17 мая 2012 г.
Шупашкар районĕнчи “Приволжское” вĕренÿ хуçалăхĕ çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 1200, çав шутра куккурус - 200, пĕр çул çитĕнекен курăк 150 гектар акма тĕллев лартнă. Ку - самай пысăк лаптăк. Çавăнпа хуçалăх ертÿçисем ĕçе тухăçлă йĕркелеме тăрăшаççĕ.
- Акана хутшăнакан механизаторсенчен Михаил Калишов пысăк хастарлăх кăтартать, - пĕлтерчĕ директор тивĕçне пурнăçлакан Николай Богданов. - Агропромышленноçра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăхĕн Хисеп хучĕпе наградăланă. Кăçал уй-хирте юр пĕлтĕрхинчен каярах ирĕлсе пĕтрĕ. Çавăнпа ĕçе иртерех пуçăнаймарăмăр. Тăпрара нÿрĕк нумай, агрегатсене ĕçлеттерме çăмăл мар.
Техника час-часах ванать. Леонид Чистяков тĕп инженер ертсе пынипе ăна çийĕнчех юсаççĕ.
Мăнал ялĕн уйне çитсе куртăмăр. Николай Филиппов тракторне чарнă, Олег Христофоров водитель вăрлăх турттарса пынă. Геннадий Ильинпа Любовь Степанова ăна сеялкăна тултараççĕ. Хаваслă хăйсем, михĕсене вылятаççĕ.
Хуçалăх çунтармалли-сĕрмелли япаласем çителĕклĕ хатĕрленĕ. Пĕр пайне çăмăллăхлă йĕркепе йÿнĕрехпе туянаççĕ. 80 тонна ытла чи паха вăрлăх, 320 тонна минерал удобренийĕ кÿрсе килнĕ.
- Механизаторсем çителĕклĕ, - палăртрĕ Николай Михайлович. - Çак кунсенче акса пĕтерессишĕн çине тăратпăр.
Источник: "Хыпар"