĕ-пĕри вара республика шайĕнче палăрма пултарчĕ. Акă Андрей Хорошавин хуçалăхĕ Чăваш Енре чи пысăккисенчен пĕри тесен те йăнăшмăп. Унăн усă куракан çĕр кăна 3 пин гектар, çав шутра 2, 5 пин гектарĕ çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтерет. Кăçал район кĕрхи культурăсене акассипе плана тултараймарĕ. Хорошавин вара палăртнине туллин пурнăçларĕ, 1206 гектар çинче кĕрхи культурăсене акса хăварчĕ.

Александр Артемьев фермер çĕр улмипе купăста çитĕнтерет. Çулталăкĕпех пахча çимĕçпе Çĕрпÿри ача сачĕсене, шкулсене тивĕçтерсе тăрать.

Фермерсем районта хуçасăр юлнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ. Кăçал, акă, Хорошавин юхăннă хуçалăхăн 500 гектарне илчĕ. Иван Федоровпа (325 гектар) Сергей Николаев (6) усă курмасăр выртнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртрĕç.

- Борис Николаевич, районта «Фермер ĕçне пуçăнакан» тата «Çемье ферми» программăсемпе усă куракансем пур-и?

- Малтанах хăшĕ-пĕри çĕнĕ программăсем туллин хута каясса, тавăрса памалла мар укçапа тивĕçтерессе шансах каймастчĕ. Хăйсен куçĕпе курса ĕненнĕ хыççăн тинех хускалма тытăнчĕç. Конкурса хутшăнакансен йышĕ ÿссе пыни сисĕнет. 2012 çулта фермер ĕçне пуçăнакансем пиллĕкĕнччĕ, иккĕшĕ çĕнтерме пултарчĕç. Алексей Афанасьев пĕвере пулă ĕрчетме, Михаил Михайлов теплица хуçалăхне йĕркелесе яма грант илчĕç.

Кăçал конкурса çиччĕн хутшăнма кăмăл турĕç. Çав шутран виççĕшĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçни пирĕншĕн те пысăк çитĕнÿ. Ирина Степанова (Матикасси ял тăрăхĕ) грант укçипе (1, 1 млн тенкĕ) 50 ĕне тытмалăх сĕт-çу ферми тунă. Надежда Чиркина (Иккĕмĕш Вăрманкасси) уйăрнă 970 пин тенкĕпе мăйракаллă шултра выльăх фермине юсаса çĕнетнĕ, ял хуçалăх техники туяннă. Андрей Михайлов фермер (Йĕкĕрвар) хуçалăхĕнче сурăхсем ĕрчетме палăртнă. Патшалăх пулăшăвĕ (1 млн тенкĕ) 200 сурăх тытмалăх фермăна юсаса çĕнетме тата ял хуçалăх техники илме кайнă.

Юлашки виçĕ çулта районти пысăк предприятисенче сурăхсене пĕтерсе пычĕç темелле. Хушма тата фермер хуçалăхĕсенче кăна вĕсен йышĕ чакмарĕ. Михайловка ял тăрăхĕнчи Игорь Михайлов хушма хуçалăхĕнчех 200 пуçа яхăн. Метикасси енчи Олег Степанов «Романовски» ăрат ĕрчетет. Андрей Михайлов фермер хуçалăхĕ вăй илсе кайсан районта сурăх ĕрчетесси тепĕр хут çĕкленĕ. Вăл та «Романовски» ăратпа ĕçлесшĕн. Сурăх какайне вырнаçтарассипе йывăрлăх пулмалла мар. Сăмах май, паян унăн хакĕ ĕне какайĕнчен те хаклăрах, килограмĕ 250 тенкĕпе. Çĕрпÿ тăрăхне Тутарстанран та туянакансем килеççĕ.

Шел, çемье ферми тума патшалăх пулăшăвне илекенсем пулмарĕç. Конкурса хутшăнчĕç-ха вĕсем, çĕнтерме бал çитеймерĕ пулас.Çемье фермисем районта пур-ха. Валентина Егорова, акă, мăйракаллă шултра выльăх 60 пуç тытать. Ÿсен-тăран, пахча çимĕç çитĕнтерет. Çитес çул вăл конкурсра çĕнтерсе «Çемье ферми» программăна лекессе шанатпăр. Унăн ĕçĕ куç умĕнчех-çке.

Ял хуçалăхĕнче хăватлă техникăсăр май çук. Кăçалхи 9 уйăхра районта 43 тĕрлĕ ял хуçалăх техники 102, 3 млн тенкĕлĕх туяннă. Е малтанхи çулхин 120 проценчĕ. Иван Федоров фермер 10 млн тенкĕлĕх техника илнĕ. Андрей Хорошавин, «Луч» фермер хуçалăхĕсем те çулсерен машина-трактор паркне çĕнетсе пыраççĕ.

Фермерсене районти мероприятисене яланах чĕнме тăрăшатпăр. Пĕрле пухăнса «çавра сĕтел» хушшинче çивĕч ыйтусене сÿтсе яватпăр. Вĕсем патшалăхăн ытти пулăшăвĕпе те усă кураççĕ: çăмăллатнă кредит, сутнă сĕтшĕн субсиди илеççĕ тата ытти те. Çакна та палăртса хăварас килет. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас тесен ĕç-хĕле документсенче кăтартмалла, статистика отчетне тăратмалла. Эпир документсене йĕркелеме пулăшатпăр.

Кăçал фермерсене страхлав взносне çулталăкне 36 пин тенке яхăн тÿлеттермелле туни нумайăшĕн кăмăлне каймарĕ. Районсенче фермер хуçалăхне хупакансем те пулчĕç. Вĕсемшĕн хушма хуçалăхпа ĕçлесе пыма çăмăлрах - капла налук тÿлемелле мар. Вăйлă аталаннă, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан хушма хуçалăхсем фермера куçма тăхтани çакăнпах çыхăннă-тăр. Тепле пулсан та пысăк хуçалăхра ĕçлеме-çаврăнма та çăмăлрах.

Лариса Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика