23 апреля 2013 г.
Çурхи ĕçсем – хĕрÿ вăхăт. Çавăнпа ĕнтĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра туса ĕлкĕреймесен тухăçа çухататăн, тенĕ.
Акă, уйрăм хуçалăхсем пуçăнчĕç те çĕр ĕçĕсене. Тĕслĕхрен, “Чутеевский” ЯХПК ĕçченĕсем иртнĕ шăмат кунпа вырсарни кун 50 гектар люцернăпа 60 гектар козлятнике сÿреленĕ. Виталий Шамбулинпа Николай Михайлов механизаторсем тăрăшнă асăннă уйсенче, вĕсем МТЗ–1221 тата МТЗ-82 тракторсенчен кăкарнă сÿре агрегачĕсемпе пулнă. Маларах ку лаптăксене минераллă удобрени парса апатлантарнăччĕ. 10 гектар çинчи сăрт çамкинче вара Валерий Яклашкин механизатор СЗП–3, 6 сеялкăпа урпа акса хăварнă. Маларах ку лаптăка Лаврентий Шерне икĕ культиватора пĕрлештерсе тунă агрегатпа культиваци туса акма хатĕрленĕ. Вырсарни кун тепĕр уя та культиваци туса çĕр хатĕрлеме тытăннă. Кунта Сергей Ивановпа Владимир Шеруков механизаторсем Т–150К трактортан КПК–8, 5 культиватор çаклатса тухнă. Хыççăнах акма палăртаççĕ. Мĕнле культура пулать тетĕр? Сĕлĕ. Вăл ир акнине, пысăк нÿрĕклĕхе юратать. Вара “князь” пулăп, тет. Курăпăр кĕркунне. Виталий Шерне управляющипе Николай Шерне тĕп инженер каланă тăрăх, çĕр пулса пынăçемĕн акана çапла пикенсе, сарса пырасшăн. Каларăмăр-çке, вăхăтра акни тухăçа хушать тесе. Çĕр ĕçлекен тухăçпа мухтавлă. Хальлĕхе тепĕр 35 гектар çĕртме сухине культиваци тунă.
Анатолий Михайлов агроном каланă тăрăх, “Акконд–агро фирма” та виçĕ-тăватă уйра люцерна лаптăкĕсене сÿреленĕ. Вăтаяль енчи люцерна пуссинче шăмат кун Владимир Данилов механизатор МТЗ–1221 трактортан кăкарнă АБ–12 сÿре комплекчĕпе ĕçлерĕ, çаврăм хыççăн çаврăм турĕ нÿрĕк хупласа.
Çапла йĕркеленсе пырĕ кăçалхи тухăç.
Шăмат кун ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров та “Акконд-агро фирма” ХАО, “Дружба”, “Чутеевский” ЯХПК, Леонид Канясевпа Сергей Хумышев фермер хуçалăхĕсен уйĕсене çитнĕ. Унпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тата унăн пĕрремĕш çумĕ Валерий Чайкин çÿренĕ.
И.ГЛАДКОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров Владимир Данилов (”Акконд-агро”) механизаторпа калаçнă вăхăтра.
Источник: "Ял ĕçченĕ"