«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО паян республикăри чи пысăк та лайăх аталанса пыракан агрохолдингсенчен пĕри. Вăрнар районĕнче çеç вăл 9 пин гектар çĕр çинче тĕрлĕ культура çитĕнтерет. 2006 çултанпа предприяти куккурус акса ÿстерме тытăннă, лаптăкне çулсерен пысăклатса пынă. Тахçан “уй-хир пики” шутланнăскертен силос хатĕрленĕ. Кăçал вара “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” куккурус çапса тĕшĕлеме пуçланă. “Чăваш Ен агропромышленноç комплексĕн историйĕнче халĕччен кун пекки пулман”, - теççĕ ЧР Ял хуçалăх министерствинче.
Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче тăватă комбайн уя тухнă, 100 тонна куккурус çапса тĕшĕленĕ, тепĕр кунхине - 200 тонна. Предприятин генеральнăй директорĕ Николай Аливанов каланă тăрăх - пĕр кунра тата ытларах та çапма пулать, çапах ăна тÿрех типĕтсе пымашкăн тĕллев лартнă. Тухăçĕ те савăнтарать: 1 гектартан 50 центнер. Çанталăк лайăх тăрсан 500 гектар куккуруса вунă кунра çапса тĕшĕлесшĕн, çавăнпа хуçалăхра вăй хуракансем пĕр минут та сая ярасшăн мар. Уйрăмах Николай Тихонов механизатор, вырмара хастарлăхĕпе тата маттурлăхĕпе палăрнăскер, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать. Кăçал çак культурăна пĕтĕмпе 910 гектар акнă, унăн пĕр пайне - 410 гектарне - силос валли пухса кĕртеççĕ. Паянхи кун тĕлне 8 пин тонна ытла силос хунă, тухăçĕ гектартан 300 центнертан кая мар тухса пырать.
- Куккурус çапса тĕшĕлес шухăш темиçе çул каяллах çуралчĕ. Вăл сысна çурисемпе амисем валли питĕ паха апат. Ытти культурăпа танлаштарсан унра ылмашу энергийĕ нумай. Çавăнпах комбикорма 25 процент таран куккурус яратпăр. Ку “тырра” эпир ытти çул Ростов облаçĕнчен 500-600 тонна таранах илсе килеттĕмĕр, çакă, паллах, хăй хаклăха та витĕм кÿретчĕ. Хальхи вăхăтра агрохолдингра 35 пин пуç сысна тата мăйракаллă шултра выльăх 2 пине яхăн пуç. Сыснасем валли çеç, тĕслĕхрен, кунне 55 тонна комбикорм кирлĕ. Эпир выльăхсем валли тырă айккинчен туянмастпăр, кирлĕ чухлĕ хамăрах çитĕнтеретпĕр. Малашне куккурус та çителĕклех хатĕрлĕпĕр, - каласа кăтартать Николай Владимирович.
Куккурус ĕнесене сĕт ытларах антарма та пулăшать, унăн пахалăхне ырă витĕм кÿрет. Çак культурăран хатĕрленĕ силосра тутлăхлă хутăш - крахмал, сахăр - нумай, вĕсем продукци калăпăшне ÿстерме кирлĕ компонентсем шутланаççĕ.
Аш-какай комбинатĕнче вăй хуракансем хальхи вăхăтра хирте пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтармалли жаткăпах усă кураççĕ. Тепĕр çул вара ятарласа куккурус çапса тĕшĕлемеллине туянасшăн, май пулсан 2 таранах, ун чухне тухăç татах та ÿсĕ. “Уй-хир пикин” лаптăкне çитес çул та пысăклатасшăн.
Çапла, “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” АУО ертÿçисем кирек мĕнле ĕçе те пĕлсе тата тĕплĕн шухăшласа йĕркелеççĕ, çав хушăрах çĕнĕлĕхсем пирки манмаççĕ, паянхи пурнăç ыйтнине тĕпе хураççĕ. Çакă вĕсене яланах малтисен ретĕнче пулма май парать те.