27 ноября 2013 г.
Кун пек нихăçан пулман - сĕт кашни кун тенĕ пек хакланса пырать.
Республикăри сĕте ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем чĕр тавара нумай çул хушшинче пĕрремĕш хут хаклă хакпа туянаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр сĕт-çу завочĕсем хальхи вăхăтра 1 литр сĕтшĕн 21 тенкĕ ытла тỹлеме те хирĕç мар. Çак ыйтупа кăсăкланнă май 6 çул каяллахи аса килчĕ: ун чухне лавккара пакетпа сутакан 1 литр сĕте шăпах çак хакпа туянаттăмăр. Республикăри "Агро-Инноваци" хысна унитарлă предприятин юлашки кăтартăвĕсемпе паллашар. Çу хисепĕ 2, 5 процентлă сĕтĕн 1 литрне хальхи вăхăтра лавккасенче вăтамран 35, 8 тенкĕпе, çу хисепĕ 3, 2 процентлă пулсан 40 тенкĕпе сутаççĕ. Сĕт тата хакланасса палăртаççĕ. Куллен кирлĕ тĕп апатсен шутне кĕрекен, сывлăхшăн усăллă çак продукта малашне сахал тупăшлă çынсене туянма çăмăл пулмĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, ĕне усракан уйрăм çынсене сĕт хакланса пыни савăнтармалла анчах - тупăш çăл куçĕ тата ỹсет. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ĕçлесе хатĕрлекен предприятисене сутакан чĕр тавар, унăн пахалăхне кура, малтан палăртнă 21 тенкĕрен те хаклăрах хака тивĕçет. Уйрăм çын вара, сĕтри çу виçи пысăк пулин те, кашнийĕ ăна хăй тĕллĕн сĕт-çу заводне леçеймет. Хальхи вăхăтра уйрăм предпринимательсем те, иртнĕ уйăхрисемпе танлаштарсан, халăхран туянакан сĕт хакне палăрмаллах ỹстернĕ.
...Чăх çăмарти хакланни те юлашки вăхăтра çынсем хушшинче нумай шăв-шав турĕ. Хальхи вăхăтра çынсем Елчĕкри лавккасенче унăн пĕр теçеткине 55 тенкĕпе, пасарта 50 тенкĕпе туянаççĕ. Шупашкарта тата ытти хуласенче çăмарта тата хаклăрах, хăш-пĕр çĕрте 60 тенкĕрен те иртнине палăртаççĕ.
Лару-тăру çивĕчленнине республикăри чăх-чĕп фабрикисенче туянакан комбикорм хакланнипе сăлтавлаççĕ. Вĕсем шутланă тăрăх продукци хăй хаклăхĕнче тырă хакĕн тỹпи 60 процент йышăнать. Экспертсем вара çапла ăнлантараççĕ: юри тунă пек хака пĕр пек тытса тăнипе ыйтăва татса параймăн - тупăш илессине ỹстермелле, ял хуçалăхне субсиди парса пулăшассине лайăхлатмалла, суту-илỹри хаксене йĕркелесе пымалла.
С.АНАТОЛЬЕВА.
Источник: "Елчĕк Ен"