Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунана çулла хатĕрлеççĕ

08 октября 2013 г.

Хура кĕр çывхарни уççăнах сисĕнет. Ял çыннисем уй-хир ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ: ылтăн пуянлăх ампар-кĕлетре, çитес çулхи тухăç никĕсĕ асамлă ешерет, механизаторсем кĕрхи çĕртме тăваççĕ, çĕр улми кăлараççĕ.

Ку ĕçсене пĕр-пĕринчен хăвармасăр пурнăçланă хушăрах ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх-чĕрлĕх витисене яваплă тапхăра хатĕрлеме тытăннă. Ара, сывлăшра «шурă шăнасем» вĕçме тытăнчĕç-çке. «Катăлсах пыракан кĕр кунĕсене çатан çумне çыхса лартаймăн çав, - тет «Путиловка» агрофирма» ООО ертÿçи Эдуард Марушев. - Витесене çу кунĕсенчех юсанă, выльăхсене йышăнма пурте хатĕр. Хĕллехи рацион тулăх пулĕ. Тĕрлĕ йышши апат пĕлтĕрхинчен чылай ытларах. Пахалăхĕ те лайăх. Кĕçех куккурус пуссинче те ĕç вĕçленĕ. «Уй-хир пикине» 40 гектар çинче çитĕнтернĕ».

Çывхаракан хĕл Кушлавăш юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă ĕне тата качака фермисенче ĕçлекенсем патне кĕтмен-туман çĕртен килсе тухмĕ.

«Красный партизан» колхоз членĕсен ячĕпе те ăшă сăмах кăна каламалла. Ĕне вити те, пăрулаттармалли уйрăм та юсавлă. Хĕл кунĕсенче кормоцех та йĕркеллĕ ĕçлĕ. Пучинкесем апат валеçмели, вĕтетмелли, хутăштармалли, çĕпре тумалли агрегатсене йăлтах хатĕрленĕ.

Йĕпреç район администрацийĕ тата унăн ял хуçалăх пайĕ выльăх-чĕрлĕх витисене хĕл каçма лайăх хатĕрленнине палăртас тĕллевпе виççĕмĕш çул хуçалăхсен хушшинче конкурс ирттереççĕ. Çав тупăшура, кашни çул тенĕ пекех, «Путиловка» агрофирма» ООО тата «Красный партизан» колхоз, пĕр-пĕринпе ылмашăнса, çĕнтерÿçĕсен йышне тăраççĕ. Район администрацийĕн ятарлă комиссийĕ /унта çак йĕркесен авторне те кĕртнĕ/ кăçал çак икĕ хуçалăх яваплă тапхăра кăтартуллăн хатĕрленнине, çавна май вĕсен пĕрремĕш степень дипломне илес шанăç пуррине палăртрĕ. Татăклă сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров калĕ.

Ферма çурчĕсене хĕле хатĕрлессипе тĕрлĕ тĕслĕх пулмалла мар пулин те лару-тăру çак ĕçе пур çĕрте те кирлĕ пек хакламаннине çирĕплетет. Енчен те хамăр çÿлерех асăннă икĕ хуçалăхри юсав звенисем хыççăн «Трудовик» агрофирма» ООО, Киров ячĕллĕ, Ильич ячĕллĕ, «Заря» колхозсенче шăтăк-çурăка питĕрме тытăннă пулсан - «Искра» колхозпа «Патман» ЯХПК пирки çавна калаймăн. Кĕлĕмкассинчи ĕне ферминче те /«Красный фронтовик»/ эпир тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра платниксен сасси илтĕнместчĕ. Хуçалăх ертÿçи Алексей Денисов ыранах юсавçăсен ушкăнне йĕркелеме сăмах пачĕ. Ăна тыттăрччĕ кăна.

Ильич ячĕллĕ колхозăн Чăваш Тимешри ĕне ферминче пĕлтĕр хĕле хатĕрленме урлă выртана тăрăх та çавăрса хуманччĕ. Анатолий Григорьев председатель ĕç-пуç хăй юххипе пырасса шаннăччĕ. Юмахри ылтăн пулă килсе пулăшасса кĕтсе ларни ырăпа вĕçленмерĕ: ял çыннисем юлхава ертÿçĕре тек ĕçлеттерес мар терĕç.

Юхăннă хуçалăха çĕнĕ хуçа аллине парсан Чăваш Тимешсем вăл тÿрех пĕтĕм ăнланулăхпа тăрăшма тытăннине курчĕç. Андрей Курников халĕ хăйĕн ĕç кунне фермăран пуçлать, юсавçăсемпе курса калаçмасăр ытти объекта çул тытма тăхтать.

Калинин ячĕллĕ ЯХПК паянхи ĕçĕ çинчен пайăррăн чарăнса тăрăпăр. Кунта нумай пулмасть ертÿçĕре 27 çулти Александр Ильин ĕçлеме пуçланă. Вăл тăхтаса тăмасăр çамрăксенчен юсав ушкăнĕ йĕркеленĕ. Икĕ эрнере самаях пысăк калăпăш пурнăçлама ĕлкĕрнĕ яшсем: ĕне витинчи çĕрĕшнĕ урай хăмисене çĕннисемпе улăштарнă, алăксене çĕнетнĕ, тислĕк илсе тухакан транспортера юсанă т.ыт.те. «Пирĕн тĕп тĕллев аслă ăру çыннисем мĕн тунине сыхласа хăварасси, - тет Александр Николаевич. - Хăвăрах куратăр - ферма çурчĕсем пĕтĕмпе тенĕ пекех кивелсе-юхăнса çитнĕ. Эпир вĕсен ĕмĕрне тăсма тăрăшатпăр. «Тÿмисем çиçсе тăраканни мар, ăшă тытакан тумтир шанчăклăрах», - тенĕ ваттисем. Ку каларăша ăша хывмалла та пирĕн...»

Çĕнĕ пуçлăх кадрсен ыйтăвне те ăнăçлă татса парас тĕллевлĕ. Акă Эйпеçри ĕне ферминче çулталăка яхăнах хуçа пулман. Халĕ ку тивĕçе пурнăçа кĕртме унччен кооперативăн техника паркĕнче ĕçленĕ Валерий Ильин килĕшнĕ. Фермăра машинăпа ĕне сăвакансем çитмен малтан. Паян çак ыйтăва та татса панă.

Ферма çурчĕсене хĕле хатĕрлессине сысна ĕрчетекен «Рассвет» тата лаша тытакан «Агропромкомплект» предприятисем те тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ, иккĕшĕнче те кĕркунне çитичченех юсав ĕçĕсене кÿлĕннĕ. «Агропромкомплектăн» Йĕпреçри лаша заводĕнче ăйăрсем валли çĕнĕ объект - шучĕпе виççĕмĕш блок - çĕклесе лартнă, ăна пĕтĕмĕшле çывăх кунсенчех ĕçе кĕртеççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх витисенчи санитари культури пирки темиçе сăмах. Хăтлă, илĕртÿллĕ çуртсем, вĕсен таврашĕ таса, тирпейлĕ. Шăп та лăп çавăн пек сăнсене куратăн та Пучинкери, Пĕчĕк Упакассинчи фермăсенче тата Йĕпреçри лаша заводĕнче. Асăннă хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх витисене пырса кĕнĕ çĕрте çакăнса тăракан вывескăсем хăйсемех шалалла кĕме илĕртеççĕ. Ыттисем пирки мĕн каламалла? Вĕсен таврашĕнче çум курăк ашкăрса ÿсет, ăçта пăхнă унта - йĕркесĕрлĕх, пылчăк-лапра, саланса выртакан тислĕк куписем...

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика