06 апреля 2013 г.
Кăçал Шупашкар районĕнчи “Атлашевский” ял хуçалăх кооперативĕ 3200 гектар çинче тыр-пул çитĕнтерет. Нумай çул ÿсекен курăксем 927 га йышăнаççĕ, ыттине - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем.
Курăксен лаптăкне процента куçарсан нумаях та мар - 29. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тĕл пулусенче çак хисеп пусă çаврăнăшĕнче 40 процентран кая пулмалла марри çинчен аса илтерсех тăрать. ЯХК мăйракаллă шултра выльăх нумай усрать. Сергей Владимирович сăмахне асра тытса тата ĕне йышне кура кăçал пăрçа йышши культурăсен лаптăкне анлăлатма палăртрĕç. Сивĕ хĕл кунĕсенче белокпа пуян витаминлă апат выльăха тутă тыттарĕ.
Çак кунсенче хуçалăхăн машина-трактор паркĕнче ир пуçласа каçченех хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. ЯХК инженерĕ Юрий Васильев пĕлтернĕ тăрăх - 16 трактор хире тухма хатĕр. Ака çывхариччен ытти техникăна та юсавлисен ретне лартĕç.
Кăçалхи çуркуннен уйрăмлăхĕсене пула акара кĕтекен йывăрлăхсем, чылай муниципалитет хатĕрленĕве вăраха яни ăна хытах шухăшлаттарать. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем çурхи ĕçсене епле хатĕрленнипе паллаштарнă /ун пирки “Хыпарта” ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче пичетленнĕ “Пучах хăçан тулать?” тишкерÿре тĕплĕнрех каласа кăтартнăччĕ/ хыççăн Михаил Васильевич юлса пыракан районсен администраци пуçлăхĕсемпе видео урлă çыхăнчĕ. Улатăр, Куславкка, Муркаш, Çĕмĕрле районĕсен ертÿçисем, тĕлĕнмелле те, çитменлĕхсене татса пама епле вăй хуни, кирлĕ кĕмĕле ăçта шырани пирки пĕр сăмах та шарламарĕç. Тĕрĕсрех, республика Пуçлăхне юрасшăн отчет турĕç.
Улатăрсене 3071 тонна вăрлăх кирлĕ, анчах акана тухма 1997 тонна кăна хатĕрленĕ. Вăл та пулин 53% çеç кондициллĕ. Ыттине туянма тивет.
- Лару-тăру çывăх кунсенчех лайăхланĕ, - шантарчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Романов.
- Валентин Николаевич, çур акине эсир миçе кунра вĕçлес тĕллевлĕ? - Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Валентин Колумбран ыйтрĕ республика Пуçлăхĕ.
- 14 кунра, - пулчĕ хурав.
Çакă Михаил Игнатьева туллин тивĕçтермерĕ.
- Кăçалхи çанталăк условийĕсене шута илмеллех. Техникăна ĕçсĕр тăратма юрамасть. Акана 10 кун хушшинче вĕçлемелле. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине асра тытмалла, - терĕ.
Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн Лев Рафиновăн та шухăшламалли нумай. Районта вăрлăх хатĕрлекен пĕр звено çеç ĕçлет. Акана тухма 97 тонна çитмест, кондицилли те 65% çеç.
- Лев Геннадьевич, сирĕн кăтартусем пур енĕпе те япăх. Вĕсене лайăхлатма пултаратăр-и? - ыйтрĕ Михаил Игнатьев, анчах тивĕçтерекен хурав илтеймерĕ.
Муркашсен минерал удобренийĕ çителĕклĕ хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлемелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев акана хатĕрленесси вăй илнине çирĕплетрĕ: паха вăрлăх хатĕрлесси икĕ эрнере 19% лайăхланнă. Çав вăхăтрах Шăмăршăсен - 1%, Çĕмĕрлесен 2% çеç хушăннă.
Видеоконференцире 2013 çулăн I кварталĕнче пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе, бюджет сферин организацийĕсен хăш-пĕр категори ĕçченĕсене ĕç укçи ÿстерсе парасси епле пурнăçланнипе çыхăннă ыйтусене те тишкерчĕç.
ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков кăçалхи пĕрремĕш кварталта строительсем çурт-йĕр тăвассипе плана мĕнле тултарни çинчен каласа кăтартрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен - начар мар, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 5, 4% лайăхрах ĕçленĕ. Улатăр, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенче - çителĕксĕр. Михаил Васильевич çак районсен администраци пуçлăхĕсене хăвăртлăха ÿстерме чĕнсе каларĕ.
Источник: "Хыпар"