21 сентября 2012 г.
Шăрăх çанталăк тыр-пула çунтарса янипе выльăх-чĕрлĕх апачĕ виçĕ хут хакланĕ.
Шаннă йăвара кайăк çук тенĕ евĕр пулса тухать. Ĕмĕтленнĕ тухăçа пухса илеймерĕмĕр. Тупăш паракан регионсенче типĕ çанталăк тăчĕ. Çавна пула çăкăр хамăра çитĕ-ши?
Тĕш тырă енĕпе ĕçлекен пĕтĕм тĕнчери канаш пирĕн çĕршыв тыр-пул пухса илессин кăтартăвне чакарнă: 76, 9 млн тонна кĕтнĕ пулсан, халĕ – 71, 4 млн тонна. Çакă РФ ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕнчен те (75 млн тонна) пĕчĕкрех. Çу пуçламăшĕнче вара 95 млн тонна пухса кĕртме палăртнă. Кунта ял хуçалăх министерстви хаксем хăпарасран час-часах сезон пуçламăшĕнче кăтартăва пысăклатнине шута илмелле, кайран вăл ăна кирлĕ шая пĕр тикĕс чакарать.
Çавна май çĕршыври сутуçăсем хăйсен яваплăхĕнчен пăрăнмаççĕ. Вĕсем тĕнче рынокне 12, 1 млн тонна тĕш тырă яма хирĕç мар. Унсăр пуçне халĕ çакă питĕ тупăшлă. Мĕншĕн тесен шăрăх çанталăк Раççейре çеç мар, ытти çĕршывра та пулнă. Пур çĕрте те тухăç чакнă, хак ÿснĕ.
Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр пирĕн çĕршывра 94 млн тонна тыр-пул пухса илнĕччĕ. Виçĕм çул, 2010 çулта, вара – 60 млн тонна.
«Тĕш тырă çитĕ-ха, тепĕр тесен, ăна чикĕ леш енчен те илсе килме пулĕ. Импорта никам та пăрахăçламан. Сысна ашĕ вара хакланĕ, – тет Наци аш-какай ассоциацийĕн ертÿçи Сергей Юшин. – Мĕншĕн тесен выльăх апатне тыр-пултан хатĕрлеççĕ-çке».
«Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче сыснана тăрантарасси 30 процент хакланать, – хăйĕн шухăшĕпе паллаштарать Юшин. – Сысна ашĕ çавăн чухлĕ хакланнине пĕлтермест çакă. Тыр-пул туса илекенсене те айăплас килмест ман. Вĕсем те тĕнче хакĕпе усă курса тупăш илесшĕн. Малтанхи çулсенче вĕсем тухăç шайне типĕ çанталăка пула тата ют çĕршыва ăсатнипе çухатрĕç. Çавăнпа та рынока йĕркелеме вĕренсе çитмелле. Çĕнĕ технологипе ĕçлеме те хăнăхмалла: выльăха сахалрах çитерсе нумайрах аш илмелле».