24 сентября 2012 г.
Аграрниксем туса илекен продукцин сутлăх хакĕ мĕнлерех пулмалла? Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пĕтĕмпех ĕçе епле кĕртмелле? Çак тата агропромышленноç аталанăвĕпе çыхăннă ытти ыйтăва Çĕрпÿ районĕнчи «Броневик» акционер обществин директорĕ, экономика наукисен кандидачĕ Юрий ГАВРИЛОВ хуравлать.
- Тырă уйăхсерен хакланать, - терĕ Юрий Аркадьевич. - Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерекен хуçалăхсемшĕн лайăх: тупăш пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах илĕç. Тирпейлекен предприяти «Броневикрен» фуражлăх ырашăн кашни килограмне - 6, фуражлăх тулла 7 тенкĕлле йышăнма шантарчĕ. Сăмаха çилпе вĕçтермĕ. «Чăвашçăкăрпродукт» общество çавнашкал хак тытса тăрсан аграрисен кăмăлне кайĕ, хресчене тупăш самаях ĕçлесе илме май парĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал ял хуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕн аграрниксем производствăна хывакан укçана саплаштарма пулăшмалла тесе темиçе те каларĕ. Тыр-пула аван хаклани савăнтарать.
- Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсене сĕтшĕн субсиди уйăраççĕ. Республика Пуçлăхĕн указне çынсем мĕнле йышăнчĕç?ф
- Район депутачĕ пулнă май Паваркасси тăрăхĕнчи суйлавçăсемпе час-часах тĕл пулатăп. Ял çыннисем çулла сутнă сĕтшĕн республика хыснинчен кĕмĕл хушса тÿленине ырлаççĕ. Федераципе республика влаçĕ хресчене хавхалантарсах тăраççĕ. Çывăх вăхăтрах аш-какайăн сутлăх хакне хăпартма май туса парасса шанас килет. Ку ыйтăва татса парсан хресчене кредит та, субсиди те кирлĕ пулмĕ.
- Кăçалхи тырă «Броневике» машина-техника паркне çĕнетме, ĕç укçине ÿстерме çитет-и?
- Ăна йăлтах кĕлете хывнă. Пилĕк çĕр гектар çинчен пухса кĕртрĕмĕр. Тухăç кашни гектартан вăтамран 19 центнер. Сутма васкамастпăр, татах хакланасса кĕтетпĕр.
Обществăн пĕр организаци умĕнче те парăм çук. «МТЗ» трактор, тырă акмалли агрегат туянма шухăшлатпăр. Шалăва кăштах хăпартатпăр. Тепĕр чухне ертÿçĕсене ĕç укçине мĕншĕн ÿстерместĕр тесе ÿпкелеççĕ. Хуçалăхăн ăçтан нухрат тупмаллине каламаççĕ. Çуркунне паха вăрлăхăн кашни килограмне пире 15-17 тенкĕлле сутаççĕ. Çĕнĕ тухăçран элеваторсем 4-5 тенкĕлле кăна йышăнсан пысăк услам илейместпĕр. Çакнашкал хак хуни аграрниксене мăшкăлланипе танах. Вăл хуçалăхра çамрăк специалистсене çирĕплетме, ытти çивĕч ыйтăва татма питĕ чăрмантарать.
- Нумай районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕр пайтах.
- Ытти районăн Çĕрпÿсенчен ырă тĕслĕх илмелле. Çу каçиччен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вадим Николаев ертсе пыракан «Чăваш бройлерĕ» общество, лава Николай Курчаткин туртакан «Çĕрпÿ беконĕ» общество тата темиçе предприяти малтан çум курăк хупланă çĕр-çĕр гектара пусă çаврăнăшне кĕртрĕç. Ĕç юр ÿкичченех тăсăлать. Район çитес çул кашни гектарпа тухăçлă усă курасса питĕ шанатăп. Сухалама-акма вăйлă инвесторсене явăçтармалла. Ял çыннисем хăйсем тĕллĕн кăна пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртеймĕç.
- Хальхи вăхăтра «Броневик» механизаторĕсем мĕн тăваççĕ?
- Кĕрхи культурăсене 228 гектар акрĕç. Вăрлăха тăпрана агротехникăпа килĕшÿллĕн - вăхăтра тата пысăк пахалăхпа - варăнтартăмăр. Тăват çĕр гектар çĕртме тумалла. Ĕçе юпа уйăхĕнче вĕçлетпĕр.
Источник: "Хыпар"