03 мая 2012 г.
Республика кунне паллă тунă май ЧР ял хуçалăх министерстви кăçалхи июнĕн 14-15-мĕшĕсенче Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх пăхакансен конкурсне ирттерме палăртнă. Унăн тĕллевĕ – выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче малта пыракан опыта сарасси, çĕнĕ технологипе усă курса ĕç тухăçлăхне, пахалăхне ÿстерме пулăшасси, ĕне выльăх ĕрчетнĕ çĕрте ветеринари, зоотехника ыйтнине пурнăçласси тата ытти те.
Агропромышленность комплексне аталантарассипе йышăннă патшалăх программинче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тĕп вырăн йышăнать. Çавăнпа конкурс пĕлтерĕшĕ те пысăк.