26 ноября 2013 г.
Кĕркуннен юлашки кунĕсем пыраççĕ. Кунсем кĕске те сивĕрех. Хĕвел хутран-ситрен кăна тухкаласа илет. Шел пулин те, кăçалхи çулăн кĕр кунĕсем ытларах пĕлĕтлĕ те çумăрлă пулчĕç. Çапах та юпа уйăхĕн 28, 29-мĕшĕсем сывлăш температури хуртсемшĕн лайăх, хĕвеллĕ те лăпкă уяр кун пулнипе хурт-хăмăр çемйисем ăнăçлă вĕçсе каяшсенчен тасалма питех те усăллă пулчĕç.
Ытти хурт-кăпшанкăсемпе танлаштарсан, пыл хурчĕсем хĕллехи вăхăтра çывăрмаççĕ, вĕсем йĕркеллĕ пурнăçпах пурăнаççĕ, апат çиеççĕ, таврари улшăнусене туяççĕ. Анчах та сивве пула йăваран вĕçсе тухаймаççĕ, хăйсен вар-хырăмне пушатаймаççĕ. Çавăнпа та пыл хурчĕсене çанталăк тĕлĕнмелле пахалăх панă — вĕсем каяшсене пыршăлăхра питĕ вăрах вăхăт тытса усрама пултараççĕ. Хуртсен кайри пырши, ирĕлмен апат юлашкисемпе тулнă май, пысăкланса пырать, унти парсем çак каяшсем çĕресрен сыхлакан япала кăлараççĕ.
Пыл хурчĕсен тата тепĕр лайăх енĕ пур: вĕсем хĕллехи вăхăтра апат перекетлĕн, питĕ сахал çиеççĕ (вăтам йышлă çемье талăкне — 30—40 гр.).
Çакă вĕсене сивĕ те вăрăм хĕле чăтса ирттерме май парать.
Кĕркунне çанталăк сивĕтме пуçласанах пыл хурчĕсем карасăн пĕчĕкрех лаптăкĕ çинче купаланма пуçлаççĕ. Купара вĕсем яланах куçаççĕ, пĕр-пĕринпе сĕртĕнсе ăшăнаççĕ, çавна май вара ăшă кăларма апат сахал пĕтереççĕ. Мĕн чухлĕ сивĕрех, хуртсен купи çавăн чухлĕ çăтăрах пулать. Вĕсем ăшша çавăн чухлĕ сахалтарах кăлараççĕ. Çанталăк кăшт ăшăтсан, хуртсен купи кăпăшланать, сывлăш ылмашăвĕ тата температура лайăхланать. Купан аялти сийĕ ялан хулăнрах, мĕншĕн тесен унтан сивĕ ытларах кĕрет. Çÿлти сийĕ çÿхе пулать, мĕншĕн тесен ун витĕр углекислăй газпа нÿрĕк тухать. Хуртсен купи çаврака пулнă пирки ăшă сахал тухать.
Пыл хурчĕсен йăхĕ пурнăçшăн кĕрешсе суйланса аталаннă. Тĕнче тăрăх саланса тĕрлĕ условисенче пурăнма хăнăхнă. Çавăнпа вĕсен биологилле паха енсем — сивве чăтасси — аталаннă та ĕнтĕ. Ку вĕсене сивĕ хĕле чăтса ирттерме май парать.
Хурт çемйи умне çут çанталăк пĕр задача лартнă — вăя пĕтермелле мар, вăл çуркунне питĕ кирлĕ.
Кĕркуннепе хĕлле утарçăсем хуртсене лайăх пăхни вĕсене сыхласа хăварма пулăшать.
Хурт-хăмăр çемйисене хĕле кĕме çителĕклĕ апатпа тивĕçтернипе пĕрлех ăçта тата мĕнле хĕл каçарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе утарçăсем хушшинче пĕр пĕтĕмĕшле шухăш çук. Пĕрисем вĕллесене тулта, юр айĕнче тытнине ырлаççĕ, теприсем вара хĕл каçарма ятарласа хĕл çурчĕсем (омшаник) тума сĕнеççĕ. Хальхи вăхăтра республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен утарĕсенчи пĕтĕм хурт-хăмăр йышне илес пулсан, 80 проценчĕ омшаниксенче хĕл каçать. Ыттисем вара хĕле ирĕкре — юр айĕнчех — ирттереççĕ.
Лайăх омшаниксенче яланах пĕр пек температура, нÿрлĕх тытма пулать. Чи лайăх омшаниксен шутне çĕр айĕнчи тата çĕр çинчи икĕ стеналлисем кĕреççĕ. Вĕсенче температура улшăнмасть. Çавăнпа та пыл хурчĕсем лăпкă хĕл каçаççĕ, апат сахал çиеççĕ.
Пурăнмалли çуртсен тĕп сакайĕнче те хуртсем аванах хĕл каçаççĕ. Кунта температура пĕр пек, сывлăш типĕ. 0 градусран тытăнса 4 градус таран ăшă пулсан, вĕсем хăйсене лăпкă тытаççĕ.
Хуртсене хĕл каçмалли пÿрте илсе кĕриччен, ăна лайăх типĕтмелле, сÿнтернĕ извеçпе дезинфекци тумалла, стенасене тата маччана шуратмалла е кÿкĕртлĕ газпа тĕтĕмлемелле (1 тăваткал метр лаптăка — 50 грамм кÿкĕрт).
Вĕллесене лартмалли çÿлĕксем пĕр-пĕрин çумне те, маччасене те лекмелле мар. Çĕр урай пулсан аванрах. Кун пек чухне алăка хупнă саспа та, утса çÿресен те, çÿлĕксем çинчи вĕллесем чĕтренмеççĕ, çавна пулах хуртсем те хускалмаççĕ. Хуртсене вĕçме ăшă кунсем урăх пулманнине пĕлсенех вĕллесене омшанике кĕртсе лартмалла.
Йăвасене çÿлтен шăшисем кĕресрен тимĕр сетка карнă магазинлă хушма корпус лартсан аванрах.
Температурăпа сывлăш нÿрлĕхне сăнаса тăма омшаник варринче барогигротермометр лартмалла. Икĕ-виçĕ сехетрен, хуртсем кăштах лăплансан, çÿлти тата аялти шăтăксене уçмалла. Хурт çемйисен йăвине пирпе витнĕ пулсан, ăна хыçал енчи кĕтесрен хуçлатмалла, хăмасем пулсан, вĕсене кăштахшар (2 мм таран) сирмелле. Çакăн пек условире çемьесем хăйсене ăшăтнă йăваринчен лăпкăрах тытаççĕ, вĕллесенче нÿрĕк çукпа пĕрех.
Нÿрĕк хуртсемшĕн питĕ сиенлĕ. Сывлăшри нÿрĕк 70—75 процента яхăн пулсан, пыл хурчĕсем аванах хĕл каçаççĕ. Çакăн пек нÿрлĕхре вĕллесенчи уçнă пыл ытлах нÿрленмест, унăн пахалăхĕ те чакмасть.
Сывлăшри нÿрĕк пĕчĕк (60 процент е унтан сахалрах) пулсан, пыл çăралать, кристалланса хытса ларма та пултарать. Сывлăш нÿрĕкĕ питĕ пысăк (100 процент) чухне пыл шĕвелсе йÿçет. Пыл хытни те, шĕвелни те хуртсем хĕл каçассине палăрмаллах йывăрлатать.
Ăсчахсем çакна палăртнă: çемье пĕр килограмм пыл çисен, çавăн чухлех шыв кăларать.
Йăвара нÿрĕк нормăран ытларах пулсан тата ăшă пулнă пирки пылра йÿçĕтекен кăмпасем аталанма пуçлаççĕ. Вăл йÿçме тытăнать. Пăсăлнă апат çинипе хуртсен апат ылмашăвĕ йĕркерен тухать, вар-хырăмĕ пăсăлать. Апатра шыв нумай пулни вĕсене вар виттипе чирлеттерет. Çапла вара хуртсем нозематоз чирĕпе нумай вилеççĕ.
Нÿрлĕ вĕллере, типпипе танлаштарсан, хурт купи ăшă нумай çухатать. Вентиляци начар вĕллесенче нÿрлĕх пысăк пулать.
Юлашки çулсенче утарсен практики çакна кăтартса пачĕ: аялти шăтăксене сарлака уçнă вĕллесенче, 2—3 сантиметр сарлакăш çеç уçнисемпе танлаштарсан, хуртсем лайăхрах хĕл каçаççĕ. Çак пулăм омшаникре тата тулта хĕл каçаканнисемшĕн те пĕр пекех.
Вĕллесенче нÿрĕк ытларах пулнипе карассен аялти пайĕ кăвакарса юрăхсăра ан тухтăр тесен, йăва айĕнчи пушă вырăн (“сывлăш минтерĕ”) ĕлĕкхилле 2 см çÿллĕш çеç мар, 5—6 сантиметртан кая мар пулмалла.
Минтер (мăкран туса хатĕрлени) икĕ тĕрлĕ усă парать: çÿлтен вĕлле сивĕнесрен хÿтĕлет, шăтăкран тухакан нÿрĕке сăрăхтарать тата ăна тула кăларать.
Йăвасене ытлашши ăшăтни сывлăш ылмашăвне пăсать, вĕллесенче ытлашши нÿрĕке пуçтарать.
Хуртсем омшаникре ларнă чух лăпкă пулни вĕсем лайăх хĕл каçнине пĕлтерет.
Пыл хурчĕсем хăйсен пурнăçĕнче вăрăм та сивĕ хĕле чăтăмлăн ирттерме хăнăхнă. Анчах та вĕсене кирлĕ условисене пăссан, çемьесен хисепĕ хĕл каçиччен вилнине пула палăрмаллах чакма пултарать.
Юлашкинчен çакна палăртни вырăнлă, пыл хурчĕсем ăнăçлă хĕл каçасси ытларах хурт-хăмăрçăн ăсталăхĕнчен нумай килет.
Статьяна вĕçленĕ май, хурт-хăмăр ĕçне юратакансене черетлĕ канашлăва декабрĕн 6-мĕшĕнчи 10 сехет тĕлне районти тĕп вулавăша пуçтарăнма йыхравлатпăр.
А. Скворцов
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)