Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн акатăн, çавă шăтать

18 апреля 2012 г.

Çулсем иртнĕçем вăрлăхра инфекци пухăнса пырать, ытти культурăсемпе, сортсемпе хутăшать. Çавна май тухăçлăх чакать. «Вăрлăх ĕрчетесси çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕпе 4-мĕш репродукци таран кăна усă курмалла. 5-мĕш репродукци – тавар продукцийĕ валли. Çĕр улминче тырăран ытларах чир пухăнать, çавăнпа та «иккĕмĕш çăкăрăн» вăрлăхне 2-мĕш репродукци таран кăна илмелле. 3-мĕш репродукцилли тавар продукцийĕ шутланать.

Районĕпе илсен тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен 10 проценчĕ – сортлă мар. Республикăри кăтарту – 23 процент. Сортлă мар вăрлăх «Гвардеец», «МТС» хуçалăхсенче, М.Тарасов фермер хуçалăхĕнче кăна мар, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче те, «Мураты», «Хорнзор» кооперативсенче те, А.Игнатьев фермер хуçалăхĕнче те пур.

Пысăк репродукциллĕ вăрлăх районта 20 процента яхăн, республикăри кăтарту – 11 процент.

2012 çулта лартма районти аграрисем çĕр улми вăрлăхĕ 500 тонна хатĕрленĕ, çав шутран элитăлли – 6 процент, 1–3 репродукцилли – 45 процент, массăллă репродукцилли – 49 процент.

Паха вăрлăх ĕрчетессипе тăрăшакан ял хуçалăх организацийĕсене асăнмалла. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ çултан çул ял хуçалăх культурисен лаптăкне ÿстерсе пырать, вăрлăх пахалăхĕшĕн тăрăшать, «Эльф» урпа 500 центнер туяннă. «Санары» агрофирма «Владимир» урпа 130 центнер, «Агрохмель» хуçалăх 100 центнер туяннă. Карл Маркс ячĕллĕ кооператив та тĕллевлĕ тăрăшнине палăртмалла. «Маргарита» çурхи тулă 30 центнер, «Экада» çурхи тулă 20 центнер, «Льговская 22» вика 10 центнер, «Эльф» урпа 200 центнер кÿрсе килнĕ. «Луч» кооператив «Санары» агрофирмăпа тачă çыхăну тытать, вăрлăх ĕрчетекен хуçалăхран «Узуновские» нимĕç пăрçи 50 центнер, «Дударь» пăрçа 100 центнер туяннă.

Республикăри сорт участокĕсенче çак ял хуçалăх культурисен сорчĕсене çитĕнтерме сĕнеççĕ:

кĕрхи тулă – «Мироновская 808», «Безенчукская 380», «Московская 39», «Казанская 285», «Волжская К», «Безенчукская 616», «Мера», «Скипетр»;

кĕрхи ыраш – «Чулпан», «Безенчукская 87», «Пурга», «Кировская 89», «Фаленская 4», «Татьяна»;

çурхи тулă – «Московская 35», «Приокская», «Лада», «Прохоровка», «Ирень», «Пирамида», «Эстер», «Симбирцит», «Свеча», «Маргарита», «Экада 70», «Омская 36»;

сĕлĕ – «Галоп», «Скакун», «Аргамак», «Адамо», «Привет», «Конкур», «Вятский голозерный»;

урпа – «Зазерский 85», «Дина», «Биос 1», «Эльф», «Бином», «Велес», «Белгородский 100», «Тандем», çав шутран «Биос 1», «Зазерский 85», «Эльф», «Велес» сăра тумалли урпа сорчĕсен списокне кĕнĕ;

пăрçа – «Труженик», «Орловчанин», «Казанец», «Дударь», «Спартак»;

çурхи вика – «Льговская 28», «Льговская 22», «Нежностебельная», «Узуновская 91»;

выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи – «Пензенские 16», «Мария».

«Госсорткомиссия» организаци çĕр улмин çак сорчĕсене лартма сĕнет:

ир пулаканни – «Удача», «Пушкинец», «Розара», «Лазурит», «Снегирь», «Беллароза»;

вăтам-ир пулаканни – «Невский», «Елизавета», «Чародей», «Марс», «Виза», «Лилея Беларусская», «Винета»;

вăтам пулаканни – «Петербургский», «Мастер», «Олимп», «Чайка», «Спарта», «Ладожский»;

вăтам-кая юлса пулаканни – «Голубизна», «Никулинский».

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика