Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пучах хăçан тулать?

03 апреля 2013 г.

Ваттисен сăмахне аса илсе вулакан: «Паллах, хĕлле», - тейĕ. Çитес вырмара та пучах тулли тĕшĕллĕ пуласса шанса-ĕненсе уй-хир ĕçĕнчен пушаннă хыççăнхи сивĕ кунсенче те хресчен çĕнĕ тĕллевсем палăртса, паха вăрлăх, удобрени çителĕклĕ хатĕрлесе çур акине ăнăçлă ирттертĕр тесе çапла ытарлăн каланă ваттисем. Тĕрĕссипе, хĕлле çеç те мар, тыр-пул пахалăхĕшĕн, тухăçĕшĕн çулталăкĕпех лăш канмасăр тăрăшать çĕр ĕçченĕ. Пучах çумне пучах хушсан пин-пин пĕрчĕ, çĕр-çĕр тонна тырă пулать. Пуш уйăхĕнче çанталăк ăшăтма тытăнсанах канăçсăрланать хресчен, кашни куна тĕллевлĕ те усăллă ирттерме тăрăшать.

Малтанах - ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, унтан район шайĕпе çур акине хатĕрленес ыйтупа тĕл пулу-калаçусем иртрĕç. Муниципалитетсене ЧР Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем те тухса çÿрерĕç. Канаш районĕнчи агроинженери конференцине ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров хутшăнчĕ, хуçалăх ертÿçисене хăйсенчен тата специалистсенчен çирĕпрех ыйтма сĕнчĕ.

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăну тытакан пай пуçлăхĕ Геннадий Никоноров сăмахĕнче мана пĕр тĕслĕх тарăн шухăша ячĕ. Хуçалăх ертÿçи суперэлита вăрлăх акнă анана юр айне хăварнă иккен. Çакăн сăлтавне Валерий Геннадьевич ыйтса пĕлнĕ. Тырă пуссине çум курăк пусса илнĕ-мĕн. Паха вăрлăх акма лайăх лаптăк хатĕрлемен. Малашне унашкал ертÿçĕсене çирĕп явап тыттарма йышăнчĕç конференцие пухăннисем. Çакăн çинчен «çÿлтисем» пĕлеççех, субсиди виçине чакарма пултарĕç. Хăйсем çав вăхăтрах патшалăх сахал пулăшни пирки ÿпкелешеççĕ. Хамăр ларакан турата хамăрах касатпăр мар-и?

Иртнĕ эрне вĕçĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕ çур аки ыйтăвĕпе вырăна тухса лару ирттерчĕ. Кăçал вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «НамЭКО» ОООра пулчĕ. Ку общество унчченхи А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ колхоз вырăнĕнче 2011 çулхи çуркунне йĕркеленнĕ. Унăн учредителĕ Александр Никоноров çирĕплетнĕ тăрăх - предприяти икĕ çулта палăрмаллах ÿсĕм тунă. Ахальлĕн пулсан республика ларăвĕ Шуршăлта иртес çукахчĕ ĕнтĕ. Вăл Чăваш Енре энерги перекетлекен технологи çине куçнă чи малта пыракан агропредприятисенчен пĕри шутланать.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри аграрисем кăçал хăйсен умне пысăк тĕллевсем палăртнине пĕлтерчĕ. Тĕш тырă 500 пин тоннăран кая мар туса илмелле. Чылай культурăн лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен ытларах пулĕ. Выльăх апачĕ саппаслăх та хатĕрлес тĕллевпе куккурус, пăрçа нумайрах акĕç. Кăçалтан 2013-2020 çулсенчи çĕнĕ программа пурнăçа кĕме тытăнать. Вăл, паллах, çĕнĕ тĕллевсем палăртать. Унчченхипе танлаштарсан улшăнусемпе хушăмсем пулаççех. Сергей Владимирович çур аки ирттерме пулăшас тĕллевпе федераци уйăрнă укçа çывăх вăхăтрах хуçалăхсене çитессе пĕлтерчĕ.

Министр çумĕ Эдуард Александров çур аки ирттерме 1 млрд та 457 млн тенкĕ кирлине палăртрĕ. Уя тухиччен юлнă кунсенче кашни районтах пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ самаях пысăк. Паха вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материал, техника, минерал удобрени... - пĕри те вĕсене хатĕрлесе çитермен. Минерал удобрени Çĕмĕрлесен - 5, Улатăрсен - 11, Муркашсен 11, 5 процент çеç. Эдуард Валентинович хăш культура мĕн чухлĕ лаптăк йышăнасса та пĕлтерчĕ. Пусă çаврăнăшĕнче выльăх апачĕлĕх çитĕнекенни 43, 8% йышăнĕ.

- Анчах та, - терĕ «Агро-Инновацисем» ХУП директорĕн тивĕçне пурнăçлакан Николай Васильев, - унăн пĕр пайĕ хут çинче çеç шутланать. 1000 гектарне çĕнетмелле.

Николай Иванович районсенче çĕр тĕрлĕ тарăнăша шăннине çирĕплетрĕ. Шупашкар енче - 119, Патăрьел тăрăхĕнче - 47 см. Хĕвел пур çĕре те пĕрешкел пăхать пулин те тăпра пĕр вăхăтра пиçсе çитмест. Раççей гидрометеорологи специалисчĕсем ака уйăхĕ яланхинчен ăшăрах пуласса систереççĕ. Юр ирĕлсе пĕтнине сиссе те юлмăпăр - çĕр типсе çитĕ. Апла пулсан хресченĕн хире тухма хатĕр пулмалла.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçин çумĕ Алевтина Титова çивĕч калаçрĕ. Республикăра вăрлăх хатĕрлесси япăх пыни канăç памасть ăна. Ку енĕпе Çĕмĕрле районĕнче ятарлă звено вуçех йĕркелемен. Шăмăршă, Етĕрне, Пăрачкав, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри тата Канаш енче те 1-3-шер çеç. Патăрьелсем çеç маттур - 15 звено ĕçлет. Паха вăрлăх саппасĕ Улатăрпа Çĕмĕрлесен мĕн чухлĕ кирлипе шутласан - 26 тата 48% çеç. Пĕлтĕр республикăра кĕрхисене 69, 5% çеç акнине, вăл та пулин 20-25% пĕтме пултарасса шутласан çуркунне акма вăрлăх чылай кирлĕ. Юлса пыраканнисен саппас пирки шухăшлама мар, планпа палăртнă çĕре акма уйăрнă вăрлăх та çитмест. Унашкалли - 10 район.

Алевтина Михайловна ларăва пухăннисене клевер, илепер ытларах акма сĕнчĕ. Курăксем кашни гектар пуçне 150-200 кг азот хăвараççĕ. Çакă хире кашни гектарпа шутласан 30-40 тонна тислĕк кăларнипе танах.

Тыр-пул акса пĕтерсенех хуçалăхсем çĕр улми лартма тытăнĕç. Кăçал унăн вăрлăхне мĕн чухлĕ хатĕрленĕ? Мĕнлерех сортсем тĕп вырăн йышăнĕç? Ларура пĕр сăмах та пулмарĕ. Çĕр улми «иккĕмĕш çăкăр» пулнине мĕншĕн яланах асра тытмастпăр-ха, мĕншĕн ун çинчен йывăр çулсенче çеç аса илетпĕр?

Кирек хăш çул та çанталăк пĕр вăхăт типĕ тăрать. Анчах мелиораци программи пирки аса илекен пĕр çын та тупăнмарĕ. Иртнĕ çулсене вун-вун цифрăпа танлаштариччен пучах йывăртарах та тулли пĕрчĕллĕрех пултăр тесе пурнăçламалли ĕçсем пирки çивĕчрех калаçмаллаччĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Первоисточник: Хыпар

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика