03 мая 2012 г.
Иртнĕ эрнере ЧР ял хуçалăх министерствинче фермер ĕçне пуçăнакансене суйласа илмелли конкурс ирттерчĕç. Ун кăтартăвĕсем çак кунсенче паллă пулĕç. Конкурс еплерех лару-тăрура иртни çинчен пирĕн корреспондента Чăваш Енри хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи И.М.Чемеров каласа пачĕ.
– Харпăр хăй тĕллĕн ĕç пуçаракансене патшалăх пулăшăвĕ кирлине пурте ăнланаççĕ. Халăх кахалланса пырать теççĕ те, çапах ăслă-тăнлă, ĕçлеме ÿркенмен çынсем пур ялта. Ял чĕрĕлĕвĕ шăпах вĕсен хастарлăхĕнчен килет.
Комисси ĕçне ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов йĕркелесе пычĕ. Пурĕ 13 çын: ял хуçалăхĕнче чылай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă ертÿçĕсемпе специалистсем, наука çыннисем.
Пурĕ 160 ытла заявка килнĕ. Кунсăр пуçне ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 58 пин тенкĕ илнисене те списокра хăварнă. Кашнин пултарулăхĕпе тавçăрулăхне пур енлĕн тишкерсе хаклама тăрăшрăмăр. Пĕрремĕш кун 33 заявка пăхса тухрăмăр, иккĕмĕшĕнче 60 яхăн.
Ĕçсене 16 виçепе хаклаççĕ, 5 паллăна тивĕçекеннин, паллах, грант илес шанчăк пысăкрах. Унччен банкра кредит илсе темиçе çул тыр-пул ÿстернисен е выльăх-чĕрлĕх усранисен ăсталăхĕ тивĕçлĕ шайра. Комисси членĕсем çынсен пĕлĕвне пысăка хураççĕ. Çĕр лаптăкĕн виçи, мĕнле техника хатĕрĕсем пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăйсем патĕнче çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтернине ырламалла. Кирек епле пулсан та хирти е фермăри ĕçе пĕччен ăнтараймастăн.
Эпĕ тата çакна палăртасшăн. Конкурсантсем бизнес-плансене аван хатĕрленĕ. Кунта «Агро-Инноваци» предприяти консультанчĕсен тÿпи пысăк. Вĕсем пысăк хуçалăхсене çеç мар, уйрăм çынсене те пулăшма хатĕр. Малашне фермерсемпе те тачă çыхăнса ĕçлес шухăшлă.
– Эсир ĕçпе Патăрьелĕнчен Шупашкара эрнере темиçе те килсе каятăр. Хăвăрăн хуçалăх та пĕчĕк мар вĕт. Çурхи ĕçсем еплерех пыраççĕ?
– Çапла, 600 ытла гектар çĕр çинче тĕш тырă, çĕр улми, кишĕр, кăшман туса илетпĕр. Тыр-пул лаптăкĕ 400 гектара яхăн.
Ытти фермер хуçалăхĕсенче те ĕç-пуç йĕркеллĕ тесе каласшăн. Удобрени, топливо килсех тăрать. Элита вăрлăхсем туянас пирки Чăваш Енри, Тутарстанри, Чĕмпĕр облаçĕнчи сăнав станцийĕсемпе килĕшÿсем тунă, кÿрсе килеççĕ. Çĕнĕ сортсем акас енĕпе кăçал чăрмав сиксе тухмĕ.
Фермер ĕçне пуçăнакансем – тĕрлĕ çулти çынсем. Çирĕмри яшпа хĕр те, хĕрĕхрен иртнисем те чăннипех ĕçлес шухăшлă. Çакă кăмăла кайрĕ. Паллах, 15-20 çул хăй тĕллĕн вăй хуракансем вĕсене пулăшасса шанас килет, мĕншĕн тесен пĕрремĕш утăм тума яланах йывăр. Ăнăçу сунасшăн вĕсене, аптраман таврашсене.
Источник: "Хыпар"