Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куккурус тĕшĕлĕх те çитĕнĕ

25 июня 2013 г.

Франци делегацийĕ Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсемпе туслă çыхăнусем йĕркелес, техника культурисен вăрлăхĕпе тивĕçтерме калаçса татăлас тĕллевпе республикăра икĕ кун хăнара пулчĕ. Ĕçлĕ çул çÿреве Францин Раççей Федерацийĕнчи UBIFRANCE Суту-илÿ миссийĕн /яланхи дипломати представительстви - В.Г./ Ял хуçалăх тата апат-çимĕç департаменчĕ йĕркеленĕ. Делегацие унăн сотрудникĕ Людмила Старостина ертсе пычĕ.

- Эпир малтан сирĕн ял хуçалăх министрĕпе Сергей Павловпа тĕл пултăмăр, хамăр тĕллевпе паллаштартăмăр. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» обществăна çитсе куртăмăр. Кунта техника нумай, вĕсем тухăçлă ĕçлеççĕ, - терĕ AGRICARB /АГРИКАРБ/ компанийĕн Раççейри проектсене пурнăçлассишĕн яваплă Жан-Жак АНРИ.

ЧР ял хуçалăх отрасльне çĕклес-вăйлатас тĕллевпе компани пирĕнпе туслăн килĕштерсе ĕçлеме хатĕррине пĕлтерчĕ, ку чухнехи технологи çине куçма, çĕнĕ культурăсем çитĕнтерме сĕнчĕ. Вăл ку таранччен Раççейри тĕрлĕ региона çитсе курнă.

EURALIS SEMENCES /Евралис Семанс/ компанин Раççейри филиалне аталантаракан пай пуçлăхĕ Владимир Шульга селекци çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Куккурусăн ку чухнехи гибричĕсем çуркунне сивĕ тăпрара та тикĕс шăтса тухса лайăх аталанаççĕ, кĕтнĕ тухăç пуласса шантараççĕ. Комбайн çапса иличченех типсе хытакан пĕрчĕ аван тĕшĕленет. Куккурус малашне пирĕн патра силос валли çеç мар, тĕшĕлĕх те çитĕнĕ, чир-чĕре парăнмĕ.

Хĕвел çаврăнăшăн та çĕнĕ сорчĕсем çурçĕрелле куçĕç. «Унăн гибричĕсем типĕ çанталăка, чир-чĕре тÿсĕмлĕ. Вĕсем сахал тăкакпах пысăк тухăçлă çу панипе уйрăлса тăраççĕ, вăл 50 процентран та иртет», - терĕ Владимир Шульга.

Хăнасем «Канмаш-Агро» ООО, Андрей Хорошавин ХФХ, «МАКС» ООО, «Август» фирма тата чылай ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçипе тĕл пулнă.

«Аранчеево» агрофирма» ООО /Елчĕк районĕ/ - 300, Андрей Хорошавин ХФХ /Çĕрпÿ/ - 500, «Жизнь» агрофирма /Патăрьел/ - 300, Минзекрем Минатуллин ХФХ /Комсомольски/ 200 гектар çинче рапс çитĕнтереççĕ. «Игнатово» ООО /Улатăр/ 4000 га çинче хĕвел çаврăнăш туса илет. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ куккуруса тĕшĕлĕх ÿстерет.

Техника культури акакан хуçалăх республикăра хушăнсах пырать. Вĕсене пула Франци делегацийĕ Чăваш Енре çĕнĕ туссем тупрĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика