23 ноября 2013 г.
Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленмен пулин те пĕтĕмĕшле лару-тăру уçăмлă. Уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн çак вăхăтченхи кăтартăвĕсем те паллă. Çавна май район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçинчен Петр Тремасовран агропромышленность комплексĕнчи ĕçĕ-хĕл пирки каласа кăтартма ыйтрăмăр.
- Юлашки çулсенчи çанталăк условийĕ ял çыннине хирĕçле пулнăнах туйăнать. Çĕр ĕçченĕшĕн кăçал та йывăр çул пулчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, Петр Иванович, вырма ĕçĕсене пурнăçлассинче çăмăл мар лару-тăруран епле тухрĕç?
- Район территорийĕнче çу уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕ вĕçлениччен те çĕре витермелле çумăр çуманни пысăк çухатусем патне илсе çитерчĕ. Чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕ шăрăх çанталăкра ял хуçалăх культурисен 8724 гектарĕ - пĕтĕмпе акнă лаптăкăн 23 проценчĕ (пурĕ 214 миллион тенке яхăнлăх) сиенленнине палăртрĕ.
Вырмана тухсан çанталăк çумăра кайрĕ. Апла пулин те уй-хирте çитĕннĕ мĕн пур пек пуянлăха тăкаксăр пухса кĕртме пултартăмăр. Ертỹçĕсемпе специалистсен, механизаторсемпе ытти ĕçченсен теветкеллĕхне тата чăтăмлăхне пула пурĕ 32907 тонна, 1 гектартан 21, 2 центнер тĕш тырă, 11158 тонна, 1 гектартан 159 центнер çĕр улми, 1082 тонна, 1 гектартан 172 центнер пахча çимĕç алла илнĕ. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçипе тăрантарса усрама çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă.
Çĕр ĕç культурисене туса илессинче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курса ĕçлекен "Рассвет", "Победа", "Клевер", "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕсенче, Курнавăшри Ю.Цветков тата Таяпа Энтринчи Ф.Шадриков хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче шăрăх çанталăк условийĕнче те япăх мар тыр-пул çитĕнтернĕ тата ăна тăкаксăр пухса кĕртнĕ.
Çĕр улми кăларнă вăхăтра, каламалли те çук, пĕр ырă кун-çĕр пулмарĕ. Çумăр чарăнмасăр çуса тăнине пула ăна пухса кĕртес вăхăт вăраха тăсăлчĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" самай пысăк лаптăксенче çитĕнтерекен "АСК-Яльчики" ОООри тата Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, малта пыракан технологисемпе усă курнăран, халĕччен ăна пухса кĕртессинчи йывăрлăхсене туйсах кайман. Пытармалли çук, кăçал вĕсем те нуша курчĕç, ĕçленинчен усси пурри анчах йывăрлăх çинчен мантарчĕ. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр "АСК-Яльчики"ОООра çĕр улмирен 1 гектар пуçне шутласан 223 центнер, Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 210 центнер тухăç илнĕ.
- Çитес çулхи тухăç никĕсĕ шанчăклă-и?
- 18000 ытла гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи туса хăварнă. "Яманчурино", "Сатурн", "Труд", "Эмметево", "Комбайн", "Прогресс", "АСК-Яльчики", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче çак ĕçе уйрăмах пахалăхлă пурнăçларĕç. Кĕрхи культурăсене те агротехника хушнă чи кĕске вăхăтра, кирлĕ таран лаптăкра (5500 гектар) акса хăварнă. Хирсенче пулса курсан вĕсем хĕл каçма лайăх вăй илсе юлнине куратпăр.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене çитес çул акма та çителĕклĕ таран хатĕрлесе хăварнă. Хальхи вăхăтра ăна пахалăх тĕлĕшĕпе "Россельхозцентрăн" районти уйрăмĕнче 3395 центнер тĕрĕслеттернĕ. Çав шутран 1805 тонна (53 процент) вăрлăх акма юрăхлă кондицие тивĕçнĕ. Пахалăхлă вăрлăх хатĕрлес ĕç малалла пырать.
- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 10 уйăхри кăтартăвĕсем мĕнле?
- Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче отчетлă тапхăрта иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 9 процент ытларах - 16762 центнер аш-какай, 14 процент ытларах -136186 центнер сĕт туса илнĕ. Районĕпе 1 ĕнерен 4550 килограмм сĕт сунă. Уйрăм ял хуçалăх предприятийĕсенчи çак кăтарту тата пысăк. "Победа" ОООра, тĕслĕхрен, 10 уйăхра 1 ĕнерен 6003 килограмм, "Комбайн" ЯХПКра - 5438, "Прогресс" АХОра - 5361, "Эмметево" ОООра 5260 килограмм сĕт сунă.
Мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутра сăвăнакан ĕнесен хисепĕ ỹссе пыни, унпа пĕрлех, выльăх-чĕрлĕх фермисене паянхи кун ыйтăвне тивĕçтермелле реконструкци туса çĕнетни ĕç тухăçлăхне ỹстерме, çавна май выльăх-чĕрлĕх отрасльне кирлĕ шайра аталантарса пыма май парать.
- Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕпрен çĕнетсе лайăхлатас тĕлĕшпе инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессипе тимлеççĕ. Петр Иванович, хăшĕсене уйрăммăн палăртса калама пулать?
- Хальхи вăхăтра "Энтепе" ОООра 25 миллион тенкĕлĕх инвестици проектне ĕçе кĕртессипе тимлеççĕ. 200 пуç ĕне выльăх вырнаçакан витене çак кунсенче хута ямалла.
Темиçе çул каяллах фермăри витесене тĕнче шайĕнчи стандартсене шута илсе реконструкци тума пикеннĕ "Победа" ОООра кăçал çуллахи лагерьти ĕç условийĕсене лайăхлатассипе нумай ĕç туса ирттернĕ. "АСК-Яльчики" ОООра çĕр улми лаптăкне шăвармалли (1000 метр тăршшĕ) установка, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕне фермине сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă.
Николай Бикулов (йывăр тăпри çăмăл пултăр) фермер пикеннĕ пысăк ĕçе (инвестици проекчĕн хакĕ - 15 миллион тенкĕ) унăн ывăлĕ Александр ăнăçлă пурнăçласса шанатпăр. Кушкăри Ирина Чайкина фермер мини-ферма хута янă.
Пысăк ĕçе пикенес кăмăллă çынсем районта тата нумай. Çĕнĕ çулхи çĕнĕ вăйпа вĕсем те хăйсен малашлăх тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессе шанатпăр.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.