Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулин те…

04 мая 2012 г.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, çу уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне /процентпа/

Цифрăсен пĕрремĕш колонки - тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акнă, иккĕмĕшĕ - кĕрхи çĕртме сÿреленĕ, виççĕмĕшĕ - нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă, тăваттăмĕшĕ - паха вăрлăх хатĕрленĕ, пиллĕкмĕшĕ - кĕрхи культурăсене апатлантарнă.

Кăçал çуркунне юларах килчĕ пулин те ака уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕ типĕ те хĕвеллĕ тăни хресчене уй-хире вăхăтра тухма май пачĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пур район та акма тытăннă. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне 19232 гектар /палăртнин 10 процентне/ çинче акнă /пĕлтĕр çак вăхăтра - 8606 гектар е 5, 3%/.

Ĕçе Елчĕк, Вăрнар, Патăрьел, Канаш, Комсомольски районĕсенче лайăх йĕркеленĕ. Улатăрсемпе Çĕмĕрлесем юлса пыраççĕ, пĕрисем - 96, теприсем 10 гектар çинче çеç тырă акнă.

Техника çине тăрсах çĕр хатĕрлет. Республикăра 50816 гектар /37, 9%/ кĕрхи çĕртме сÿреленĕ, 2011 çулхи çак тапхăрта - 28820 гектар е 18, 2%* 30248 гектар культиваци тунă, 2011 çулта - 13163 гектар.

Кăтартусем пур енĕпе те пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар.

Çу уйăхĕ сулхăн та йĕпе-сапаллă пуçланчĕ. Çавна май çур аки тăсăлма пултарать.

Çĕрпÿ районĕнчи «ВДС» ООО ертÿçипе Леонид Евдокимовпа телефонпа çыхăнтăмăр. «Уяр çанталăкпа кашни сехетне вăрласа илнĕ пек усă куратпăр, - тет Леонид Витальевич. - Сивĕ те сулхăн çанталăкра тăпра час типшĕрмест».

Тăватă районта çĕр улми лартма тытăннă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика