15 августа 2012 г.
Çĕр ĕçченĕсем типĕ хĕвеллĕ кунсен кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Уй-хирти ĕç шавĕ ир пуçласа сĕм çĕрлечченех лăпланмасть. Тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртни тухăçа упраса хăварма пулăшать. Чылай чухне ăнса çитĕннĕскернех çийĕнче вырса çапайманнипе 20-30 процентне лаптăкрах хăваратпăр. Çавăнпах-тăр Элĕк районĕнчи «Рабия» агрофирма вырмана районта чи малтан тухнă. Сарă тинĕсре виçĕ хир карапĕ ĕçлет. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1500 гектар таран йышăнни те ĕçе хăвăртлатма хистет. Хальхи вăхăтра 230 гектарне вырса çапнă. Гектарти тухăç 20 процента яхăн. Хуçалăхра кĕрхи вика та акаççĕ. Çĕртмене 188 гектар çинче тунă.
Журавлев фермер хуçалăхĕнче те ĕççи хĕрсех пырать. Кунта çĕр улми туса илеççĕ пулин те, ăна кăларассине кая хăварасшăн мар. Иртнĕ çулхи çумăрлă кĕркунне нушаланни асрах-ха. Ун чухне чылай хуçалăх иккĕмĕш çăкăра кăларма кая юлса кайнипе пысăк çухату тÿсрĕ. Фермер хуçалăхĕнче çĕр улми 250 гектар. Хальхи вăхăтра 20 гектарне кăларса тирпейленĕ те ĕнтĕ. Çанталăк пулăшнипе тата пахча çимĕçне çу каçипех лайăх пăхса тăнипе тухăç та аван, гектартан вăтамран 300 центнер. Йĕркеллĕ, тăкаксăр пуçтарса кĕртсен тупăш та самай тухмалла. Иртерех пулакан çĕр улмине сутма тытăннă ĕнтĕ. Паян унăн пасарти хакĕ 13-15 тенкĕ. Курттăммăн парсан йÿнĕрех, çапах тăкаксене саплаштарма çитет кăна мар, тупăш та çителĕклех юлать.
Элĕк районĕнче Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕ ĕçлеме тытăннă май çум курăкĕпе хупланса выртнă лаптăксем палăрмаллах сахалланнă. Акă, Питĕшкассинче кăна усă курмасăр выртакан çĕр 647 гектар. Халĕ лаптăксене филиалăн хăватлă тракторĕсем сухалаççĕ. 120 гектарне акма хатĕрленĕ ĕнтĕ. Унта кĕрхисене акса хăварасшăн.
«Новый путь» хуçалăхăн та пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 1044 гектар. Районти чи пысăк лаптăксенчен пĕри темелле. Çав шутран 470 гектарне (45 процент) çапса тĕшĕленĕ. Пÿлмене 846 тонна хывнă. Гектарăн вăтам тухăçĕ 18 центнер. Уйра çĕнĕ «Палессе» комбайнсем ĕçленипе лаптăксем хăвăрт пушанса пыраççĕ.
Августăн 11-мĕшĕ тĕлне Элĕк тăрăхĕнчи хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2015 гектар (24 процент) вырса çапнă. Гектар тухăçĕ 16, 1 центнер. Пÿлмене 3200 тонна тырă кĕнĕ. Вырмана çирĕм комбайн хутшăнать. Ĕçченсене уйрах апат çитерессине йĕркеленĕ.