12 ноября 2013 г.
Уй-хир ĕçĕсене йăлтах вĕçленĕ хыççăн чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Канаш районĕнчи ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем Уçырмари культура çуртне кĕр уявне пухăнчĕç. Тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене саламлама ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Вячеслав Александров, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров, «Канашсем» ентешлĕхĕн ертÿçи Анатолий Кибеч, сумлă ытти хăна килсе çитнĕ.
Уява уçнă май Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов ял хуçалăх ĕçченĕсем çирĕп тĕллев тытсан çанталăкăн кирек мĕнле условийĕнче те палăртнине чыслă пурнăçласса пĕлтерчĕ. Кăçал та ял тăрăхĕсен, культура, вĕренÿ, ытти ведомство е отрасль учрежденийĕсенче вăй хуракансем çине тăрсах «ниме» меслечĕпе çĕр улмине кăларса пĕтернĕ. Ырă та пархатарлă ĕçшĕн пурте тав сăмахне тивĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов Канаш районĕ 2006-2010 çулсенче налук пухассипе кăнтăр енчи 5 район хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. «2011 çулта район хăйĕн тупăшне - 76 млн, 2012 çулта 98 млн тенке çитернĕ, çулталăкра 30% ÿсĕмлĕ аталаннă. Районсен хушшинче 2-мĕш кăтарту ку. Апла пулсан эсир пултаратăр, вăй-хала шеллемесĕр ĕçлетĕр. Çакă мана чунтан савăнтарать», - терĕ Петр Степанович.
Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров илсе кăтартнă цифрăсем те зала пухăннисен кăмăлне çĕклерĕç. «Чăваш Республикинчи мĕн пур тытăмри хуçалăхсенчи ял хуçалăх продукцийĕн кăçалхи 9 уйăхри калăпăшĕ хальхи хаксемпе - 23, 3 млрд тенкĕпе, производство индексĕ 87, 5% танлашать. Канаш районĕнчи кăтарту çапларах: 1, 3 млрд тенкĕ тата 92, 5%», - терĕ Эдуард Валентинович.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен кăçалхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ. 2013 çулта çанталăк аграрисене çуркуннерен тытăнса хура кĕрчченех ура хурса пычĕ. Шăрăхпа районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1645 гектар çинче пĕтнĕ. Юлнă лаптăкран 22 пин те 40 тонна тыр-пул пухса илнĕ, гектарти вăтам тухăç - 18, 4 центнер. «Ямашевская» агрофирма» тата «Цивиль» тулли мар яваплă обществăсен вăл пуринчен те пысăкрах: 22 тата 21, 3 центнер. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен Иван Лукиановпа /20 ц./ Валерий Никонов /19 ц./ палăрнă.
Районта 4265 гектар лаптăкра /пĕлтĕрхинчен 25, 5% нумайрах/ çитес çулхи тухăç никĕсне хывса хăварнă, 14, 1% элита вăрлăх акнă.
Хресченсем çĕр пулăхне лайăхлатас тĕллевпе 611 гектар лаптăк çине кали хывнă, йÿçек тăпрана извеçлес енĕпе плана 147% тултарнă.
Парк çĕнĕ техникăпа пуянланать. Кăçал 10 ытла млн тенкĕлĕх 20 единица туяннă.
Николай Григорьев /«Хучель» ООО/, Георгий Васильев /Эдуард Шамуков ХФХ/, Станислав Волков /Киров ячĕллĕ ЯХПК/, Олег Ананьев /«Цивиль» ООО/ комбайнерсемпе Виталий Александров /Э.Шамуков ХФХ/, Валерий Шулаев /«Хучель» ООО/, Виссарион Петров /Киров ячĕллĕ ЯХПК/ трактористсене тата Владимир Иванов /Киров ячĕллĕ ЯХПК/ водителе ĕçри пысăк кăтартусемшĕн уявра ырăпа асăнчĕç.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те районăн экономика аталанăвне курăмлă тÿпе хываççĕ. Людмила Евграфова, Ольга Фролова операторсем /Киров ячĕллĕ ЯХПК/ кăçалхи 9 уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 5000 ытла килограмм сĕт суса илнĕ. Надежда Ивановăпа Антонина Андюкова /«Канаш» ООО/ - 4700 ытла. Район туса илекен сĕтĕн калăпăшĕнче çак хуçалăхсен тÿпи - 68%.
Уй-хир пушансанах тăрăшуллă механизаторсем техникăна тасатса хĕл каçарма юсавлисен ретне лартнă. Кăçал смотрта малти вырăнсене Киров ячĕллĕ ЯХПК, «Цивиль» тата «Хучель» обществăсем йышăннă.
2013 çулта Киров ячĕллĕ хуçалăхра /ертÿçи - Н.Андреев/ инвестици проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать. ЯХПК 200 ĕне вырнаçмалăх вите хута яма хатĕрленет. Кооперативăн вăтам шалăвĕ те районта чи пысăкки - 13623 тенкĕ.
Ĕçе тытăнакан фермерсене пулăшмалли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Сергей Малов - 1089 пин, Сергей Кочанов 824 пин тенкĕ илнĕ.
Ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăхлатмасăр производство ыйтăвĕсене ăнăçлă татса пама май çук. «Ялăн социаллă пурнăçне 2013 çулччен аталантарасси» программăна кăçал Канаш районĕнче 17 çемье хутшăнать.
Производствăра пысăк çитĕнÿсемпе палăрнисен ушкăнĕ патшалăх тата ведомствăсен наградисене тивĕçрĕ.
Источник: "Хыпар"