Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтшĕн аван тÿлеççĕ-и?

08 ноября 2013 г.

Ял çыннисем ял хуçалăх кооперативĕсене е районсенчи потребитель обществисене парса яракан продукцин сутлăх хакĕ юлашки уйăхсенче мĕнлерех улшăннă?

- Кашни килограмм сĕте килти хуçалăхсенчен 17-шер тенкĕлле йышăнаççĕ, - пĕлтерчĕ телефонпа Шупашкар районĕнчи Шемшер ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Владимир Петров.

Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ял тăрăхĕнчи çара кайма хатĕрленекен яшсемпе ĕçлекен специалист Людмила Павлова хыпарланă тăрăх - Куснарпуç, Лĕпсер, Уттекасси, Çĕньял енче 16-шар тенкĕлле илеççĕ.

Канаш районĕнчи Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров продукци туса илекенсене 13-шер тенкĕ çеç панине çирĕплетрĕ.

- Юпсар, Муркар, Кивĕ тата Çĕнĕ Тĕрлемес ялĕсенче пурăнакансене 14-шар тенкĕ тÿленĕ чухне пухма килетчĕç, - терĕ Тĕрлемес ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Васильев. - Куславккари сĕт заводне леçетчĕç. Сутакан сахал пулнă пирки килме пăрахрĕç.

Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Валентина Торганова çирĕплетнĕ тăрăх - Пĕренеш, Мулкачкасси, Мисчĕ, Çĕнкас, Чартакан таврашĕнче сутлăх хак - 18 тенкĕ. Çулла та çак шайра тăрсан ĕне хушăнас шанăç пур.

Елчĕк районĕнчи Тăрăм ял тăрăхĕнче вăтамран 16, 5 тенкĕ. Çакна администраци пуçлăхĕн çумĕ Людмила Смирнова пĕлтерчĕ. Патăрьел районĕнчи Пикшик ял тăрăхĕнче 1 кг сĕтшĕн 16, 5 тенкĕ тÿлеççĕ.

Райпосем, ял хуçалăх кооперативĕсем, уйрăм предпринимательсем фермертан, килти хуçалăхран туянакан кашни литр сĕте тирпейлекен предприятие çитериччен миçе тенкĕ хаклатнине пĕлместпĕр. Кун пирки ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-инновацисем» предприятийĕ те шарламасть. Республикăри сĕт завочĕсем пĕлтĕр тата кăçал мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенчен йышăннă сĕт хакĕ çапларах пулнă. Çурла уйăхĕ: 11, 53 тата 14, 54. Авăн: 12, 1 тата 16, 39. Юпа: 12, 66 тата 18, 36. Ку цифрăсенчен хак сĕт пуçтаракансемшĕн кăна мар, сутакансемшĕн те самаях хăпарни курăнать.

Михаил ФЕДОРОВ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика