05 июня 2013 г.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов шăтса тухнă культурăсен лаптăкне пахалас тĕллевпе журналистсемпе Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» ЯПКра пулчĕ. Ку хуçалăха ăнсăртран мар суйласа илнĕ. Выльăх йышĕпе те, территорийĕпе те районти самаях пысăк предприяти пур енĕпе те кăтартуллă аталанать. Кĕрхисем лайăх çĕкленнĕ, çурхисем те тикĕс шăтса тухнă. Çак кунсенче выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăнаççĕ.
Çу уйăхĕнчи çумăра пула тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ. Тыр-пул лайăх тухăçпа савăнтарасса шанас килет.
- Ака вĕçленсе пырать. 16 район плана тултарчĕç ĕнтĕ. Хуçалăхсенче халĕ ăшша юратакан культурăсене акаççĕ. Пĕлтĕр вăраха кайнă йĕпе-сапана пула кĕрхисемпе тĕллеве пурнăçлайман. Çавна саплаштарма çурхисен лаптăкне пысăклатрăмăр /2012 ç. - 180532 га, 2013 ç. - 198226 га - В.Г./, - терĕ Сергей Павлов. - Улатăрсем плана тултараймарĕç пулин те 3040 гектар çинче тĕшĕ çапса илес тĕллевпе хĕвел çаврăнăш акрĕç. Унччен ку культурăпа силос хатĕрленĕ çĕрте çеç усă курнă. Пусă çаврăнăшĕнче рапспа горчица та пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пĕлтĕр рапс 1898 га çеç акнăччĕ, кăçал - 4053. Горчица вуçех пулман, 2013 çулта унăн лаптăкне 3 пине яхăн гектара çитертĕмĕр. Халĕ ирĕклĕ, хуçалăхсем тупăш ытларах паракан культурăсем çитĕнтерме тăрăшаççĕ.
Тĕрĕсех палăртать Сергей Владимирович. Çĕр ĕçченĕ лаптăка тыр-пулпа çеç тултармасть, техника культурисем валли те вырăн çителĕклĕ уйăрать. Улатăрсен тырă вăрлăхĕ 30 ытла процент çитменрен мĕн акĕç-ши тесе пăшăрханаттăмăр. Майне тупнă. Юлнă лаптăкра тĕшĕлĕх хĕвел çаврăнăш çитĕнтерсе ăна усăсăр вырттарманни министра та савăнтарчĕ. Ытти районта та майсем шыраççĕ - тăпрана ăшша юратакан культурăсен вăрлăхне варăнтараççĕ.
Çĕр улмипе ыйту çивĕчрех тăрать. Пĕлтĕр çу уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне ăна лартассипе плана 78% тултарнă, кăçал - 64, 4% çеç. Сăлтавĕ - вак фермерсем «иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерме пăрахни. «Хăй хаклăхĕ пысăк, йÿнĕпе сутăннăран тăкак саплашăнмасть», - теççĕ. Техника çитмест, управсем çук. Хĕл каçарма май килменрен ана çинченех ăсатаççĕ. Хакĕ пĕлтĕр те, виçĕм çул та чăнласах пĕчĕкчĕ.
- Шанчăк тĕреклĕ хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, - тет Сергей Павлов. - Вĕсен управсем пур, техника çителĕклĕ. Хăшĕсем авă 300 ытла гектар лартаççĕ. Хĕл каçарнă хыççăн çуркунне-çулла хаклăрах сутса тупăшлă аталанаççĕ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Источник: "Хыпар"