05 декабря 2012 г.
– Кун пек комплекс тăвасса кĕтмен те, шанман та, – тĕлĕнĕвне пытармаççĕ Муркаш районĕнчи «Путь Ильича» агрофирмăра вăй хуракансем, ял çыннисем пысăк та çутă витесене пăхса çаврăннă, сăнанă май. – Больницăри пек таса кунта, пирĕн те шурă халат тăхăнмалла.
Вун-вун çул ĕлĕкхи мелпе ĕçлесе пурăннă çынсене çакă, чăн та, юмахри пек туйăнать.
2011 çулхи июньте 500 ĕне тăмалăх сĕт-çу фермин никĕсне янă. Фермăра çĕнĕ те хăватлă оборудовани вырнаçтарнă. Ĕçе-хĕле компьютерпа автомат йĕркелесе пырççĕ. Америка, Япони, Израиль, Голланди çĕршывĕсенчи пекех ĕнесене кăкармасăр тăратаççĕ. Юнашарах сĕт сумалли зал, пăрулаттармалли уйрăм. Проектăн пĕрремĕш тапхăрне вĕçленĕ ĕнтĕ. Ăна тума 185 млн тенкĕ тăкакланă. Çав шутра Раççей ял хуçалăх банкĕнчен илнĕ 150 млн тенкĕ çăмăллатнă кредит.
– Кăçалхи декабрьте проектăн иккĕмĕш тапхăрне, 500 ĕне тăмалăх тепĕр фермăпа пăрусен витине, тума тытăнмалла. Унта та ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркелемелле. 2013 çул вĕçĕнче вара тепĕр сĕт комплексне хута ярăпăр, – терĕ предприятин тĕп директорĕ Олег Дельман. – Пĕтĕмĕшле проект хакĕ 565 млн тенкĕ, çав шутра кредит – 468 млн. Палăртнине туллин пурнăçа кĕртетпĕрех.
Ăратлă тына пăрусене Беларусь Республикипе Вологда, Киров облаçĕсенчен туянаççĕ. Нумай пулмасть 59 тына кÿрсе килнĕ. Çывăх вăхăтра вĕсен йышĕ татах хушăнмалла. Пурĕ вара комплексра 1000 ĕне пулмалла. Предприятире сĕт кăна мар, аш-какай та туса илме палăртнă. Çакă тăкаксене хăвăртрах саплаштарма пулăшĕ. Инвестици проекчĕ Муркаш районĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх отрасльне çĕклеме, ĕç вырăнĕсем хушма пулăшать. 30 ытла çын вăй хумалла кунта. Уйăхри вăтам шалу 15-20 пин тенкĕрен кая мар пулмалла-мĕн. Ялта пурăнакансемшĕн сахал. Шел, çывăхри ялсенче пурăнакансенчен вырнаçас текенсем çукрах иккен. Ирĕке хăнăхнăскерсене агрофирмăри çирĕп йĕрке хăратать. Тата квалификаци çитейменни те ура хурать. Чăн та, предприяти хăй шучĕпе вĕрентме хатĕр. Хальлĕхе специалистсене аякра шырама, ĕç вырăнне автобуспа турттарма тивет. Вĕсене валли пурăнмалли вырăн та хатĕр.
Выльăх-чĕрлĕх комплексне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юлашки вунă çулта республикăра пĕрремĕш хут правительство шайĕнче ял хуçалăх производствин мĕнпур тăкакне саплаштарма субсиди парса пулăшнине палăртрĕ.
– Çакна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕпе пĕрле йышăннă, депутатсем те килĕшрĕç. Малашне те ялта ĕçлекенсене пулăшса пырăпăр. Экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç халăха яланах кирлĕ.
Ку – пирĕн республикăра çĕнĕ стандартпа уçнă виççĕмĕш ферма. Мĕн пур технологи алăпа тумалли ĕçе сахаллатать. Пĕр 20 çул каялла мана Раççей ял хуçалăхĕнче çакăн йышши фермăсем тăвасси çинчен каланă пулсан – ĕненмĕттĕм. Кунта ĕçлеме те лайăх, тухăçлăх та пысăк. Проект предпринимательсене ял хуçалăхĕ еннелле çаврăнса пăхма, инвестици хывма хавхалантарать, – тенĕ Михаил Васильевич.
«Путь Ильича» агрофирмăн строитель-инженерне, сĕт-çу комплексĕн ертÿçине Андрей Блинова тав çырăвĕ парса чысларĕ вăл. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов пухăннисене çак паллă кун ячĕпе ăшшăн саламларĕ. «Паян Муркаш районĕшĕн уяв. Çĕнĕ комплекс хута кайни хушма ĕç вырăнĕсем тума май панисĕр пуçне налук илессине те ÿстерет», – терĕ вăл.