Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей Павлов министр ĕç-пуçпа паллашрĕ

06 августа 2013 г.

Пирĕн районта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С. В. Павлов пулчĕ.

 

 

Сергей Владимирович район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. В. Шестаковпа тата унăн çумĕпе, ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕпе С. Л. Молотковпа пĕрле малтанах тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешÿре вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленчĕ.

Кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1427 гектар йышăнаççĕ. Вырмана 3 комбайн тухнă: ДОН-1500Б йышши — иккĕ тата КЗС-7 “Полессе”. Хальлĕхе тыр-пула 380 гектар (26, 6%) пухса кĕртнĕ. Тырă çийĕнчех тасатса типĕтмелли комплекса пырать. Юлашки çулсенче ăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, тырă тасатмалли çĕнĕ машинăсем вырнаçтарнă, “уй-хир пуянлăхне” çут çанталăк газĕ пулăшнипе типĕтеççĕ. Пĕрлешÿре кунпа пĕрлех комплексăн иккĕмĕш блокне вырнаçтарассипе те ĕçлеççĕ. Çакă тырă тасатса типĕтессине хăвăртлатма, ку енĕпе ытти хуçалăхсене пулăшу кÿме май парĕ.

Унтан министр Л. И. Посадский ХФХĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çак хуçалăхра романовски тата куйбышевски ăратлă сурăхсем ĕрчетеççĕ. Пĕлтĕр ХФХĕ, “2012—2014 çулсенчи тапхăрта ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшу кÿресси” программăпа килĕшÿллĕн, 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Халĕ кунта 150 пуç сурăх усраççĕ. Леонид Иванович 2014 çул тĕлне ку йыша 350 пуçа çитерес ĕмĕтпе ĕçлесе пурăнать. Сурăхсене хĕллехи вăхăтра тытмашкăн “Дружба” ЯХПКан пулнă тырă упрамалли кивĕ ангарĕсенчен ферма тума пуçăннă.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика