28 августа 2013 г.
Ю. Мареева
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива» - районти ăнăçлă аталанакан предприятисен шутĕнче. Хăш-пĕр хуçалăхра реформăсен самани ял хуçалăхне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ тесе макăрса ларнă вăхăтра Мучикассисем малаллах талпăнаççĕ: çĕннине производствăна кĕртеççĕ, йывăрлăха çĕнтерсе ÿсĕм çулĕ çине тăраççĕ.
Хуçалăх тилхепине сакăр çул ĕнтĕ пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ Владимир Мурайкин тытса пырать. Вăл ертсе пынипе «Нива» çуллен районта вырмана чи малтан вĕçлет. Тыр-пул тухăçĕ савăнтарать. Мучикассисем кăçал ыттисенчен лайăхрах ĕçлерĕç. Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне 840 гектар çинчи тыр-пула вырса тĕшĕлерĕç. Çанталăк шăрăх тăчĕ пулин те кашни гектартан вăтамран 21 центнер пухса кĕртрĕç. Владимир Иванович палăртнă тăрăх - кĕрхисен тухăçĕ пушшех савăнтарнă: 28 центнер. Кунта паха вăрлăхран тухăç ытларах илессине аван пĕлеççĕ. Иртнĕ çул агротехнологи вĕрентĕвне тĕпе хурса кĕрхисене 356 гектар акса хăварнă. Çав шутра 150 гектар çине элита вăрлăх варăнтарнă.
Вырмана тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хăш-пĕри уй-хире тухсан çеç сĕрмелли-çунтармалли япала шырама пикеннине пĕлетпĕр ĕнтĕ. «Нивăра» вара ку ыйтăва вăраха ямасăр татса панă. Хуçалăхăн техника паркĕ çуллен çĕнелет. Кунта яланах типтерлĕ. Механизаторсем тивĕçпе яваплăха туяççĕ. Дирекци кадрсемпе çирĕп ĕçлет, коллектива ĕç укçи вăхăтра параççĕ. Опытлă механизаторсем вăй хураççĕ.
«Тырра вăхăтра пухса кĕртессишĕн комбайнерсем хытă тăрăшрĕç. Уй-хирте 4 «карап» ĕçлерĕ. Владимир Васильев тата Юрий Воронцов хăйсене шанса панă комбайнпа 687 тонна вырса тĕшĕлерĕç. Вĕсен пултарулăхĕ пурне те хавхалантарчĕ. Андрей Чеченешкин, Виталий Артемьев, Валерий Апалеев, Геннадий Михеев, Андрей Галкин экипажĕсем те лайăх ĕçлерĕç», - каласа парать Владимир Иванович.
Мучикассисем кĕрхисене 400 гектартан сахал мар акасшăн. Паха вăрлăх çителĕклĕ. Çĕр хатĕрленĕ, паян-ыран акма тухасшăн. Кĕрхи çĕртме 200 гектар ытла тунă. Тăпрана кăпкалатнă çĕрте Валерий Черендеев, Вячеслав Триковский, Андрей Комиссаров, Сергей Быков механизаторсем тăрăшулăх кăтартаççĕ.
«Нива» утă-улăма пуçтараc тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартать. Ытлашши улăма халăха сутать. Пушаннă уйра тракторсем кĕрхи çĕртме тăваççĕ.
Хуçалăх выльăхĕ çулсерен хушăнать. «Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче», - тенĕ ваттисем. Çакна асра тытса выльăх валли паха апат янтăлаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх 650 пуç, 200 ĕне. Пĕлтĕр кашни ĕнерен 4500 килограмм сĕт сунă. Малта пыракан дояркăсен кăтартăвĕ пысăкрах та. Сăмахран, çичĕ уйăхра Елена Жукова - 3115, Елизавета Горшкова 2986 килограмм сунă.
Мучикассисем ăратлăха лайăхлатаççĕ. Иртнĕ çул Етĕрне районĕнчи пĕр хуçалăхран 39 пушмак пăру туяннă.
Вăкăрсене ÿт хуштарассипе Турхан ферминче тăрăшакансем малта. Самăртма хупнă мăйракаллă шултра выльăх унта кашни талăкра 750 грамм ÿт хушнă. М.Скворцова, Г.Платонова, С.Уракова уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ.
«Нива» ĕçченĕсем тĕллеве пурнăçлассишĕн пĕр çын пек вăй хураççĕ. Район Пухăвĕн депутачĕ Владимир Мурайкин сăмаха ĕçпе çирĕплетет. Коллектива тĕрĕс çулпа ертсе пырать. Хуçалăх районта ахальтен мар малта. Мучикассисем иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Енри чи тухăçлă 100 хуçалăх шутне кĕнĕ.
Источник: "Хыпар"