Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртни патне алă хăех пырать

17 сентября 2012 г.

Ял хуçалăхра ветврачсăр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеймĕн

Пирĕн çĕршыв усă куракан çĕр лаптăкĕсемпе пуян пулнă май ял хуçалăхĕ экономикăн пĕлтерĕшлĕ отраслĕ пулса тăрать. Апла пулин те çак отрасль аталанăвĕ кадрсен потенциалĕпе тÿрремĕн çыхăннă. Ял хуçалăхне пĕлÿ илнĕ çамрăк специалистсем кирлĕ, анчах кадрсем çитсех кайманни куç кĕретех.

Тин çеç алла диплом илнĕ, хăйĕн специальноçĕпех ĕç­лес текен яш-кĕрĕме лайăх ĕç вырăнĕ тупма çăмăлах мар. «Эсир питĕ çамрăк, анчах нумая хапсăнатăр», – тенине час-часах илтме лекет вĕсен. Çавăнпа ытларах чухне «ăç­та илеç­çĕ» вариантпа килĕшме тивет. Анчах çав вăхăтрах вĕрентÿпе ял хуçалăх сферинче ĕç вырăнĕсем пушă тăни шухăша ярать. Тĕпрен илсен, çамрăк специалистсене çурт-йĕр çукки, ĕç укçи нумаях мар пулни хăратать. Пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕлĕшпе ятарлă федераллă тĕллевлĕ программа пур пулсан та яш-кĕрĕм ялта тĕпленме васкамасть. Çапах та ял пурнăç­не килĕштерекенсем те пур. Вĕсем, вырăсла калашле, «престижный» мар профессирен вăтанмаç­çĕ, хăйсен ĕç вырăнне хаваспах çÿреç­çĕ.

Çын профессие яланах суйламасть, час-часах вăл хăй ăна тупать. Çапла Александр Петрович та ветврач пулма шухăшламан иккен. Анчах шăпа ăна малтан Ял хуçалăх академине, унтан, çĕршывăн тĕрлĕ хулинче слесарь, платник пулса ĕç­лесе çÿренĕ хыç­çăн, Кăрмăшри ĕне фермине илсе çитернĕ. Ял пурнăç­не килĕштернĕ май çамрăк каччă кунта вăй хунишĕн пĕртте ÿкенмест. Хăй вăл Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче 1984 çулта çуралнă. Çемьере виç­çĕн пĕр тăван пулнă вĕсем: икĕ ывăл тата пĕр хĕр. Саша тăван ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, унтан Çĕнĕ Мăратри вăтам пĕлÿ паракан шкулта ăс пухнă. Арçын ача географи тата биологи предмечĕсемпе интересленнĕ. 7-мĕш класра районти биологипе иртекен олимпиадăна хутшăнса виç­çĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Унсăр пуç­не Александр Муллин шкулти юрă-ташă ансамблĕнче 4-мĕш класран пуç­ласа 8-мĕш класчен республикăра иртекен акатуйсенче, тĕрлĕ конкурсра хутшăнса час-часах 1-2-мĕш вырăнсем йышăннă. 2001 çулта Ял хуçалăх академине куçăмлă майпа вĕренме кĕнĕ, 2006 çулта алла диплом илнĕ, тепĕр икĕ çултан вара Патăрьел районĕнчи Упи ялĕнчи Людмила Александровнăпа çемье çавăрнă. Кĕçех вĕсен Виктория хĕр пĕрчийĕ тăватă çул тултарать.

Кăçал Александр Муллин ветврач лавне туртма пуç­лани тăватă çул çитрĕ ĕнтĕ. Паллах, хуçалăхра пĕр ветврач пулни çителĕксĕр. Александр Петровичпа пĕрле ферма заведующийĕ Маргарита Еремеева, Людмила Алмазова тĕп ветврач (ветврач-осеменатор) вăй хураç­çĕ. Кун пуç­ламăшĕнче выльăх тухтăрĕсем ĕнесене, пăрусене сăнаç­çĕ, чирлисене палăртаç­çĕ, планпа палăртнă тăрăх вакцинаци тăваç­çĕ, унтан сыватмалли ĕç­сем пуç­лаç­çĕ. Ытларах вар-хырăм, ура чирĕсем тĕл пулаç­çĕ иккен. Паллă ĕнтĕ, ку профессире выльăх-чĕрлĕхе юратмасăр нимле те май килмест. Яваплăх туйăмĕ те пысăк пулмалла. Чĕрчун тени «чĕрĕ» сăмахран пулнă ĕнте, эппин ăна вĕçĕмсĕр тимлесе тăмалла. Çамрăк ветврач çуралса ÿснĕ ялне ашшĕ патне час-часах кайса çÿрет. Хăш-пĕр чухне ял çыннисем ун патне пулăшу ыйтма та килеç­çĕ иккен. «Пĕрре çапла пускилсен сысни çăвăрлама шут тытнă. Кÿршĕ мана хăйсем патне илсе каçрĕ. Ун чухне эпĕ сыснана çăвăрлаттарса та курманччĕ ĕнтĕ, çапах пулăшма пултартăм», – аса илчĕ каччă.

Александр Муллин çамрăк специалист пулнă май çурт-йĕр условисене лайăхлатмалли федераллă тĕллевлĕ программа тăрăх 2010 çултанпа черетре тăрать. Анчах хальлĕхе нимĕнле улшăнусем те курăнмаç­çĕ-ха. Мăшăрĕ те ялта тĕпленсе пурăнма хирĕç мар иккен. «Эпĕ пысăк çемье çавăрас шухăшлă, ултă ача çинчен ĕмĕтленетĕп, анчах пурăнмалли условисем лайăхах мар пулни, укçа-тенкĕ çитсех кайманни çакна пурнăçа кĕртме май памасть», – тесе калаç­рĕ ялти ветврач.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика